Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ват спортсмен допинг ҫӑтмасть

Ҫамрӑк чухне спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тӳнӑ ҫӑмӑлатлетсемшӗн ку ӑмӑртусем шкултан вӗренсе тухнисен тӗлпулу уявӗ евӗр

Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланиччен Мускавра ветерансем вӑй виҫрӗҫ. Июлӗн 19-21-мӗшӗсенче унта 35 ҫултан иртнӗ спортсменсем вӑй виҫнӗ. 400 метра чупассипе Тутарстан чысне Пӑва районӗнчи Рункӑра ҫуралса ӳснӗ Алексей Сунейкин хӳтӗленӗ. Дистанцие 54,87 ҫекунтра иртсе вӑл хӑйпе пӗр ҫултисен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 

Турнирта мӗнле пулсан та ҫӗнтерес ӑнтӑлу, пур пулсан та, малта мар. Ҫамрӑк чухне спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тӳнӑ ҫӑмӑлатлетсемшӗн ку ӑмӑртусем шкултан вӗренсе тухнисен тӗлпулу уявӗ евӗр. Ҫавӑнпа та вӑя ӳстерекен препаратсем ӗҫсе ҫитӗнӳ кӑтартасси приоритетра мар. Спринтерсенчен нумайӑшӗ тренер пулса ӗҫлеҫҫӗ, кам футбол вылять, кам бизнесмен. Ҫапах, мӗн чухлӗ вӑхӑт иртсе те вӗсем пысӑк спортпа сывпулашма васкаманни хисепе тивӗҫ. 

А. Сунейкин инстаграмӗнчи тата ЧР Спорт министерствин пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев