Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăт сана «чăваш» концерчӗ!!!

Московскийӗн «Ҫӑка патакне» хӑҫантанпа Лекеров юрлать? Е Московский хӑй ирӗк панӑ-и? Апла пулсан та, ку мӗнле мода тата? Нивушлӗ ҫав тарачченех кризис вара пирӗн эстрадӑра?..

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алёшкин-Саплӑк ялӗнче иртнӗ Сергей Лекеров (тата Адюковпа темӗнле Павлов) концерчӗ пирки каласа парам.Каҫарӑр та, концерт мар ку, укҫа сӗпӗрсе ҫӳрени кӑна, 100%!!! Ташлас текен ҫамрӑксене нумай кирлӗ мар, паллах, хӑть те мӗнле тринкки-тринкки пулсан та каять. Ҫапах та, «по существу», мӗнле каламалла.

1. Юрланӑ юрӑсенчен ҪУРРИ ЫТЛА (!!!) хӑйсен юррисем мар.

- Адюков Шатунов юррисене, Кореяри «Гангнам-стайл» юрра юрласа пачӗ.
- Лекеровпа Павлов Кавказ юррисене «ишрӗҫ». Вот сире «чӑваш ☝️концерчӗ».
- Московскийӗн «Ҫӑка патакне» хӑҫантанпа Лекеров юрлать? Е Московский хӑй ирӗк панӑ-и? Апла пулсан та, ку мӗнле мода тата? Нивушлӗ ҫав тарачченех кризис вара пирӗн эстрадӑра?..

2. Фонограмма. Хушӑран хушӑ паллӑччӗ.

3. Нимӗнле программа та ҫук: калаҫу, шӳтлени т.ыт.те. Кашни 2 юрӑ юрлать те  «Сирӗн умӑрта...» тет те ҫухалать.

4. Пӗлтӗрхи Алексей Алексеев юррисене кӑҫал Павлов юрлать. Пӗрремӗшне пӗлтӗр чӑвашла калаҫманшӑн критикленӗ пулсан та хӑть лайӑх юрлатчӗ, итлеме кӑмӑллӑччӗ. Павлов шайӗ вара... Ун пек кӑна хам та юрлаятӑп.

5. Аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем валли НИМӖН ТЕ ҫукчӗ. Нивушлӗ Адюков пӗр-икӗ чуна пырса тивекен юррине юрлаймастчӗ ӗнтӗ?

Вăт ҫапла, тӑвансем! Ҫухӑра-ҫухӑра ташлакан ҫамрӑксене курса савӑнтӑр пуль-ха эсир, артистсем, ҫапах та вӗсен хыҫӗнче тата пӗр зал ҫын ларнине манса кайнӑ эсир. Ҫавӑнпа ҫынсем «тата килӗпин»  тее-тее тухса кайнӑ. Ҫынсене ҪАВ ТӖРЛӖ УХМАХ вырӑнне хуни тӗлӗнтерет, ҫиллентерет те. Тепӗр ҫул эп те сирӗн концертӑра пымастӑп. Лайӑххи пирки те каламаллаччӗ пуль те, анчах та ним ҫырмалли те ҫук.

Киремет. (Редакцирен: вулакан çырăвӗн стильне улăштарман). К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская эстрада