Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ватӑсем килте ларсан аванрах

Волонтер штабӗсене Тутарстанри кашни районра уҫнӑ

Рустам Минниханов ватӑ ҫынсене волонтёрсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма сӗннӗ
Волонтер штабӗсене республикӑн кашни муниципаллӑ районӗнче йӗркеленӗ, вӗсем тӗп штабпа тӑтӑш ҫыхӑнура.
Минниханов волнтерсемпе тӗлпулса вӗсене ытти ҫынсене килӗсенче хӑрушсӑрлӑхра пулма май парса ятарлӑ санитарипе эпидемиологи режимӗнче ӗҫлеме килӗшнӗшӗн тав тунӑ.
"Сӳрӗк мар ҫынсен пулӑшӑвӗ яланах пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑмах паян!" – тенӗ Рустам Минниханов Пӗтӗмраҫҫейри халӑх фрончӗн доброволецӗсемпе тӗлпулнӑ вӑхӑтра.
Тутарстан Президенчӗ аслӑ ӑрури ҫынсене тата коронавирус лару-тӑрӑвне пула йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ҫынсене килте юлса волонтёрсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма чӗнсе каланӑ.
Тутарстанри волонтёрсен ӗҫне доброволецсен информаципе ресурс центрӗ координацилет. Волонтер штабӗсене Тутарстанри кашни районра уҫнӑ.
Раҫҫейри пӗр-пӗрне пулӑшас #МыВместе акципе килӗшӳллӗн республикӑра 3,2 пин ҫынран тӑракан волонтерсен командине йӗркеленӗ.
Хӗрӳ лини (8 800 200 3411) телефонӗпе продуктсем, эмелсем, кушак е йытӑ апачӗ туянма ыйтса шӑнкӑравлаҫҫӗ. Шӑнкӑравсене "Волонтеры-медики" юхӑмӑн регионри уйрӑмне кӗрекенсем те йышӑнаҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев