Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВЕТЕРИНАРСЕМ ВӖСЕМ ЧĂТĂМЛĂ ÇЫНСЕМ

Аксу районӗнчи Саврăш тăрăхӗнче пурăнакансем килти выльăх аптрасан кулянмаççӗ, вырăнти ветврач В.Храмов никама та пулăшусăр хăвармасть. Нумай пулмасть Ветеринари управленийӗ уйăрса панă автомашинăна шăпах ăна пама йышăннă.

Ялта ветеринари тухтăрӗ пурри вăл – чăн телей. Пур çӗрте те çук-çке вӗсем. Выльăх-чӗрлӗхӗн те, этемӗнни пекех, чирлесси пулать: е куçӗ пăсăлать, е аманать, е пăруланă-пăранланă чух пулăшу кирлӗ... Килти выльăх чирлесен, паллах, кил хуçисем ветеринартан пулăшу ыйтаççӗ.

Аксу районӗнчи Саврăш тăрăхӗнче пурăнакансем килти выльăх аптрасан кулянмаççӗ, вырăнти ветврач В.Храмов никама та пулăшусăр хăвармасть. Валерий Федорович Савгачевăра çуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен Хусанти ветеринари институтне вӗренме кӗнӗ. Пулас мăшăрӗпе – Чăваш Ен хӗрӗпе Любăпа – шăпах студент чух паллашнă вăл. Аллине диплом илсен Валерий тăван ялне пӗччен мар, çамрăк арăмпа таврăннă. Иккӗшӗ те колхозра ӗçлеме тытăннă. Халӗ те фермăсенчи, харпăр хуçалăхсенчи выльăх-чӗрлӗхшӗн явап тытаççӗ вӗсем.

Колхозсем пӗтнӗренпе Валерий Федорович – Саврăш ветеринари пункчӗн врачӗ. Выльăха привика тутармалла-и, юн памалла-и, пӗтӗлентермелле-и, пăрулаттармалла-и – пур нушапа та çынсем ун патне пыраççӗ.

– Талăкăн хуть хăш вăхăтӗнче пулсан та выльăх-чӗрлӗх тухтăрӗ никама та хирӗçлемест, кирлӗ пулăшу парать. Чӗрӗ чунсене питӗ юратать Валерий Федорович, хăйӗн ӗçӗнче вăл опытлă специалист, – теççӗ В.Храмов пирки ял çыннисем.

– Пирӗн кăткăс профессире хевтесӗр çынсем нумай ӗçлеймеççӗ, – палăртать Аксу районӗнчи ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳçи Р.Хуснуллин. – Ветеринарсем вӗсем хăйсен тивӗçне лайăх пӗлекен, выльăха чунтан юратакан, кирлӗ чух татăклă йышăну тума, хăвăрт пулăшу пама пултаракан, чăтăмлă çынсем.

Ахальтен мар Валерий Храмов районти чи лайăх ветеринари тухтăрӗсенчен пӗри шутланать. Çакăншăнах пуль нумай пулмасть Ветеринари управленийӗ уйăрса панă автомашинăна шăпах ăна пама йышăннă. Саврăш тăрăхӗн ветеринарӗшӗн ку питӗ пысăк савăнăç – унăн участокӗ районта чи пысăккисенчен пӗри-çке.

Валерий Федорович – тӗслӗхлӗ çемье пуçӗ те. Мăшăрӗпе вӗсем виçӗ ача çуратса ӳстернӗ. Ывăлӗ Хусанта ӗçлет, хӗрӗсем аслă шкулсенче вӗренеççӗ. Ачисем те ашшӗпе амăшӗ пекех ӗçчен тата сăпайлă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство