Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВӖÇЕН КАЙĂКСЕН ШУЧӖ ӲСЕССЕ ШАНАТПĂР

Куллен вӗçсе килекен çак 52 вӗçен кайăк мăшăр тупса 3-5-шер чӗп кăларсан кӗркунне енне вӗсен йышӗ 104 штука (26 мăшăрăн вăтамран 4 чӗп) ӳсессе шанатпăр. Çакăн пек ӳсӗм пулнине шута илсе шкул ачисем кăçал сырăшсене шкул территорине вӗренӳ çулӗ пуçлансанах çакма йышăнчӗç.

Лайăш районӗнчи Аслă Кабан шкулӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле пӗлтӗр хӗл пуçламăшӗнче шкул территорийӗнче хӗллехи кайăксене апатлантарассине йӗркеленӗччӗ. Çуркунне çитнӗ май ӗçе пӗтӗмлетрӗмӗр.

Сырăшсем çакнă пирвайхи кунсенче (декабрӗн 3-мӗшӗнче) пурӗ те виçӗ çерçипе пӗр кăсăя кăна вӗçсе килчӗç, декабрӗн 20-мӗшӗнче вара шучӗ 18-ра (12 çерçипе 6 кăсăя) çитрӗ. Çапла майпа пирӗн «столовăя» вӗçсе килекенсем йышланса кăна пычӗç. 2022 çулхи январӗн 4-мӗшӗнче 2 уйăп, январӗн 8-мӗшӗнче 3 пилеш кайăк (дрозд) килнине те асăрхарăмăр. Январӗн 9-мӗшӗнче сырăшсем патнелле çывхарнă май çывăхри çӳллӗ хурăн çинче пирӗн яла хальччен питех килмен симӗс кайăксем (зеленушки) ларнине куртăм. Вăл çерçирен пӗчӗкрех кайăк, кӗске те çирӗп ураллă, вăрăмах мар хӳреллӗ. Кӗлеткин çӳлти пайӗ сарăрах симӗс, аялти пайӗ сăрăрах шурă тӗслӗ. Çав кунран тытăнса симӗс кайăксем пирӗн яланхи хăнасем пулчӗç. 

Январӗн 9–12-мӗшӗсенче шкул территорийӗсенчи сырăшсем патне апатланма куллен 52-шер вӗçен кайăк вӗçсе килнине шута илтӗм. Вӗсенчен 26-шӗ çерçи, 7-шӗ симӗс кайăк, 14-шӗ кăсăя, 3-шӗ пилеш кайăк, 2-шӗ уйăп. Вӗçен кайăксене эпир куллен апатлантартăмăр, пӗтӗмпе 19 килограмм комбикорм, 4,5 килограмм – тулă, 4,2 килограмм – урпа, 2 килограмм вир кӗрписем, тулă 9 килограмм, 6 килограмм хӗвелçаврăнăш, 0,75 килограмм кавăн вăрри, 3,5 килограмм пилеш, 3 килограмм шурă çăкăр, 1,5 килограмм чăрăш йӗкелӗ тата 0,75 килограмм тăварсăр сало кайрӗ.

Вӗçен кайăксене апатлантарма ытларах 2-3-мӗш класс ачисем (2 «б» класри Карим, Тимур, Амина; 3 «б» класри Шамиль, Алия, Карина, Раиса; 3 «а» класри Тимур, Дамир, Раяз, Ранель, Амиля) пулăшрӗç. Лариса Борисовна Афанасьева вӗçен кайăксем валли кашни ир апат илсе килчӗ пулсан, Гульсина Фагимовна Нигматзянова вӗçен кайăксене апатлантарас тата çак ӗçе шкул ачисене явăçтарас ӗçе илсе пычӗ.

Эпӗ вӗçен кайăксене мӗнле апатлантарнине куллен сăнаса, миçе вӗçен кайăк вӗçсе килнине шута илсе пытăм. Анчах та мӗнле апатлантарсан та çутçанталăк хăй ӗçне тăватех, март уйăхӗн пуçламăшӗнче пирӗн «столовăйра» апатланакан вӗçен кайăксен шучӗ чакрӗ. Чăн малтан, мартăн 9-мӗшӗнче, симӗс кайăксем çухалчӗç. Вӗсем хыççăн «чив-чив-чив» тесе юрлакан кăсăясем вăрмансене саланчӗç. Çерçисем те йăва çавăрмашкăн урăх вырăнсене куçса кайрӗç. Çапла майпа апрелӗн 10-мӗшӗ тӗлне апат расхучӗ сисӗнмеллех чакрӗ пирӗн. 

Çапах та куллен вӗçсе килекен çак 52 вӗçен кайăк мăшăр тупса 3-5-шер чӗп кăларсан кӗркунне енне вӗсен йышӗ 104 штука (26 мăшăрăн вăтамран 4 чӗп) ӳсессе шанатпăр. Çакăн пек ӳсӗм пулнине шута илсе шкул ачисем кăçал сырăшсене шкул территорине вӗренӳ çулӗ пуçлансанах çакма йышăнчӗç. 

(Альберт КОЛЬЦОВ.Лайăш районӗ, Аслă Кабан ялӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество