Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăтанакан чăвашсем интернет-çыравра хăйсем камне çырӗç-ши?

Çырав репетицине электронлă майпа хутшăннă çынсен 95 проценчӗ интернет-услугăна лайăх тесе хакланă.

Перепиçӗн электронлă листа этем хăйӗн даннăйӗсене çеç мар, мăшăрӗпе ачисенне те кӗртеет.

2020 çулта Пӗтӗмраççейри халăх çыравне ирттернӗ чухне информацие пухас меслете улăштараççӗ. Переписчиксене киле кӗртмесӗрех çырав кампанине хутшăнма пулать. Çакăн çинчен нумай пулмасть ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра Тутарстанстат ертӳçи Наталья Гатауллина пӗлтернӗ.

Чиновник сăмахӗпе интернет-çырав технологине 2018 çулта тӗрӗслесе пăхнă. Ун чухне çак меслетпе пӗр вырăнта çынсене шута илме тытăннă пулнă. Халăха çак меслет килӗшнӗ. Çырав репетицине электронлă майпа хутшăннă çынсен 95 проценчӗ услугăна лайăх тесе хакланă.
Çитес çул интеренет-перепись октябрӗн 1-25-мӗшӗсенче иртӗ. Н.Гатауллина сăмахӗпе, унта ЕСИА-ра (Единая система идентификации и аунтентификации) учет записӗллӗ кашни çын хутшăнаять.
Патшалăх çăмăллăхӗсен порталӗнче (Госуслуги)  «Пройти перепись населения» категорие суйласа илмелле çеç.
Интернет-перепиçе МФЦ-сенче те хутшăнма май пулӗ. Ăна йӗркелени – çуран çӳрекен çыравçăсем пулмассине пӗлтермест. Ӗлӗкхилле кил тăрăх информаци пуçтаракансем те çитӗç çынсем патне.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев