Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Viber мессенджерта Тутарстанри коронавируспа çыхăннă лару-тăру çинчен каласа паракан канал ӗçлесе кайнă

«CОVID-19 Татарстан» канал пулăшнипе мессенджерпа усă куракансем халӗ кирлӗ тата тӗрӗс информацие хăвăрт пӗлме пултараççӗ. 

Viber мессенджерта Тутарстанри кононавируспа çыхăннă лару-тăру пирки каласа паракан канал ӗçлеме пуçланă. Вăл «CОVID-19 Татарстан» ятлă. Асăннă мессенджерпа усă куракансем халӗ кирлӗ тата тӗрӗс информацие хăвăрт пӗлме пултараççӗ. 

Сăмах май, паян, октябрӗн 17-мӗшӗнче, Тутарстанра тата 39 çын коронавирус инфекцийӗпе чирлени паллă пулнă. Ку, паллах, официаллă даннăйсемпе. Паян ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура палăртнă тăрăх, сентябрь уйăхӗнче республикăра пурӗ 721 çын ковид-19-па чирленӗ-тӗк, октябрӗн 1-17-мӗшӗсенче – 540. Чирлекенсен шучӗ 1,3 хут ӳснӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев