Сувар

Василь Шайхразиев Чӑваш Енре пурӑнакансене Республика кунӗпе саламларӗ

ТР вице-премьерӗ июлӗн 6-мӗшӗнче Аксура иртекен Уявӑн хатӗрленӳ шайӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ

Паян Чӑваш Республикин Кунне уявланӑ чухне Шупашкарти тӗп сцена ҫинчен Михаил Игнатьевпа пӗрле ТР вице-премьерӗ Василь Шайхразиев та саламларӗ пухӑннисене. Ҫакна тӳрӗ эфирта "Чӑваш Ен" НТРК кӑтартрӗ. ЧР Пуҫлӑхӗ хӑйӗн саламне вырӑс чӗлхипе ҫитерчӗ пулсан, Тутар Конгресӗн ертӳҫи малтанхи сӑмахне тутарла каларӗ, унтан тин вырӑс чӗлхи ҫине куҫрӗ. Василь Шайхразиев икӗ республика хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусем экономикӑна аталантарма май пани ҫинчен каларӗ. Вӑл пӗлтӗр Шупашкарта федераллӑ Сабантуй ҫӳллӗ шайра ирттернине асӑнчӗ.

Реклама

Ҫавӑн пекех ТР вице-премьерӗ июлӗн 6-мӗшӗнче Аксура иртекен Уявӑн хатӗрленӳ шайӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ. Вӑл пурне те Тутарстанри чӑвашсен праҫнике килсе курма чӗнчӗ.

Юлашкинчен Василь Шайхразиев ТР Президенчӗн Рустам Миннихановӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: