Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВЕЛОСИПЕДПА РАÇÇЕЙ ТĂРĂХ

Финлянди чиккинчен Лениград облаçӗ урлă Тутарсана çул тытнă 74 çулхи нимӗç.

Альфред Мэр велотурист пысăк çулçӳреве тухнă. Финлянди чиккинчен Лениград облаçӗ урлă Тутарсана çул тытнă 74 çулхи нимӗç. Июлӗн 31-мӗшӗнче Германи гражданинӗ самолетпа Хельсинкине çитнӗ, темиçе кунранах вăл Выборгра пулнă. Августăн 8-мӗшӗнче Санкт-Петербургра журналистсемпе тӗл пулнă. Альфред Мэр велосипечӗ асфальт сарнă яка çулпа кустарса пырса километр хыççăн километр хыçа хăварнă пулсан каласа памалли те çукрахчӗ-тӗр, анчах Германи çынни асфальт сарман çулпа çӳрессине суйласа илнӗ. Раççей çулӗсем пирки ӗлӗкрен шӳтлесе те тарăхса калаçнине пӗлсе-ши? Апла пулин те Ленинград облаçӗнчи çулсемпе кăмăллă юлнă вăл. Халӗ Альфред Мускав çулӗ çинче пырать, тавра çула  суйласа илчӗ, тейӗç ун пирки ку тăрăха лайăх пӗлекенсем. Тӗрӗс те, маршрут Тверь урлă мар, Кивӗ Русса, Торжок, Осташков...урлă выртать. Пӗр сăмахпа – Раççей провинцийӗпе пырать. Мускав çулӗ çинче Аслă Новгорода кăна кӗрет, урăх пысăк хуласем палăртман каррти çинче.

Сăмах май, чикӗ леш енчи туристсем Раççейре «ял çулӗпе» çӳреме килӗштереççӗ. Ковид вăхăтӗнче локдаун пӗлтерсен пуçланчӗ çакă, пандеми вӗçленнӗ, çулсем ирӗк , анчах йăли юлнă. Унтанпа çулсерен сахалтан та 300шер ют çӗршыв турисчӗ çула тухать.

Альфред Мэр çулçӳреве ковидченех тухма шутланă, анчахçакна пурнăçлама пандеми тытса чарнă. Унпа пӗрле çула тухма пуçтарăннă икӗ юлташӗ килнех юлнă, Раççеее кайма шикленнӗ – ытла япăх калаçаççӗ çӗршыв пирки. Çапла вара вăл пӗчченех çула тухнă. Германири пӗр пысăк компани ун валли маршрут хатӗрленӗ.

«Эпӗ политикăпа интересленместӗп, тахçанах Раççее килсе курсшăнччӗ, вырăс çыннисемпе паллашасшăнччӗ, – шутланине пурнăçланипе кăмăллăн каласа парать велотурист. – Санкт-Петербургра икӗ кун çеç пултăм, паллах, ку сахал. Тата тепре те килме халех плансем тăватăп», – каласа парть вăл.

Пӗтӗмӗшле илсен Альфред Раççейре 6000 пин километр çула велосипедпа иртесшӗн.

Альфред Мэр пирки пӗрремӗш хут инçе çула тухнă тееймӗн. Пӗлтӗр вăл Румынире, Канадăра пулнă. Аляскăра çӳренӗ чух вăрман пушарне лекнӗ. Унччен тата Кăнтăр Америкăпа 11 пин километра яхăн велосипедпа кайнă. Çакăнтан вăл испанла калаçма хăнăхнă.

Раççей çулӗсем çинче вырăсла та вӗренӗ-ха, Хусана çитсен, ӗçпăçмак хăналасан тутарла та ăнланӗ

Альфред Мэр çулçӳревне мир миссийӗ пек ăнланмалла.  «Хальхи лару-тăрура пирӗн пӗр-пӗрне кураймасăр тăмалла мар, пачах урăхла. Пӗр-пӗрне ăнланмалла, хӗрхенмелле, пулăшмалла. Пирӗн халăхсене туслăх пӗрлештармелле. Шанатăп, Раççей çыннисем мана тараватлăн кӗтсе илӗç. Эпӗ те Германире Раççейрен килнӗ хăнасемпе вашават пулăп», – пытармарӗ шухăшӗсене çулçӳревçӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм