Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ватлăха парăнман пенсионерсем

Сиплӗ курăксенчен чей вӗретсе ӗçесси – Григорьевсен çемйинче ритуал шайӗнчех

Иванпа Галина Григорьевсем пӗрле 50 çула яхăн пурăнаççӗ. Вӗсем Васильевка ялне, кил хуçин тӗп вырăнне куçни 9-мӗш çул кăна-ха. Пахчара улмуççисемпе груша йывăççисем çамрăк-ха.
Унччен Аксура пурăннă, унччен Çырчаллинче. Çӗршыври улшăнусем шав куçаркаланă вӗсене. Тăван кил вырăнӗнче çӗнӗрен йăва çаврăсан тин чӗри вырăнне ларнă ахăр Иванăн.
– Кунта никам та пурăнмастчӗ, юхăнма та пуçланă хуралтăсем. Килтӗм те кивӗ кил вырăнне йӗркене кӗртес тесе, пăхатăп – ун ăшӗнче чӗкеçсем йăва туса чӗпӗ кăларнă, – тет Иван Терентьевич. – Салатмарăм. Юсава пӗр уйăхран кăна, чӗкеç чӗпписене вӗçтерсен кăна пикентӗм.
Чӗкеçсем валли халь пӳрт тăррин кӗтессинче йăвалăх вырăн туса панă. Кайăксем унтан сăнаççӗ кил-йыш пурнăçӗ çине.
– Эпӗ кондитерта ӗçлеттӗм, упăшка Çырчаллинчи двигательсем тăвакан заводра, – аса илет Галина Ивановна. – Завод 1993 çулта çунса кайсан ӗçпе йывăрлăхсем пулчӗç. Çапла эпир 1995 çулта Аксăва куçса килтӗмӗр. Унта пурăнсан-пурăнсан, хваттере ачасене хăварса хамăр ялах куçрăмăр. Халӗ пахчапа кӗрмешсе пурăнатпăр.
Иван Григорьев ашшӗ пекех столяр ăсталăхне туптать. Йывăçран чӳрече рамисем, турăш хумаллисем, ытти хатӗр-хӗтӗр тăвать. Çывăхри вăрмана кайса килни вара уншăн – чи савăнăçлă самант. Ачалăх çакăнта иртнӗ-çке! Кашни мăшăр хушшинче иккӗшне те килӗшекен япала сахал мар. Сиплӗ курăксенчен чей вӗретсе ӗçесси – Григорьевсен çемйинче ритуал шайӗнчех. Кирлӗ пулсан çăка чечекӗпе, кирлӗ-тӗк, мартюшкепе тата палан çырлипе.  
Çапларах ӗмӗр ирттереççӗ ватăлма васкаман пенсионерсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев