Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ветерансем ватлӑха парӑнмаҫҫӗ

Эпир сумлӑ юлташсене тепӗр хут тав тӑватпӑр, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр нумай ҫул тус-тӑвансемпе пӗрле савӑнса пурӑнмалла пултӑр вӗсен

Ват ҫын тӑват ҫын тесе ахальтен каламан. Редакци ӗҫӗнче те аслисем пулсан ҫӑмӑлрах. Опытлӑ журналистӑн кирек мӗнле ыйтӑва та хатӗр хурав пур, ҫамрӑксемшӗн вӑл тӗслӗх те, шанчӑклӑ тӗрев те. "Сувар" хаҫатра пысӑк пӗлӳллӗ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсем нумай ӗҫлерӗҫ, халӗ те редакципе ҫыхӑну тытса тӑраҫҫӗ. Кирлӗ канаш е сӗнӳ пама яланах хатӗр. Ыйтупа шӑнкӑравласан та телефон кӗпҫине тӳрех тытаҫҫӗ.
Тивӗҫлӗ канура та алран калеме вӗҫертмен Евгений Турханпа Николай Сорокин пенсие тухсан сумлӑ ҫыравҫӑсем пулса тӑчӗҫ, Тутарстанра чӑваш литературине аталантараҫҫӗ.
Ватлӑха парӑнма шутламан Людмила Антипова асаилӗвӗсем те хушӑран хаҫатра пичетленеҫҫӗ.
"Сувар" хаҫатра ӗҫлекен пикесем аслӑ ҫултисен декадинче вӑхӑтӗнче редакцире ӗҫленӗ Хусанти ветерансене уяв ячӗпе саламларӗҫ. Кашнинпе уйрӑмшар тӗлпулса. Аслисем вӗсене тимлӗх уйӑрнӑшӑн питӗ хӗпӗртерӗҫ. Эпир сумлӑ юлташсене тепӗр хут тав тӑватпӑр, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр нумай ҫул савӑнса пурӑнмалла пултӑр вӗсен. Маскӑпа ҫӳремелли вӑхӑт иртсен пӗрле те пухӑнӑпӑр-ха!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев