ВӖÇЛЕЙМЕН ЮРĂСЕМ
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă çамрăк авторсен сăввисем
Елизар Федорович Абакшин (1918 – 1943) Октябрьски (халӗ Нурлат) районӗнчи Ӗнекассинче 1918 çулхи декабрӗн 22-мӗшӗнче çуралнă. 1936 çулта Аксу педтехникумӗнчен вӗренсе тухса Шупашкар пединститутне кӗнӗ. 1939 çулта çара илнӗ. Вăрçăн малтанхи кунӗсенченех фронтра пулнă. 1943 çулта пӗр хаяр çапăçура пуç хунă. Ăна Ленинград облаçӗнчи Старорусски районӗнчи Ясная Поляна ялӗ çывăхӗнче пытарнă.Сăввисем 1935 – 1938 çулсенче район тата республика хаçачӗсенче, «Сунтал», «Хатӗр пул» журналсенче пичетленнӗ.
САНА САВАТĂП ЭПӖ
Ма пытарас – сана саватăп эпӗ,
Саватăп кăн-кăвак куçусене.
Вăл куçсене ялан аса илетӗп,
Аса илетӗп ăшă каçсене.
Эс ман умра. Пӗвӳ сан – йăрăс хурăн,
Кăкăр çинче çунать сан КИМ палли.
Пӗлместӗн пулӗ эс – мӗн чухлӗ çепӗç юрă
Çырса эп кӗвӗлетӗп сан валли.
Вуларăм çыруна. «Пурнăç хаваслă пирӗн!» –
Тесе çыратăн эсӗ çырура.
Чăнах, савниçӗм, пурнăç савăк, ирӗк
Халь пур çӗрте те пирӗн çӗршывра.
Эп вӗренеп. Халь пирӗншӗн çул уçă.
Ан тат ман ӗмӗте, час пырăп эп яла.
Пӗлтӗрхи пек каллех çунса хăпарӗ шуçăм,
Садра калаçăпăр каллех ак санпала.
Ма пытарас – сана саватăп эпӗ,
Саватăп кăн-кăвак чечек пек куçсене.
Тем чухлӗ сăвăсем эп саншăн кӗвӗлетӗп
Аса илсен чечен лӗп каçсене.
1938 çул.
Григорий Гаврилович Калинин (1903 – 1941)
Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче çуралнă. Ял шкулӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ çӗрте ӗçленӗ, рабочи, счетовод, «Книготорг» директорӗ пулнă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах фронта тухса кайнă, хыпарсăр çухалнă.
Вăл çырнă «Вăрман айӗнче, Саврăшпуçӗнче» юрă 1930-мӗш çулсенчех чăваш халăхӗ хушшинче анлă сарăлнă.
ВĂРМАН АЙӖНЧЕ, САВРĂШПУÇӖНЧЕ
Вăрман айӗнче, Саврăшпуçӗнче,
Эп çуралнă чăваш ялӗнче.
Вун саккăрта чух юратрăм хӗре,
Астумастăп хăш вăхăтрине.
Мăнкун иртетчӗ, Çимӗк çитетчӗ,
Эп купăспа вăййа тухаттăм.
Сарă çӳçлӗскер, кăвак куçлăскер,
Астăватăп, епле ташлатчӗ.
Аслă улăхра лăпкă çил вӗрет,
Эп сар хӗрпе çӳренӗ чухне.
Сӗлӗ хумханса пуç кăларнă чух
Сăмах пачӗ эп санăн тесе.
Çитрӗ кӗркунне, ӳкрӗ шурă юр.
Çитрӗ манăн çунмалли вăхăт.
Манăн сар хӗре ашшӗ килӗнчен
Парас терӗç пуян ывăлне.
Авалхи йăла, тӗттӗм пурăнăç –
Çураçтарчӗç хӗре ирӗксӗр,
Çӗр аллă тенкӗ ылтăн укçалла,
Çиелтен виç витре эрехле.
1929 çул.
(«Вӗçлеймен юрăсем» кӗнекепе (Шупашкар, 1973) усă курса Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ
хатӗрленӗ. Архиври сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев