Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрçăран таврăнсан Иван Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗренсе учитель профессине илнӗ

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă.Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ.   Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ.

«Эсир, ачасем, лайăх вăхăтра пурăнатăр, мирлӗ вăхăтра. Çавăнпа лайăх вӗренӗр, лайăх çын пулăр», – тетчӗ вăл

 

Çулсем иртнӗçемӗн асра час-час ачалăха таврăнатăп та чи асамлă та манăçми тапхăр шкулта вӗренни тесе шутлатăп. Паллах, юратнă вӗрентекенӗмӗрсене аса илетӗп. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсен вӗçӗнчен пуçласа 70-мӗшӗн çурри таран такăрлатнă эпӗ Пăва районӗнчи Элшел вăтам шкулне илсе çитерекен сукмака, 1-мӗш класран пуçласа 10-мӗш таранах. Пуçламăш классенче Валентина Михайловна Калистратова вӗрентрӗ, 4-мӗш класа куçсан пирӗн класс ертӳçи пулса Илья Иванович Афанасьев ӗçлерӗ. Пире илемлӗ ӳкерме, юрлама вӗрентетчӗ, физкультура урокӗсене те вăлах илсе пыратчӗ. Пӗр çынра çавăн чухлӗ пултарулăх пурринчен тӗлӗнме пӗлнӗ-ши эпир – шăпăрлансем? Çук-тăр. Пысăках мар кӗлеткеллӗ, питӗ лăпкă сăнлă, çемçе сасăллă çынччӗ вăл. Эпир тепӗр чухне ларма-тăма та пӗлместӗмӗрччӗ, Илья Иванович лайăххи пирки лăпкăн кăна, васкамасăр, сассине хăпартмасăр ăнлантаратчӗ. Урокӗсене интереслӗ ирттерме пӗлетчӗ, диапроекторпа усă курса илемлӗ репродукцисем кăтартатчӗ (ун чухне классенче хальхи пек аудио тата видеотехника пулман вӗт), проигрывательпе пластинкăсем çавăрттаратчӗ. Хаклама пӗлнӗ-ши эпир Илья Ивановича тăрăшулăхӗшӗн?

 

Илья Иванович Афанасьев 1914 çулта Пăва районӗнчи Шемек ялӗнче çуралнă. 1925 çулта шкул пӗтернӗ. Малалла пӗлӳ илес ӗмӗчӗ ăна Чӗмпӗрти И.Я.Яковлев шкулне илсе çитернӗ. Кунти педагогика техникумӗ çумӗнчи çичӗ çул вӗренмелли шкула кӗнӗ вăл, çакăнта 1925 – 1929 çулсенче ăс пухнă  (тӗлӗнмелле те, кун пирки эпӗ аллăма 1998 çулта пичетленнӗ «Воспитанники Яковлевской школы» кӗнеке лекнӗ хыççăн çеç пӗлтӗм. Пирӗн пӗрремӗш учитель Валентина Михайловна та унтах пӗлӳ илнӗ иккен! Кун пирки вӗсем каламан, е ун чухне Яковлев шкулӗ çинчен питех калаçман-ши?!) Вӗренӳ хыççăн Илья Иванович шахтăра та, тиекен-пушатаканра та ӗçленӗ, хатӗрленӳ курсӗн студенчӗ те пулса курнă.
Илья Иванович 1936 – 1938 çулсенче Хӗрлӗ Çарта хӗсметре тăнă. Ун чухне çичӗ çуллăх пӗлӗве пысăкпа хакланă: ăна тӳрех полк шкулне вӗренме янă. Хыççăн Киев уйрăм çар округӗнче 46-мӗш стрелоксен дивизийӗнче 46-мӗш артиллери полкӗнче оруди командирӗн тивӗçӗсене чыслăн пурнăçланă.    Çартан таврăнсан Чӗмпӗрти И.Я.Яковлев ячӗллӗ чăваш педагогика училищинче 10 уйăхлăх курсран вӗренсе тухать те икӗ çул хушши Элшелӗнчи шкулта ӗçлет, пуçламăш çар вӗрентӗвӗн урокӗсене илсе пырать.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă. Тăватă уйăх  Архангельск хулинчи 178-мӗш госпитальте сипленнӗ вăл. Госпитальте сипленнӗ чухне хăйне «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланине пӗлет. Полк командирӗ награда хучӗ çине çапла çырса хунă: «Отражая контратаки противника с танками, прямой наводкой уничтожил 12 автоматчиков противника, несмотря на большие препятствия с передвижением его орудия (болото) выносил с расчетом на руках свою пушку и рядом с пехотными подразделениями уничтожал немецких оккупантов в районе 1-й эстонский, в период напряжения боев 27, 28, 29 августа с.г.» (Архив материалне улăштармасăр панă. – В.Ц.).
Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ.   Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ. И.И.Афанасьев аслă лейтенант паттăрлăхне хакласа Кутузов орденӗллӗ 302 артиллери полкӗн командирӗ 1945 çулхи апрелӗн 4-мӗшӗнче çапла çырнă: «Тов. Афанасьев в Действующей Армии с июля 1941 года, участник неоднократных боев с немецкими захватчиками. В одном из боев 29 августа 1941 года на Волховском фронте   тов. Афанасьев получил тяжелое ранение – перелом левой лопатки. За время нахождения в полку он со своей батареей, благодаря смелых, решительных поступков, точной корректировки огня, отбил не одну атаку противника, нанося ему тяжелые потери в живой силе и технике. В момент действия нашей разведки по захвату контрольных пленных, в декабре 1944 г., 15 января 1945 г., 20 февраля и 3 марта 1945 г. тов. Афанасьев огнем своей батареи поддерживал действия разведки, в результате чего группой наших разведчиков были взяты контрольно-пленные. За эти операции его батареей было уничтожено 3 пулеметные точки и до 60 немецких солдат, подавлен огонь одного орудия противника. Тов. Афанасьев вполне достоин Правительственной награды ордена «Красная Звезда» (архив материалне улăштармасăр панă. – В.Ц.).
И.И.Афанасьев аслă лейтенант вăрçа 1-мӗш Прибалтика фронтӗнче 29-мӗш дивизин 302-мӗш полкӗн батарея командирӗ пулса вӗçленӗ. 1946 çулхи июлӗн 9-мӗшӗнче демобилизаци йӗркипе киле таврăннă та вăрçа пула татăлнă юратнă ӗçне пуçăннă – каллех Элшелӗнчи шкулта физкультура, пуçламăш çар вӗрентӗвӗн урокӗсене ирттернӗ.
Ялта ырă ятлă, шкулта пултаруллă вӗрентекен пулнă Илья Иванович. Акă  мӗн çырать ун пирки Н.А.Юнгеров: «…Ял урамӗпе пыракан, хăйне вăр-вар тыткалакан старике час-час куратăп. Ял-йышра пысăк ăсталăхпа ырă ят илнӗ Илья Иванович пире илемлӗ юрлама, илӗртӳллӗ ӳкерчӗксем сăрлама, тӗрлӗ гимнастика упражненийӗсем тума вӗрентетчӗ. Клубра спектакль е концерт лартма та вăлах пулăшатчӗ...» (Сувар, 14.10.1994).
Мускавра пурăнакан журналист, сăвăç Михаил Ложников мана çапла çырса пӗлтерчӗ: «Шкул картишӗнче мал ӗмӗтлӗ, хастар физкультура учителӗ Илья Иванович Афанасьев тăрăшнипе çав вăхăтшăн питӗ йӗркеллӗ спорт лаптăкӗ те йӗркеленӗччӗ. Вăлах пуçламăш çар вӗрентӗвӗн урокӗсене илсе пыратчӗ. Аслă класра вӗренекенсем Илья Иванович ертсе пынипе шкул картишӗнче хулпуççисем çине винтовкăсем хурса утса çӳретчӗç, класра чухне автомат салатса пуçтаратчӗç. Илья Иванович вăрçăра пулнă, офицер ятне илнӗ. Хăйне тирпейлӗ, сумлă тытатчӗ, шухăшӗсене уçăмлă, тикӗс сасăпа пӗлтеретчӗ, кирлӗ чухне вӗренекенсенчен çирӗп ыйтатчӗ. Çаплаччӗ пирӗн юратнă вӗрентекенӗмӗр. Ăна курса совет офицерӗ çавăн пек пулмалла теттӗмӗр. Унран тӗслӗх илсе ӗнтӗ пирӗн арçын ачасенчен чылайăшӗ çар училищине вӗренме кӗме ӗмӗтленетчӗ…» (2007 ç.)
Эпир те, пулас салтаксем, Илья Ивановичран çарти пурнăçӗ çинчен, хăй вăрçăра мӗнле çапăçни пирки ыйтаттăмăр та вăл шăп тăратчӗ, сисӗнетчӗ: хумханать, хурланать вӗрентекенӗмӗр. Çапăçусем çинчен мар, вăрçăра çиме çуккипе питӗ аптăраса çитни пирки калатчӗ. «Çимелли çитменнипе, хырăм выççине чарас тесе, чикарккă нумай туртаттăмăр», – тетчӗ вăл. Пире вӗрентнӗ вăхăтра вăл пӗртте туртмастчӗ, сиенлӗ йăласем çынна ыр туманни пирки ялан астутаратчӗ. Тата çапла каланине манма çук: «Вăрçăра питӗ нумай çын пӗтрӗ. Çӗнтерӳ пулнине пӗлтерсен савăннине сăмахпа каласа пӗтерме çук. Кам пистолетран, кам автоматран, кам винтовкăран сывлăшалла петӗмӗр кăна! Пурин те савăнăçпа хурлăх куççулӗ шăпăртатать. Эсир, ачасем, лайăх вăхăтра пурăнатăр, мирлӗ вăхăтра. Çавăнпа лайăх вӗренӗр, лайăх çын пулăр».
Илья Иванович çын хушшинче хăвна мӗнлерех тытмалли пирки каланисем асăмра юлнă. Вăл вӗрентнисем халăх каларăшӗсемпе пӗр: «Ят ан яр», «Çынна ӗçне кура хаклаççӗ», «Ӗçе вӗренни – кахала вӗренни мар», «Çутçанталăка хисепле». (Паллах, çак ырă шухăшсене вăл И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика училищинче вӗреннӗ чухне ăса хывнă ӗнтӗ). Вӗрентекенӗмӗр тăван тавралăха питӗ юрататчӗ, çӗр ӗçне хисеплетчӗ.  Хăйсен пахчинче тӗрлӗ йывăç çитӗнтеретчӗ. Вăл 1974 çулта пенсие тухсан шкулта ӗçлеме пăрахнăччӗ, пирӗн класс ертӳçи хими учителӗ Вера Степановна Дедушкина пулчӗ. 9-мӗш класра чухне, 1976 çулта, Илья Ивановича тӗлпулăва йыхравларăмăр.  Вăл пире пăхса ытараймасть, ара, эпир вăл шкултан кайнăранпа чылай çитӗннӗ вӗт, класра ачасем те хушăннăччӗ (раккассисем 13-ӗн килнӗччӗ). Хăй калаçнă май аллисене пӗрмай çурăм хыçнелле пытарать. Кайран асăрхарăмăр: пӳрнисем, пӗрмаях тăпрапа ӗçленӗрен, çуркалана-çуркалана кайнă, хуралнă вырăнсем пур. Ак мӗнлеччӗ вӗрентекенӗмӗр – хăй вӗрентнӗ ачасенчен именме пӗлетчӗ.
Илья Иванович пирӗн класс тӗлпулăвӗсене пӗртте сиктермерӗ, чӗннӗ чух яланах пыратчӗ. Юлашкинчен унпа хамăр шкултан вӗренсе тухнăранпа 20 çул çитнине палăртнăччӗ.
Илья Иванович Ольга Гавриловна Артемьевăпа (вăл та И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика училищинче вӗреннӗ, Элшелти шкулта пуçламăш классене пӗлӳ панă) çемье çавăрса тăватă ывăл çитӗнтернӗ. Евгений Ильичпа Владимир Ильич ашшӗ-амăш çулне суйласа педагогсем пулчӗç, тивӗçлӗ канăва кайичченех Элшелти шкулта вӗрентрӗç. Валерий Ильич Çурçӗрте пурăнать. Александр Ильич Ешӗлвар районӗнче «Майский» хуçалăхра вăй хурать.
Илья Иванович пурнăçне лăпкăн, шăв-шавсăр пурăнса ирттерчӗ. Хăй вӗрентсе кăларнă ачасен астăвăмӗнче ырă сăнарлă ӳкерӗнсе юлчӗ.

Василий ЦЫФАРКИН.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Илья Иванович аслă лейтенант, 1945 çул.

Илья Иванович юратнă вӗренекенӗсем хушшинче,   пӗрремӗш ретре сылтăмран виççӗмӗшӗ, 1997 çул.   

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев