Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Венера ЕФРЕМОВА: «ÇЫН ШĂПИНЕ ТАТСА ПАРАССИ ÇĂМĂЛ МАР»

Хăш чух суд сакки çине преступник пулса тӳрӗ кăмăллă, йӗркеллӗ, шанчăклă çынсемех лараççӗ...

«Судья мар-тăк, кам пулнă пулăттăр?» – тесе ыйтсан В.В.Ефремова кăшт шутларӗ те: «Манран 40 çул каялла кам пулма ӗмӗтленни пирки ыйтсан та ним шухăшламасăрах: «Судья!» – тенӗ пулăттăм», – терӗ. Çак должноçра, чăн та, ку ӗçе чунтан парăннисем, чӗререн юратакансем кăна ӗçлееççӗ пулӗ тетӗп. Мӗншӗн тесен çăмăл ӗç мар: законсене кунсерен тенӗ пек улшăнусем кӗрсех тăраççӗ, ӗç йӗркинче те çӗнӗлӗхсем хушăнсах пыраççӗ. Паянхи кунпа тан утас тесен суд системинче вăй хуракансен улшăнусемпе çийӗнчех паллашса ӗçе кӗртмелле, урăхла май çук.

Пӗр кунра – 50 ӗç таран
Нурлат районӗн 2-мӗш номерлӗ суд участокӗнче 20 çул хушши мировой судья пулса ӗçленӗ Венера Владимировна Ефремова нумаях пулмасть отставкăна кайрӗ. Кунсерен 50 ӗç таран (çапла, кун пекки те пулать судьясен практикинче) пăхса тухма тивекен ӗçре çăмăл марри каламасăрах паллă ӗнтӗ. Ак, тӗслӗхрен, В.В.Ефремова юлашки виçӗ çулта – 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 2020 çулхи ноябрӗн 30-мӗшӗччен – пăхса тухнă ӗçсен шутне çеç илсе кăтартатăп: çак тапхăрта Венера Владимировна 160 уголовнăй, 4768 гражданла, 1355 административлă, 3096 административлă правăна пăснипе çыхăннă ӗçсене пăхса тухнă. Калама кăна вӗт! Судья пӗр кунра мӗн чухлӗ ӗç тума ӗлкӗрет – тӗлӗнмелле! Ӗçне пăхса тухни пӗр япала, хутне мӗн чухлӗ çырмалла вӗт тата…Секретарьтен судьяна çити
Октябрь (халӗ Нурлат) районӗнчи Чиешне ялӗнче çуралса ӳснӗскер,  1981 çулта алла аттестат илсен вăл тăван ялӗнчи шкула физкультура учителӗ пулса ӗçе вырнаçнă. Пӗр тапхăр ачасене вӗрентнӗ çамрăк хӗр. Анчах та ăна судья пулас шухăш канăç паман. Çавăнпа вăл ӗмӗчӗ патне çывăхрах пулас шутпах Куйбышев (халӗ Самар) облаçӗнчи Железнодорожный район судне делопроизводитель пулса ӗçе вырнаçнă. Кăштахран пултарулăхне кура суд секретарӗ, унтан суд ларăвӗн аслă секретарӗ пулса тăнă. Суда ӗçе вырнаçнă çулах Венера Куйбышеври патшалăх университечӗн юридици факультетне куçăн мар майпа вӗренме кӗнӗ, 1990 çулта алла диплом илнӗ.
1986 – 1987 çулсенче Чиешне хӗрӗ Куйбышев облӗçтăвкомӗн Шалти ӗçсен управленине ӗçлеме куçнă: малтан машинисткăра, унтан делопроизводство заведующийӗнче тăрăшнă. 1987 çулта Якуркел йӗкӗтне Вячеслав Ефремова качча тухнă та мăшăрӗ Нурлатра ӗçленӗрен унта пурăнма куçнă. Ултă çул хушши Нурлат-Октябрь элеваторӗнче юрист пулса ӗçленӗ. 1993 – 2000 çулсенче Октябрь районӗн шалти ӗçсен уйрăмӗн паспортпа виза службинче инспекторта, унтан аслă инспекторта тăрăшнă.
1990-мӗш çулсен вӗçӗнче пирӗн çӗршывра мировой судьясен институтне çӗнӗрен йӗркелеме пуçланă. 1998 çулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче «Раççей Федерацийӗн мировой судйисем çинчен» Федераллă закона йышăннă. Пирӗн республикăра вара «Тутарстан Республикин мировой судйисем çинчен» закона 1999 çулхи ноябрӗн 17-мӗшӗнче йышăннă. Çакăн хыççăн хуласемпе районсенче пур çӗрте те суд участокӗсем йӗркелеме, мировой судьясен должноçӗсене уçма пуçланă. Сăмах май, Тутарстанра 188 мировой судья валли ӗç вырăнӗ туса панă.
Нурлат районӗнче суд участокӗсем йӗркеленесси пирки пӗлсенех  Шалти ӗçсен уйрăмӗн паспортпа виза службин аслă инспекторӗ Венера Ефремова ку шанăçпа усă курма шутлать – мировой судья пулма кирлӗ документсем тăратать. Чăн та, ТР Патшалăх Канашӗн 2000 çулхи октябрӗн 19-мӗшӗнче тухнă Постановленийӗпе В.В.Ефремовăна мировой судья пулма çирӗплетеççӗ.

20 çул 2 уйăх пек
Çанă тавăрса ӗçе пуçăнать вара çамрăк судья. Çӗнӗ ӗçе йӗркелесе, пуçласа яракансене яланах йывăр. Районта мировой юстицие ӗçе кӗртессинче мировой судьясене Нурлат район сучӗн ун чухнехи председателӗ А.С.Гильманов нумай пулăшса пынă.
– Мана Нурлат районӗнчи 2-мӗш номерлӗ суд участокӗн мировой судйи пулма çирӗплетрӗç те эпӗ çак должноçра 2020 çулхи ноябрӗн 30-мӗшӗччен ӗçлерӗм. Сисмерӗм те, 20 çул 2 уйăх пек иртсе кайрӗ. Малтан, паллах, йывăр пулчӗ ӗнтӗ: ӗç условийӗсем кирлӗ пек марччӗ, оргтехника, сӗтел-пукан çителӗксӗрччӗ. 1992 çултан пуçласа эпир Нурлат район сучӗн кивӗ çуртӗнче ӗçлерӗмӗр. Кăçал ăна тӗпрен юсарăмăр – халӗ кунта ӗçлеме пӗтӗм услови пур. Çапах та йывăрлăхсемсӗр мар. Мировой судьясен аппаратӗнче ӗçлекенсен пӗрмай пысăк нагрузкăпа ӗçлеме тивет: Нурлат районӗнче икӗ суд участокӗ, апла-тăк икӗ мировой судья. Аппаратра 6 çын ӗçлет. Икӗ участока пӗр консультант тата пӗр канцеляри заведующийӗ, – каласа парать Венера Владимировна.
Мӗнле ӗçсене пăхса тухать-ха мировой судья тата вăл федераллă судьяран мӗнпе уйрăлса тăрать? Ку ыйтусен хуравне юрист профессийӗнчен аякра тăракансенчен нумайăшӗ пӗлмест те пулӗ. Словарьте мировой судья пирки «тавлашуллă вак ыйтусене пăхса тухакан» тесе палăртнă. Çапах та çак ыйтăва уçăмлатма 20 çул çак должноçра ырми-канми ӗçленӗ чăваш хӗрарăмӗнчен хăйӗнчен ыйтрăмăр:
– Мировой судья преступленишӗн 3 çултан ытла мар ирӗкрен хăтарма пăхнă уголовнăй ӗçсене (Уголовнăй процесс законодательствипе пăхса тухакан хăш-пӗр уголовнăй ӗçсене (РФ УПКн 31-мӗш статйи) шута илмесӗр) пăхса тухать.  Çавăн пекех мировой судья пӗрремӗш инстанци ӗçӗсене – суд приказне парасси, уйрăлу (арăмӗпе упăшки хушшинче ачисем пирки тавлашу çук пулсан, пӗрлехи пурлăха пайланă чух тавăç хакӗ 50 пин тенкӗрен иртмест пулсан), çемьери хутшăнусемпе çыхăннă ытти ыйтусем, потребительсен прависене хӳтӗлекен сферăри пурлăхпа çыхăннă хирӗçӳсем (тавăç хакӗ 100 пин тенкӗрен иртмест пулсан), административлă йӗркене пăснипе çыхăннă ӗçсем... Федераллă тата мировой судьясем тӗрлӗ категорири ӗçсене пăхса тухаççӗ. Мировой суд вăл яланах пӗрремӗш инстанци. Район сучӗ вара пӗрремӗш инстанци те пулма пултарать, çавăн пекех апелляци инстанцийӗ те – мировой судьян йышăнăвне тепӗр хут пăхса тухма та пултарать. Мировой судья ӗçсене яланах пӗччен пăхса тухать. Район тата субъект сучӗсенче ӗçе судьясем пӗчченшерӗн те, коллегипе те пăхса тухаççӗ.

Чи кăткăсси – айăпласси
Мировой судсем йӗркеленнӗренпе кăçал 20 çул çитрӗ. Пӗр шутласан пит нумай та мар пек. Анчах та пӗтӗмлетӳсем тумалăх пур. Венера Владимировна каланă тăрăх, çак икӗ теçетке çул хушшинче мировой судьясем пăхса тухакан ӗçсен шучӗ палăрмаллах ӳснӗ. Юлашки çулсенче уйрăмах кредит парăмӗсене шыраса илессипе, налогсене пуçтарассипе, çул-йӗр правилисене пăснипе çыхăннă ӗçсем нумайланнă.
«Сирӗн ӗçре чи кăткăсси мӗн?» – тесе ытмасăр чăтаймарăмăр Венера Владимировнăран.
– Суда килнӗ икӗ енӗн хирӗçӗвне татса парассине хăв çине илесси пӗрре те çăмăл мар. Икӗ çын хушшинчи конфликт-и вăл, çынпа компани, арăмӗпе упăшки хушшинчи-и... Айăпланакан çыннăн шăпи кун пек чух шăп санран килет вӗт. Çиелтен пăхма çăмăл пек туйăнать-тӗр. Анчах та закон пӗр йышши преступленишӗнех тӗрлӗ шайра айăплама сӗнет: кун пек чух судьян ӗçӗн уйрăмлăхӗсене тата унпа çыхăннă фактсене шута илсе мӗнлерех наказани памаллине хăйӗн палăртмалла. Хăш чух суд сакки çине преступник пулса тӳрӗ кăмăллă, йӗркеллӗ, шанчăклă çынсемех лараççӗ. Вӗсем шутламасăр тенӗ пек, тем аташтарнипе тунă ӗçшӗн çӗр хут ӳкӗннӗ ӗнтӗ... – каласа парать В.В.Ефремова.
Эпир, журналистсем, хаçат валли пӗр-пӗр çын çинчен статья çырнă чух çав çыннăн пурнăçне тӗплӗн тишкерсе шăпине хамăр урлă кăларатпăр темелле: шăпи хурлăхлă-тăк – хурланатпăр, ăна чунтан шеллетпӗр, пысăк çитӗнӳсем тунă пулсан – унпа пӗрле савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Судья та çаплах: кашни пăхса тухакан ӗçрех конкретлă çынсен шăпине хăй витӗр кăларать.
Венера Владимировнăна ӗçтешӗсем çав тери хисеплеççӗ. 7-мӗш квалификаци класӗллӗ судья хăйӗн тивӗçӗсене яланах вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçлать, ӗçсене закона çирӗп пăхăнса пăхса тухать. Курăмлă ӗçне кура пысăк опытлă судьяна РФ Аслă сучӗ çумӗнчи Суд департаменчӗн II степеньлӗ «Тăрăшулăхшăн» паллипе, «РФ мировой юстицин 20 çуллăхӗ» юбилейлă медальпе наградăланă.
– Венера Владимировна – пысăк опытлă судья, аван ертӳçӗ. Кăçалхи июнь уйăхӗнчен аслă мировой судья тивӗçӗсене пурнăçласа пычӗ, – тет    Нурлат район сучӗн председателӗ Альбина Валерьевна Никитина. – Суд участокӗн аппарачӗн ӗçне пӗлсе йӗркелесе пычӗ. Ӗçе яланах тӗплӗ тума хăнăхнăскер, ыттисенчен те çакнах ыйтать вăл. Мировой судьясен аппарачӗн ӗçне эффективлăрах тăвас тесе пӗрмай тăрăшрӗ, ӗçлекенсене профессиллӗ ăсталăха ӳстерме пулăшса пычӗ. Хăйӗн профессилӗхне те пӗрмай ӳстерсех пыратчӗ Венера Владимировна, яланах законодательствăри улшăнусене сăнаса, суд практикипе паллашса тăнă.

Çулталăк судйи пулма тивӗç
Ахальтен мар ӗнтӗ Венера Владимировнăна ӗçтешӗсем «Раççей судйисен пӗрлешӗвӗ» Пӗтӗм Раççейри обществăлла организацин Тутарстан Республикинчи уйрăмӗн Канашӗ ирттерекен конкурсра «Тутарстан Республикин çулталăк судйи» ята илме тăратнă нумай пулмасть. Сăмах май, ăна Çӗнӗ çул хыççăн пӗтӗмлетӗç. Ӗçтешӗсем В.В.Ефремова çак конкурсра çӗнтересси пирки иккӗленмеççӗ. Мӗншӗн тесен вăл çав ята илме тивӗçлӗ.  
Венера Владимировна обществăлла ӗçре те хастар пулнине уйрăммăн палăртса хăвармалла. Суд ӗçченӗсен хушшинче ирттерекен спорт ăмăртăвӗсене, культурăлла мероприятисене хутшăнмасăр нихăçан та юлман вăл. Ачаран йӗлтӗрпе ярăнма юратни ăна судьясен хушшинчи ăмăртусенче пӗрре мар призлă вырăнсем илме пулăшнă. Теннисла та ăста вылять хастар судья. Кунсăр пуçне ӗçленӗ хушăра суд практикинче тӗл пулакан ӗçсем пирки массăллă хыпар хатӗрӗсенче пичетлеме статьясем те çырсах тăнă...
«Отставкăна кайсан малтанах кичем пуль ӗçсӗр?» – тесен Венера Владимировна:
– Мана мăнуксем кичемленме памаççӗ. Виççӗн вӗсем манăн, пӗринчен пӗри маттур. «Кукамай, халь санăн пирӗнпе выляма вăхăту нумай ӗнтӗ», – теççӗ, – кăмăллăн йăл кулать вăл. (Нурлат район сучӗн архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество