Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ватӑ асанне каласа панинчен

Анне никрут юрри юрлакан яшсем ларнă урапа хыççăн чылай утрӗ. Эпир ăна чарасшăн пултăмăр, вăл çаплах утрӗ те утрӗ

Пирӗн ватă асанне, Екатерина Григорьевна Цыфаркина, Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче пурăнатчӗ. Хӗл каçма ăна кукаçей Чăваш Ене Вăрмара илсе килетчӗ. Ун чухне эпир ăна, хуларан килмессерен, кураттăмăр. Хăй питӗ ватă пулин те (90 çулта) асанне ачалăхне те, çамрăклăхне те питӗ аван астăватчӗ. Юрăсем нумай пӗлетчӗ. Хăй тавра пире, кӗçӗн мăнукӗсене, пухатчӗ те юрлатчӗ вара: юррисем питӗ хурлăхлăччӗ, юрланă майăн вăл куççульне пӗрмаях шăлатчӗ.

Асанне вырăнӗ патӗнче, стена çинче, тăватă сăнӳкерчӗк вырнаçтарнăччӗ. Унта сăнланнă çынсем пурте салтак тумӗпеччӗ. Вӗсем асаннен çывăх тăванӗсем пулнă.

Пӗррехинче асанне пире хăй патне чӗнчӗ те ачалăхӗ çинчен каласа пачӗ: «Эпӗ сирӗн пек ача чухне пирӗн çӗршыв çине нимӗç вăрçăпа тапăнчӗ. Çав куна питӗ лайăх астăватăп. 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче, вырсарникун, Акатуя пуçтарăнтăмăр. Чăтăмсăррăн кӗтеттӗмӗр çак уява. Тăванăмăрсемпе курнăçни хăйех праçник вӗт. Пирӗн ратне пысăк – элшелсем, раккассисем, кивӗмертлӗсем, чăвашкиштексем… Чылайранпа тӗл пулман, курман тантăшсемпе пуçтарăнаттăмăр, выляттăмăр, ăмăртусенче тупăшаттăмăр.
Атте, анне, Галя аппа, Ваççа тете, Куля шăллăм тата эпӗ уява пуçтарăнтăмăр. Михайла тете салтакра. Пирӗн велосипед пурччӗ. Атте мана хыçалти ларкăч çине лартрӗ те эпир Акатуйне вӗçтертӗмӗр. Акатуй хӗрсе пынă вăхăтра уява чарчӗç. Трибуна çинчен район центрӗнчен Шемӗршелтен килсе çитнӗ пӗр хӗрарăм рупорпа усă курса вăрçă пуçланни çинчен пӗлтерчӗ: Германи пирӗн çӗршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кӗнӗ. Çавăнтах камăн-камăн çар комиссариатне çитмеллине пӗлтерчӗç: эппин вӗсен ыранах вăрçа тухса каймалла. Çапла вӗçленчӗ савăнăçлă уяв. Пуçа усса, хурлăхлăн килсене салантăмăр. Темиçе кунранах Михайла тетене, Çӗпӗрте салтакра тăраканскере, фронта ăсатнине пӗлтӗмӗр. Çырăвӗнче вăл хăйсене Смоленск таврашне янине пӗлтернӗччӗ. Унран урăх нимле хыпар та пулмарӗ.
Пирӗн пысăк ял пушанса юлчӗ: арçынсене вăрçа ăсатрăмăр, тӗреклӗ, вăйлă лашасене те илсе кайрӗç. Колхоз ӗçӗ яла юлнă ватăсем, хӗрарăмсем, ача-пăча çине тиенчӗ. Тырпула пухса кӗртме кашни çемьенех лаптăксем уйăрса пачӗç. Пире 6 йăран тиврӗ. Алăран шăллă çурла кайман. Ирех тăраттăмăр та ӗçе васкаттăмăр, каçченех тăрмăшаттăмăр. Уйра пӗр пучах та хăварман. Хамăр та тăрăшнă, паллах, бригадир тимлӗ тӗрӗслесе тăни те тăрăшса, тирпейлӗ ӗçлеме хистенӗ.
Тырпула фронт валли ăсататтăмăр. Хамăра юлман та темелле. Çавăнпа выçăллă-тутăллă пурăннă. Ӗç кунӗшӗн пӗр курка çăнăх паратчӗç. Çăвӗпех çиме юрăхлă курăк, мăйăр, йӗкел пухаттăмăр. Вӗсене типӗтсе ал арманӗпе авăртаттăмăр, çӗрулми крахмалӗпе (ăна шăн çӗр çинче е çуркунне пуçтарнă) хутăштарса пашалу пӗçереттӗмӗр. Унран тутлă апат пулман вăрçă çулӗсенче. Хӗлле уроксем хыççăн кӗл, хур-чăх каяшне пухса колхоза леçеттӗмӗр – вӗсем паха удобрени шутланнă. Каçсерен çăм чăлха, виç пӳрнеллӗ перчетке çыхаттăмăр, махорка валли енчӗк çӗлеттӗмӗр. Вӗсене посылка туса вăрçăри салтаксем патне ярса параттăмăр. «Çӗнтерӳшӗн!» тесе çыраттăмăр е çыру хураттăмăр.
Хӗлле аннене окопсем, хӳтӗлев сооруженийӗсем чавма илсе кайрӗç. Вӗсем Пăрăнтăк ялӗ патӗнче ӗçленӗ, унтах пурăннă, мӗншӗн тесен ӗç кунӗ 10-12 сехете тăсăлнă. Декабрь, январь уйăхӗсем питӗ сивӗ тăчӗç. Атте колхозра тăрăшатчӗ, эпӗ Куля шăллăмпа килти хуçалăха пăхаттăм. Пирӗн ӗне, сурăхсем, чăх-чӗп пурччӗ. Патшалăха тӗрлӗ налук тӳлемеллеччӗ, «çар заемӗ» тенине çырăнмаллаччӗ. Вăрçă валли тесе килсерен хаклă япаласем пуçтарма тытăнчӗç. Анне чăваш хӗрарăмӗн хаклă çипуçне – хушпăвне – фронт фондне хыврӗ.
1942 çулта аттене çара кайма повестка пачӗç. Эпир хуйха ӳкрӗмӗр. Пирӗн атте граждан вăрçинче çапăçнă вӗт, вăл 49 çула çитнӗ ӗнтӗ, 5 ача ашшӗ. Анне куççульпех йӗрет. Ăсатнă вăхăтра вăл: «Эпӗ те санпа пыратăп, çапăçма пыратăп», – тесе ӗсӗклерӗ. Çавăн пек хурланупа аттене тата ытти арçынсене укăлча хапхи таранах ăсатрăмăр. Вӗсем лав çине ларчӗç те Шемӗршел еннелле кайрӗç. Ун чухне чукун çул çукчӗ-ха. Аттене урăх кураймарăмăр. Фронтран вăл пӗртен-пӗр çыру янăччӗ. Анне вулама пӗлместчӗ, çавăнпа атте çырăвне черетпе вуларăмăр. 1943 çулхи çулла çар комиссариатӗнчен хыпар илтӗмӗр. Унта пирӗн атте, Григорий Иванович Скворцов, пӗр çапăçура хыпарсăр çухалнă тесе пӗлтернӗччӗ. Куççульлӗ, çывăрман каçсем мӗн чухлӗ пулчӗç-ши?! Анне пушар каланчинче дежурствăра тăратчӗ, унăн хуйхи-суйхине çăмăллатас тесе эпир ăна каçсерен улăштараттăмăр.
1942 çулта вăтам шкултан вӗренсе тухнă Галя аппана та çара илчӗç. Вăл Хусанта тăнă чухне киле çырусем тăтăшах яратчӗ. Кайран вӗсене те фронта илсе кайнă. 1943 çулта Ваççа тете шкултан вӗренсе тухрӗ. Ăна та салтака кайма повестка пачӗç. 1925 çулта çуралнă çамрăксем чылайăнччӗ – вӗсене ял-йышпа вăрçа ăсатрăмăр. Анне питӗ хурланчӗ – ара, вăл тăваттăмӗшне ăсатать-çке! Атте çухалчӗ, Михайла тетерен пӗр хыпар та çук, 18-ти Галя аппа салтак тумӗ тăхăнчӗ. Халӗ, акă, Ваççа тетене çара ăсататпăр. Вăл пысăках мар кӗлеткеллӗ, начарккаскер – мӗнлерех пулӗ ăна фронтра? Чăтайӗ-ши?!
Анне никрут юрри юрлакан яшсем ларнă урапа хыççăн чылай утрӗ. Эпир ăна чарасшăн пултăмăр, вăл çаплах утрӗ те утрӗ. Кайран тусанлă çул çине ӳкрӗ те татăлса йӗрсе ячӗ.
Эпӗ Михайла тете пек тухтăра вӗренесшӗнччӗ. Çынсене йывăр вăхăтра пулăшас, чиртен сыватас килетчӗ. Анчах вăрçă манăн ӗмӗте йăлтах таптаса тăкрӗ. Анне кăнтăрла колхоз хирӗнче ӗçлетчӗ, каçпа пушар каланчинче тăрăшатчӗ. Килти ӗçсем йăлтах пирӗн çине тиенчӗç. Эпӗ Пăвари медучилищӗне вӗренме кӗрес тесе ăшталанса çӳренӗ чухне Куля шăллăм мăкăртатма тытăнчӗ: «Эпӗ те ăçта та пулин тухса каятăп, кунта пӗччен мӗнле ӗлкӗрес?» – тет. Çапла вара вӗренӳ пирки манма тиврӗ.
1944 çулта Михайла тетерен çыру илтӗмӗр. Вăл сывах, Белоруссире партизан пулнă, унтан фашистсене хăваласа кăларнă хыççăн хăйӗн ӗçӗпех тăрăшать-мӗн. Галя аппаран та, Ваççа тетерен те çырусем килетчӗç. Эппин, вӗсем сывах.
Çӗнтерӳ кунне те питӗ лайăх астăватăп. Эпир хирте ӗçлеттӗмӗр, çӗрулми лартма çӗр чаваттăмăр. Бригадир чупса çитрӗ те: «Çӗнтерӳ! Çӗнтерӳ! Эпир çӗнтертӗмӗр! Урра!» – тесе кăшкăрчӗ. Эпир ним тума пӗлместпӗр. Сикетпӗр, кăшкăратпăр. Пурин куçӗнче те куççуль – камăн савăнăç куççулӗ, камăн хурлăх куççулӗ... Эпир аттене çухатрăмăр, телейлӗ ачалăх мӗн иккенне пӗлмерӗмӗр, ир çитӗнтӗмӗр. Юрать, вăрçăра çӳренӗ тăванăмăрсем чӗрӗ-сывă. Эпир вӗсене кӗтетпӗр, кӗтетпӗр…
Патшалăх пирӗн ӗçе хакласа «1941 – 1945 çулсенче Тăван çӗршывăн​ Аслă вăрçи вăхăтӗнче хастар ӗçленӗшӗн» медальпе наградăларӗ...»
Паян ват асанне пирӗн çумра çук ӗнтӗ. Çапах та вăл каласа панисене эпир нихăçан та манас çук.
Юлия ЛАВРЕНТЬЕВА,
8-мӗш класс вӗренекенӗ.
Шупашкар хулинчи 60-мӗш шкул.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксенче:
1) мăн асатте Григорий Иванович Скворцов, 1943 çулта вăрçăра пуç хунă; 2) Михаил Григорьевич Скворцов – партизан пулнă, вăрçă хыççăн Хусанти больницăра хирург пулса ӗçленӗ;​ ​ ​
3) Галина Григорьевна Скворцова – вăрçăра зенитчица пулнă, Мускава хӳтӗленӗ, Кенигсберга çитнӗ. Вăрçă хыççăн Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнче учительте ӗçленӗ;
4) Василий Григорьевич Скворцов – вăрçăра пограничник пулнă,​ Европăри çӗршывсене ирӗке кăларма хутшăннă, кайран Элшелӗнче колхозра ӗçленӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев