Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Варкăшра» Александр Трофимовăн кӗнекине сӳтсе яврӗç

Кăрлач уйăхӗн 23-мӗшӗнче «Варкăш» литература клубӗн хастарӗсем Александр Трофимовăн «Тепре куриччен!» кăларăмне сӳтсе яврӗç. Вăл Чăваш кӗнеке издательствинче пӗлтӗр кун çути курнă. Унта тӗрлӗ çулсенче çырнă хайлавсем кӗнӗ.

Александр Петровичăн пурнăçӗ шкулпа тата литературăпа тачă çыхăннă. Пухура вăл хăй çинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Педагог-писатель литература ӗçне çамрăклах тытăннă. Студент хаçатне хăйӗн сăввине сӗннӗ, вăл пичетленсе тухни ăна хавхалантарса янă. Кун хыççăн çыру ӗçне тек пăрахман, çине тăрсах статьясемпе очерксем, калавсемпе повеçсем, сăвăсемпе поэмăсем хайлама пикеннӗ. Паянхи кун Александр Трофимов — çирӗме яхăн кӗнеке авторӗ. Тивӗçлӗ канура пулин те, алă усса лармасть, шав çырать, тăван ен, йăх-тымар историне тӗпчет. «Тепре куриччен!» кăларăм Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухни те уншăн — пысăк савăнăç.

«Варкăш» ларăвне Александр Трофимовăн ентешӗсем, вӗренекенӗсемпе юлташӗсем, çыравçăсемпе библиотекарьсем йышлăн пуçтарăнчӗç. Вӗсем писателе 85 çул тултарнă тата хайлав пуххи пичетлесе кăларнă ятпа чун-чӗререн саламларӗç. «Эткер» фольклор ушкăнӗ (ертӳçи — ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Земфира Яковлева) Чутай юррисене шăрантарчӗ, чăваш юрри-кӗвви пурин кăмăлне те çӗклерӗ.

«Тепре куриччен!» кӗнекен редакторӗ Ольга Иванова авторпа килӗштерсе ӗçленине палăртрӗ. «Александр Петровичăн сăнарӗсем темӗн тӗрлӗ йывăрлăхпа тӗл пулаççӗ, анчах пурпӗр авăнса хуçăлмаççӗ, ырра шанма пăрахмаççӗ. Ку произведенисенче ырăлăх çути палăрать. Калавсенче те, повеçре те çыравçă çӗршывăмăр кун-çулӗнчи пӗлтерӗшлӗ самантсене сăнланă. Репресси çулӗсем, колхозсем йӗркеленӗ тапхăр, вăрçă ачисен нуши, вӗрентекенсен кулленхи пурнăçӗ… — çак тата ытти тема çыравçа канăç паманни, алла ручка тытма хистени сисӗнет. Çавăнпа вӗсем вулакана та тыткăнлаççӗ, шухăша яраççӗ», — терӗ Ольга Михайловна.

Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова чи малтан Александр Трофимов çинчен Арсений Тарасов çыравçăран илтнӗ-мӗн, «Тăван Атăлта» унăн хайлавӗпе паллашнă. Çӗнӗ кӗнекене те кăсăклансах вуласа тухнă Ольга Леонидовна. «Тепре куриччен!» повеçе роман шайне те çитерме май пуррине, произведенисенче геройсемшӗн пăшăрханмалли самант чылаййине палăртрӗ.

Людмила Сачкова прозаик кăларăма яланхи пек туллин тишкерчӗ. «Авторăн хăйӗн илемлӗх меслечӗсем пур. Çутçанталăк пулăмӗсене никам пек мар сăнлать, чӗлхи вырнаçуллă, пуян. „Тепре куриччен!“ маншăн — повесть-асаилӳ. Кунта тӗп сăнарăн курăмӗ, ӗçӗ-хӗлӗ тӗпре, ытти геройсен шухăш-кăмăлӗ палăрсах каймасть. Писателӗн хăйне евӗр стилӗ çакăнта та курăнать. Репресси теми темиçе хайлавра та тӗл пулать, вăл автора çывăх пулни туйăнать. Вăрçă ачисен пурнăçне те куç умне тухмалла „ӳкерет“ Александр Петрович. „Тупăшу“ — çăмăл шухăшлă мыскараллă япала. „Сӗрӗмре“ илемлӗ те сăнарлă ӳкерчӗк нумай. „Мыскара“ калав çынна укçа вăйӗ вӗçертменнине кăтартса парать. „Ашак Хăлхи“ хайлавра автор десантниксен паттăрлăхӗ çинчен сăмах хускатнă», — терӗ Людмила Николаевна.

Сăмах май, «Ашак Хăлхи» калава автор пурнăçра чăн пулнă ӗçсене тӗпе хурса çырнă. Хайлаври Çемен çар офицерӗн прототипӗ — Александр Петровичăн ывăлӗ-мӗн. Вăл Дагестан çӗрӗнчи çапăçусене хутшăннă, унта юлташӗсене çухатнă, хăй йывăр аманнă.

Чутай тăрăхӗнчен килнӗ ентешӗсем, вӗренекенӗсем Александр Трофимов çинчен нумай ырă сăмах каларӗç. Мăн Этменти шкулта саккăрмӗш класра вӗренекен Игорь Конячкин юбилярăн «Чутайсем» ятлă сăввине янраттарса вуларӗ. Юлия Васильевна вӗрентекен Александр Петровичăн «Хӳтӗлев çыранӗ» сăввине каларӗ. Ку хайлав тăрăх ачасем хушшинче ӳкерчӗксен конкурсне йӗркеленӗ иккен. Вӗсене те вулавăшра курма май пулчӗ.
Лидия Саринепе Зоя Сывлăмпи çыравçăсем уяв хуçин пултарулăхне пысăка хурса хакларӗç. Лариса Петрова çамрăк сăвăç, А.Трофимовăн ентешӗ, унăн хайлавӗсене «Пирӗн сăмах» район хаçатӗнче вуласах тăнă-мӗн, каярахпа вара хăйӗнпе те паллашнă. «Паянхи тӗлпулура сире тӗрлӗ енчен куртăм: эсир вӗрентекен те, таврапӗлӳçӗ те, куçаруçă та, ăста ташăçă та иккен», — терӗ Лариса хăпартланса.
Тӗлпулу чăннипех те кăмăллă иртрӗ, хăтлава пухăннисене ăшă туйăм, савăк самантсем парнелерӗ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература