Сувар

Виçӗ сехете тăсăлнă концерт

Нумай чечек çыххине çак кун Сергей Павловпа Сергей Кувшинов, Ирина Степанова тата Алиса Ижендеева кăна мар, Çырчаллинче чăваш концерчӗсене йӗркелекен Константин Илюхин та тивӗç пулчӗ.

Мартăн 29-мӗшӗнче Автохулари Сара Садыкова ячӗллӗ концерт залӗнче Шупашкартан килнӗ артистсем пӗр чăваш юрри хыççăн теприне юрласах тăчӗç. Концерт курма килнӗ чăвашсем чăтса тăраймасăр ташлама та пуçларӗç. Вӗсем кашни юрра ырласа тăвăллăн алă çупрӗç, тав турӗç, артистсене чечек çыххисем пачӗç.

Нумай чечек çыххине çак кун Сергей Павловпа Сергей Кувшинов, Ирина Степанова тата Алиса Ижендеева кăна мар, Çырчаллинче чăваш концерчӗсене йӗркелекен Константин Илюхин та тивӗç пулчӗ. Çак кун вăл хăйӗн 60 çулхи юбилейне паллă турӗ. ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Сергей Павлов: «Çирӗм çул ытла Çырчаллинче чăваш концерчӗсем иртеççӗ. Çак вăхăтра сцена çинче Чăваш Республикинчен çӗр ытла артист хăйсен юррисене юрларӗç. Эпир те çав шутра».

Çырчаллинчи ЧНКЦ ертӳçин çумӗ Федор Корнеев «Çăлкуç» Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн директорӗн ятӗнчен К.Г.Илюхина Тав хучӗ парса чысларӗ: «Хулари ЧНКЦпа Константин Илюхин, эпир пӗр ӗç тăватпăр – чăваш çыннисене халăх культурипе паллаштаратпăр. Пӗр пӗрне пулăшатпăр. Пӗрле ӗçлесе чăвашлăха çирӗплететпӗр. Вăхăтӗнче Константин Георгиевича Çырчаллинчи ЧНКЦ председателӗ пулма та сӗннӗччӗ, урăх çӗрте ӗçленипе килӗшмерӗ. Анчах та председатель кандидатурине тупма пулăшрӗ. Чун-чӗререн юбилейпа саламлатпăр!» Хулара концертсем пулни пире питӗ савăнтарать. Эпир вӗсене пӗр сиктерми çӳреме тăрăшатпăр. ÇЫРЧАЛЛИСЕМ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: