Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрман хуçалăхӗн министерстви хӳтӗленекен вăрман территорийӗсенчи ватă йывăçсене касма сӗнет

Раççейӗн вăя кӗнӗ законӗ тăрăх, хальхи вăхăтра уйрăмах хӳтӗленекен участоксенче вăрман ӗçӗсене илсе пыма юрамасть, унта йвăç касма хушмаççӗ. Тутарстанри Вăрман хуçалăхӗн министерстви çак нормăна федераци шайӗнче улăштарасшăн

«Вăрмана пăхса тăмалла, вăл хăйне лайăх туймасть, тӗрлӗрен чир-чӗр сарăлать, пушар тухас хăрушлăх ӳсет. Эпир кунпа килӗшместпӗр. Вăрман мӗнле категорие кӗрсен те, кашни участока вăрманçăн алли çитмелле. Вăрманти кашни участока пăхса-тасатса тăмалла», - тесе пӗлтернӗ журналистсене ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗ Равиль Кузюров ТР Патшалăх Канашӗн Экологи, çутçанталăкпа усă курас, агропромышленоçпа продовольстви политикин комитечӗн Кукморти ларăвӗнче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев