Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виçӗ Мария: зенитчица, радистка, снайпер

1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Совет Çарӗ тăшмана хирӗç кӗрешсе паттăрлăх кăтартрӗ. Раççей – никам çӗнейми хăватлă çӗршыв. Çав хăрушă вăрçăра арçынсемпе юнашар хӗр-хӗрарăмсем те Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ. Черчен те çепӗç чунлă хӗрсен паттăрлăхӗ, хăрушлăха, çухатусене тӳссе ирттерни нихçан та асран тухас çук. Вӗсем Аслă Çӗнтерӗве çывхартнă. Ӗмӗр-ӗмӗр асра тытар вӗсен ятне.

Зенитчица                       
Мария  Григорьевна  Миронова-Степанова Алексеевски районӗнчи   Чăваш Майни ялӗнче 1924 çулта çуралнă. Шкул пӗтерсен колхоз ӗçне кӳлӗннӗ. Сушилкăра çӗрулми типӗтнӗ, çурлапа тырă вырнă, вăрман  каснă. Ивановăна торф кăларма кайсан хытă шăннипе ура чӗрнисем  ӳкнӗ. Пӗррехинче, çур енне, Марьепе юлташӗсене хулана аш леçме янă. Таврăннă кун хутсене майлаштарса вăл юлташӗсенчен юлнă. Хӗр çитнӗ  çӗре çырмана шыв тулнă. Çурхи шыв урлă ишсе каçас тенӗ вăл, çынсем  ăна вӗрен ывăтса панă. Çапла хамăр енне ишсе каçнах маттур хӗр. Йывăрлăхсене пăхмасăр çамрăк хӗр каçхине вăййа тухнă, хӗр юлташӗсемпе уяв картине тăрса юрланă. Сасси янăравлă пулнă. Икӗ хулăн çивӗт хӗре илем кӳнӗ.
Вăрçă  пуçланнă. 1943 çулхи июлӗн 7-мӗшӗнче Мария вăрçа тухса  кайнă. Пӳлер районӗн çар комиссарӗ салтаксене Хусана çити леçнӗ. Паром çинче вăл Хырăшне хӗрӗпе паллашнă, вăрçăра та пӗрле пулнă. Вăрçа кайма вӗсене Шупашкар хулинче хатӗрленӗ: телефонистка пулма, тӗл пеме, сурансене çыхма вӗрентнӗ. Марийăна пултарулăхне кура зенитпа артиллери полкне (1872  чаçе) янă. Октябрӗн 1-мӗшӗнче  присяга йышăннă Мария. Вăл Рокоссовский генерал ертсе пыракан  Çурçӗр Украина фронтӗнче зенитчица пулса нимӗçсене хирӗç çапăçнă. Польшăра пысăк кӗперсене тăшманран сыхланă. «Нимӗç самолечӗ  çывхарнине курсан персе ӳкереттӗмӗр, парашютисчӗсене пӗрерӗн  шӗкӗлчеттӗмӗр. Нимӗçсен парашют пурçăнӗнчен кофтăсем çӗлесе  тăхăннă. Çав кофтăсене тăхăнса салтаксене концерт лартса  савăнтараттăмăр», – аса илетчӗ Мария.
Вăрçăра çапăçакан кашни салтакăн ашшӗ-амăшӗ ачи сывă таврăнасса кӗтет. Ватă  ашшӗ, Мирун  Кӗркурийӗ, фронта çыру çырса янă: «Кӳршӗ ялти хӗр-боец вăрçăран ача йăтса таврăннă. Хӗрӗм, эсӗ те çапла тусан  сана савăнса йышăнăттăмăр, пуçу сывă юлӗ», – тенӗ. Мария ашшӗн çыруне хирӗç çапларах хурав çырса янă: «Атте-анне, ман çинчен  начарне ан шутлăр, çав намăса ӗмӗр тăршшӗпе чунра усриччен хаяр  тăшманпа çапăçса паттăрсен вилӗмӗпе вилетӗп», – тенӗ. Вăрçă  çулӗсенче те хӗр-упраç хăйне тирпейлӗ тытсан чыса никам  та  тăпăлтарса илеймест текен шухăша çирӗплетнӗ.
Мария Миронова 1945 çулхи  август уйăхӗнче орденсемпе медальсем  çакса тăван яла таврăннă. Мӗнле тунсăхланă вăл тăван ялшăн! Ача  чухне кăмпана, çырлана çӳренисем, Çарăмсанра шыва кӗнисем, çамрăксен вăййиуявӗ вăрçă çулӗсенче те асран тухман. Тăван  çӗршывшăн, тăван ял ирӗклӗхӗшӗн хаяр тăшманпа çапăçнă  вăл. Ял  вырмана  тухнă. Мария  та халăхпа  пӗрле  мирлӗ  ӗçе  васканă. Ял  Советӗнче ӗçленӗ чухне тӗрӗсмарлăхпа кӗрешме тӳрӗ килнӗ. «Эпӗ  Гитлертан та хăраман, сиртен хăрамастăп», – тенӗ вăл услапсене.
Мария 1946 çулта Ишельел (Чистай районӗ) каччине Николай Павлович Степанова качча тухнă. Вӗсем 8 ача – 6 хӗрпе 2 ывăл – ӳстернӗ. Витя ятлă ывăлӗ, 14 çулхи ача, колхоз ӗçне кайсан сарăмсăр вилнӗ. Тепӗр ывăлӗ Геннадий Николаевич Афганистан  вăрçинче пулнă, унтан таврăнсан Чистайри милици уйрăмӗнче НВД советникӗ пулнă, подполковника çитнӗ. Степановсем 1980 çулта Чистай  хулине пурăнма  куçнă. Хӗрӗсем – Римма, Нина, Люда, Аля, Зоя, Шура – амăшне хывнă: ӗçчен, хастар, пултаруллă. Марийăн 16 мăнук, вӗсен те ачисем ӳсеççӗ.
Мария  Миронова-Степанова 2001 çулта 76 çула çитсе çӗре кӗнӗ. Ăна Канаш (Карасье Озеро) ялӗн масарне пытарнă. «Тирпее юратакан ӗçчен  çынччӗ, инвалид мăшăрне те, 8 ачине те тирпейлӗ, яка тумпа  çӳрететчӗ, ырă кăмăллă, çынна яланах пулăшма юратакан, çирӗп чун-чӗреллӗ, правур çынччӗ», – тесе аса илет паттăр хунямăшне Марийăна унăн кинӗ,  Чистай хулинче пурăнакан Нина Иосифовна Степанова. Мария  Григорьевнăн хаяр тăшманпа çапăçса хăюлăх кăтартнăшăн Рокоссовский генерал панă Тав хучӗ, «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернӗшӗн» медаль, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденӗ тата юбилейлӗ медальсем  пулнă. Чăваш Майни ӗмӗр асра тытать хăйӗн паттăр хӗрне.    
                                                            
Радистка
1941 çулта Германи пирӗн çӗршыв çине тапăнсан Алексеевски  районӗнчи Чăваш Майнинчи пӗр çемьерен икӗ хӗр Тăван çӗршыва  хӳтӗлеме вăрçа тухса кайнă: Дария Алексеевна (1921 çулхи) тата Мария  Алексеевна (1923 çулхи) Бикуловăсем. Сăмахăм легендарлă хӗр-снайпер Мария Бикулова-Кошкина çемйи çинчен. Асли Бикулова-Кошкина  пулнă, çемьере ăна Дария тесе чӗннӗ. Ӳссе çитсе паспорт илме кайсан  йăнăшпа Мария тесе çырса хунă (çуралнăлăх хучӗ пулман). Çапла ялта Дария пулнăскер, вăрçăра Мария ятпа çӳренӗ.
Кӗçӗн Мария иккӗре чухне вӗсен амăшӗ чирлесе çӗре кӗнӗ. Ашшӗ,  Алексей Бикулов, тепре авланнă. Вӗсен, Люксапа (Александра) иккӗшӗн, виçӗ ача (Коля, Павел тата Лиза) çуралнă. Тарьепе Марьене те хăй  ачисемпе пӗртан юратса ӳстернӗ тăван мар амăшӗ. Вăрçăччен асли, Тарье, Ленинград хулинче ӗçлесе пурăннă.
Кӗçӗнни, Мария, Емелькино  ялне Николай Мельникова качча тухнă. Çамрăк мăшăр вăрçă пуçлансан фронта тухса кайнă. Мăшăрӗ Николай вăрçăра вилнӗ.
Мария вăрçă çулӗпе малалла утнă. «Мария Днепр çинчи çапăçу çинчен каласа паратчӗ: «Днепр çинче питӗ вăйлă çапăçу пычӗ, шыв юн тӗслӗ хӗп-хӗрлӗ пулчӗ, çавăнта хам сывă юлнинчен тӗлӗнеттӗм, апла киле сывă  таврăнăп-ха тесе  шутлаттăм», – тесе аса илни пирки каласа  парать Чăваш  Майнинче пурăнакан 85 çула çитнӗ çывăх тăванӗ Евдокия  Ермолаевна Бикулова. Мария Прагăна, Будапешта çитсе тăшмана  хӳтернӗ. Вăрçă вӗçленсен çур çултан, орденсемпе медальсене тивӗçнӗскер, килне таврăннă. Кивӗ Ӳсел каччипе, фронтран таврăннă  Тимофей Софоновпа пӗрлешсе çемье çавăрнă. Вӗсем пилӗк ача çуратса ӳстернӗ, ачисем 11 мăнук парнеленӗ. Асламăшне, кукамăшне ырăпа аса  илеççӗ.
Мария Алексеевна Бикулова-Софонова колхозра тăрăшнă. Унăн ячӗ  колхозăн ӗçчен çыннисемпе юнашар яланах Хисеп хăми çинче пулнă. Ун  çинчен Аксу тăрăхӗнчи паллă поэт П.М.Гаврилов-Меречен (йывăр тăпри çăмăл пултăр) «Аксу ен хастарӗсем» кӗнекинче «Сăваплă чун» ятлă  поэма çырнă.
Мария Алексеевна 2008 çулта 85 çула çитсе çӗре кӗнӗ. Хăюллă ефрейтор вăрçăра 2-мӗш Украина фронтӗнче 85-мӗш батальонра  радистка, разведчик пулнă. Вăл – Чăваш Майнипе Кивӗ Ӳселӗн мăнаçлăхӗ. Унăн харсăрлăхӗ умӗнче çӗре çити пуç таятпăр.
 
Снайпер
Блокадăри Ленинградра диктор сасси янăраса кайнă: «Хулана  хӳтӗлекенсене Çӗнӗ çулпа саламлатăп! Хӗрӳллӗ салам чапа тухнă  стрелоксене: Дьяченкăна, Антонова, Кошкинăна!»
Тăван çӗршыв паттăрсене пӗлсе тăнă. Мария Кошкинăна тăшмансем  те лайăх пӗлнӗ. Кунсерен 5-6 фашиста тӗп тунă вăл. Тарăхса çитнӗ  тăшман хăранă унран. Нимӗçсене тӗл персе лектернӗшӗн дивизире Марийăна орден панине илтнӗ те вӗсем пирӗн еннелле кăшкăрнă: «Машка-Кошкăна пурпӗр тытатпăр, ӳчӗ çинче çăлтăр касса кăларатпăр», – тенӗ. Çук, тытайман ăна нимӗçсем, Ленинграда та илеймен. «Нимӗçсем Ленинград хулине мăйкăч тăхăнтартрӗç, юнпа пӗвенчӗ хула, нумай тӳсрӗ, анчах гранит евӗр çирӗп шанчăкпа тапнă çынсен чӗрисем. Герой-хула таврашӗнче виç çӗр пин нимӗç салтакӗ вилнӗ, çӗр айӗнче –  нимӗçсен хули», – тесе çырнă çар журналисчӗ Илья Эренбург.
Чăваш Майнинче çуралса ӳснӗ Мария Бикулова-Кошкинан та тӳпи  пысăк çак çӗнтерӳре. 85 тăшмана леш тӗнчене ăсатнă вăл. Тăван  çӗршыва юратни, паттăрлăх, тӳсӗмлӗх витӗмӗпе тапнă унăн чӗри.  Мария (ялта Дарья-Таруç тенӗ) Бикулова-Кошкина 1921 çулхи декабрӗн 21-мӗшӗнче çуралнă. Шкулта вӗреннӗ, 14 çултах колхоз ӗçне кӳлӗннӗ. Çитӗнсен Ленинградра пысăк çуртсем тунă çӗрте штукатур-маляр, столяр пулса ӗçленӗ. Вăрçă пуçлансан хăй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Çар ретне тăнă. Медсестра пулса аманнисене вăрçă хирӗнчен илсе тухнă. Снайперсен шкулне пӗтерсе дивизире чи ăста хӗр-снайпер пулса тăнă. Мария темиçе хутчен аманнă, контузи те пулнă.
М.Бикулова-Кошкина Хӗрлӗ  Çăлтăр орденне, III степеньлӗ Мухтав орденне тивӗçнӗ. Мăшăрӗ вăрçăн малтанхи кунӗсенчех пуç хунă. Вăрçă хыççăн Мария Мефодий Ткаличпа çемье çавăрнă. Вӗсем хӗрпе ывăл ӳстернӗ. Вера хӗрӗпе мăнукӗ – хулари архитекторсем. Ывăлӗ Юрий  Симферопольте пурăнать. Мария снайпер портретне В.А.Серов паллă художник ӳкернӗ. Хӗр çӗлӗкпе, шурă кӗске кӗрӗкпе, аллинче снайпер винтовки. Çав портрет Свердловск хулинчи музейре упранать.
Вăрçă  хыççăн Мария Ленинградри Киров ячӗллӗ комбинатра ӗçленӗ. Тăван яла пӗрре мар килсе кайнă, анчах орденӗсене çакса çӳремен. «Мӗншӗн çакмастăн орденусене?» – тесе ыйтсан: «Вăл орденсене мана  çын вӗлернӗшӗн панă», – тенӗ Мария Алексеевна. Вышкайсăр этемлӗх, çынлăх пытаннă çак сăмахсенче. «Ленинградри шăннă çӗр çийӗн çырма  пек юн юхатчӗ», – тесе каласа панине аса илет тăванӗ Евдокия  Ермолаевна Бикулова. Мария Бикулова-Кошкина çинчен çыравçăсем  калавсемпе очерксем, сăвăсем çырнă. Ял Советне 16 çул ертсе пынă  В.В.Горбунов «Мария – снайпер» асаилӳ статйи çырнă, «Заря», «Сувар» хаçатсенче пичетленӗ. Ялти Культура çуртӗнче «Мария – снайпер»   стенд йӗркеленӗ. Чăваш Майнинче ăна астăвакансем халӗ те пур-ха. Вăрçă пӗтсен Бикулова-Кошкина яла таврăннă чух укăлча хапхинчен чăматанне пӗчӗк урапа çине хурса кӗнӗ, Аслă урампа утнă тет. «Таруç  акка вăрçăран таврăнать!» – тесе кăшкăрса ача-пăча ăна хирӗç чупнă,  урапине туртма пулăшнă.
Вăрçă паттăрӗсене тав тума сăмах  та çитес  çук. Яланах асра тытар  вӗсене – пире мирлӗ пурнăç парнеленӗ мухтавлă ентешӗмӗрсене.
Лидия УГАХИНА.
Алексеевски районӗ,
Чăваш Майни.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев