Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Варкăшра» Владимир Степановăн çĕнĕ калавне сÿтсе яврĕç

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвӗ иртрĕ. Унта Владимир Степанов çыравçăн «Хĕр пĕркенчĕкĕ» çĕнĕ калавне сÿтсе яврĕç.


Мистикăллă калав тенĕ ăна автор. Юля ятлă хĕрача, вунă çулта çĕре кĕнĕскер, амăшĕн тĕлĕкне килсе хăйне çул çинчи машинăпа пĕркенчĕк (фата) парса яма ыйтать. Пĕртен-пĕр хĕрĕ вилнĕ хыççăн çемье те арканнă. Юля вара ашшĕпе амăшне çак ĕçе пĕрле тума ыйтать. «Хуларан тухсан ытла инçе те каймарăмăр – çулсем хĕресленнĕ çĕре грузовикпа икĕ çăмăл машина çывхарнине куртăмăр... Эпир Тольăпа иксĕмĕр вĕсем патне утрăмăр. Машинăсенчен тухнă çынсем пире сывлăх сунчĕç, «хĕрÿ точкăра» пуç хунă салтака яла илсе кайнине каларĕç».
– Ку вăл паллă истори, Чăваш Республикинче пулса иртнĕ. Пĕркенчĕкне, чăнах та, Чечен вăрçинче вилнĕ каччă урлă парса янă. Ольга Леонидовнăпа (Федоровăпа) кун çинчен çырмалла-ха тесе тахçанах калаçнăччĕ, – каласа пачĕ «Варкăшра» Владимир Васильевич. – Аçа çапни пирки калас пулсан, 2010 çулта Чăваш Республикинче çăвĕпе типĕ çанталăк тăчĕ. Пĕртен-пĕр хут аслатиллĕ çумăр çунă, ун чухне те пулин пĕр хĕрачана аслати çапса вĕлернĕ. Хайлав вĕçĕнче эпĕ Петĕр Яккусен сăввине илсе патăм:
...Сĕм вăрман варринче тăрăхла шур сĕтел,
Ик айккин – тăхлачсем, хăтасем...
...Ку енче – сарăях, ылтăн та хĕвел,
Леш енче авалхи сăнарсем..
. – çак сăвăра поэт хăй курнине çырса панă.
Калавра çыравçă чăваш мифологийĕпе анлă усă курнă, хайлавра тĕл пулакан мифологи сăнарĕсен пĕлтерĕшне те уçса пачĕ çыравçă: сăмахран, лаша – тĕнче тăрăх çÿремелли хатĕр. Çавăнпа калавра карчăк лашапа çÿрет. Тăрна – леш тĕнчерен вĕçсе килекен кайăк, вăл тĕнчесем хушшинче çÿрет. Вилнĕ çын чунĕ, чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, тăрна пулса килет, е ăна кайăк лартса килет. Çавăнпа та чăвашсем тăрнана нихăçан та тĕкĕнмен. Калавра çавăн пекех икĕ пуçлă çĕлен тĕл пулать. Мĕншĕн шăпах икĕ пуçли-ши? Вăл мифологире çĕленсенсен чи анлă сарăлни иккен, тăтăшах тĕл пулать. Çавăн пекех калав вĕçĕнче кас çумăрĕ çăвать. «Кас çумăрĕн тепĕр ячĕ те пур: вилтуй е виле туй çумăрĕ. Ваттисем каласа хăварнă тăрăх, хĕвел пăхнă чух çумăр çунă вăхăтра пулса иртет иккен вăл. Масар çинчисем, леш тĕнчерисем, хĕвеллĕ çумăр айĕнче туй тăваççĕ тет вара».
– Калав вĕçĕнче Юля ашшĕпе амăшĕ каялла пĕрлешнине палăртса хăвартăм, – терĕ В. Степанов.
Тĕлпулăва килнĕ варкăшçăсем хайлав çăмăллăн вуланнине палăртрĕç. Чăваш культурине, йăла-йĕркине тавçăрсах кайман çынна ăна ăнланма йывăртарах пулнине те асăрхаттарчĕç. Г.Л. Никифоров вĕрентекен, А.Д. Хмыт, Р.В. Воробьева, О.М. Австрийская çыравçăсем, Н.Н. Осипов критик ăна пысăк хак пачĕç.
Çитес тĕлпулу 2022 çулхи кăрлач уйăхĕнче иртĕ, ун чухне Владислав Николаевăн «Кăшăлвирус» кĕнекине пăхса тухма палăртнă. Вăл кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнӗ.

Чăваш наци библиотекин пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев