Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВАСИЛИЙ КЕРВЕН

Василий Кервен (Кошкин) шкулта вӗреннӗ чухнех пичетленме пуçланă. Тӗрлӗ çулта «Пионер сасси» хаçатра, «Хатӗр пул», «Çилçунат», «Тăван Атăл» журналсенче, Чăваш писательсен союзӗнче литконсультантра ӗçленӗ. Вун пилӗк çул ытла Шупашкарти коопераци институчӗн доценчӗ пулнă, студентсен литература пӗрлешӗвне те ертсе пынă. В.Г.Кервен – Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Трубина Мархви ячӗллӗ преми лауреачӗ, поэт, прозаик, критик, куçаруçă, журналист

Василий Кервен (Кошкин) шкулта вӗреннӗ чухнех пичетленме пуçланă. Тӗрлӗ çулта «Пионер сасси» хаçатра, «Хатӗр пул», «Çилçунат», «Тăван Атăл» журналсенче, Чăваш писательсен союзӗнче литконсультантра ӗçленӗ. Вун пилӗк çул ытла Шупашкарти коопераци институчӗн доценчӗ пулнă, студентсен литература пӗрлешӗвне те ертсе пынă. В.Г.Кервен – Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Трубина Мархви ячӗллӗ преми лауреачӗ, поэт, прозаик, критик, куçаруçă, журналист. Литературăри çитӗнӳсемшӗн ăна РСФСР Писательсен союзӗн Хисеп хучӗпе чысланă. Паллăрах кӗнекисем: «Туйăм», «Хӗври хӗвел», «Çынсем», «Асамлă мăлатук», «Ăс парать саспалли», «Асамлă алăксем», «Аслати чечекӗ».
– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Илемлӗ литература вăл – пурнăçăн тупсăмне шырани. Ырăлăха, çынлăха туйтарса этем чунне пархатарлăх кӳресси.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Пурнăç. Çут тӗнче илемӗ. Çынсем пӗр-пӗрне ăнланманни. Пӗртанлăх çукки, уншăн çине тăманни.
– Юратнă поэт, прозаик.
– А.С.Пушкин, М.Ю.Лермонтов, Ф.И.Тютчев, Петӗр Хусанкай,   Л.Н.Толстой, И.С.Тургенев, А.П.Чехов, Ги де Мопассан, Эмиль Золя…
Чăваш поэзийӗ юлашки вăхăтра япăх­ланни пăшăрхантарать. «Тăван Атăл» журналта юлашки çулсенче тухнă ярăмсенчен (поэмăсенчен) чылайăшӗ çавна çирӗплетет. Çыракансем хушшинче çамрăк арçынсем çукпа пӗреххи пирӗн халăх хавшанине пӗлтерет. Вырăссен хушшинче шай улшăнман. Ытти респуб­ликăсенче те яш-кӗрӗм илемлӗ литературăран писмен.
– Юратнă кӗнеке.
– Вӗсем нумай. А.П.Чеховăн «Ванька» калавне вуламассерен куççуль тухать.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Петӗр Хусанкая, Юрий Айташа сăввăмсене кăтартнă пулăттăм. Пӗри мана ача чухнех тӗл пулса тăнланă май поэзи мӗнне лайăх туйтарнă, тепри начар çырма юраманнине астутарсах тăнă.
– Пурнăç девизӗ.
– Начар сăвăсене чун ан чăттăр! Çавна курах эпӗ «Тăван Атăл» журналта юлашки çулсенче тухнă «сăвă-поэмăсене» уççăнах питлерӗм. Мана çавăншăн хăйсен тăшманӗ вырăнне хуракансем те тупăнчӗç. Василий Кервене сăмах памалла мар тесе радиона, телевидение шăнкăравлама именменнисем те пулнă.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Эпир час-часах Николай Исмуковпа канашлатпăр, мӗн килӗшнипе килӗшменнине пӗр-пӗринчен пытармастпăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев