Вăтăр Юман Киреметре тăван чӗлхене питӗ юратаççӗ
Февралӗн 21-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет шкулӗнче Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунне халалланă класс тулашӗнчи мероприяти иртрӗ. Унта 2 — 11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшăнчӗç.
2 — 5-мӗш классенче вӗренекенсем чăваш поэчӗсен тăван чӗлхене халалланă сăввисене хавхаланса каларӗç. Софья Скворцова «Пукане», Ольга Дютина «Тăван ялăм» юрăсене юрласа пачӗç. 6 — 8-мӗш классенче вӗренекенсем «Асамат кӗперӗ» тата «Савăнăç» юрăсемпе савăнтарчӗç. 10-мӗш класра вӗренекен Антон Рабин Çеçпӗл Мишшин «Чăваш чӗлхи» сăввине чуна тивмелле каларӗ.
Мероприяти питӗ кăмăллă иртрӗ. Пире Ольга Петровна Ефремова завуч тата кӗçӗн классене вӗрентекенсем тӗрев пачӗç. Ман шутпа, çакнашкал мероприятисем ирттерни ачасене тӗрлӗ халăхсен чӗлхине, культурине тата йăли-йӗркине хисеплеме, юратма вӗрентет.
Лидия ДЮТИНА,
вӗрентекен.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев