Сувар

Васкакан ҫынсене хӑвӑрт интернет кирлӗ, васкаманнисене те

Ҫитес ҫул Тутарстанра Цифровизаци ҫулталӑкӗ пулать

Республикӑри цифра технологийӗсен министрӗ Айрат Хайруллин сӑмахӗсемпе, пурнӑҫа кӗрсе пыракан ҫӗнӗлӗхсем ҫынсен тата бизнесӑн йывӑрлӑхӗсене татса пама пулӑшмалла.

Ҫакна валли инфраструктура тата кадрсем кирлӗ. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра  IT-cферӑри профессисем чи чаплисем шутланаҫҫӗ.
Кӑҫал Тутарстанри 50-100 ҫын пурӑнакан 305 яла оптика каналӗллӗ линипе ҫыхӑнтартӑмӑр.
Юлашки 3 ҫул хушшинче 3500 ытла учрежденире, шкулта, техникумра 1710 фельдшерпа акушер пунктӗнче оптикӑлла ҫыхӑну каналӗ йӗркеленӗ.
Нумай тунӑ, ҫапах ӗҫлемелли пур-ха. Тутарстанра 3087 ял. Нумайӑшӗнче 3G, 4G ҫыхӑну пур тата «оптика». 1335 ялта  3G, 4G интернет ҫук, вӗсенче телефонпа шӑнкӑравлама ҫеҫ пулать. Ҫак ялсенче Тутарстан ҫыннисен 5,5% пурӑнать, ку вӑл 200 пине яхӑн ҫын. Анчах пӗчӗк ялсене ҫыхӑнупа тивӗҫтересси операторсемшӗн пайталлӑ мар. Пӗр вышка лартма вӑтамран илсен 2 миллион та 700 пин тенкӗ кирлӗ.
Ҫитес ҫул 61 яла 4G ҫыхӑну ҫитет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: