Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виҫе ҫинче этем пурнӑҫӗ пулнине манас марччӗ

Ӳпкесен пысӑк пайӗ сиенленни – тухтӑрсемшӗн хӑрушӑ мар. Вӗсем вӑхӑтлӑ сипленсен ҫур ҫултан ӳпкесем тап-таса пулаҫҫӗ теҫҫӗ.

  Covid-19 ҫынсем хӑйсем тӗллӗн сипленнине малалла тӑсрӗ. Эпир хӑнӑхнӑ вӗт: диагностикине те хамӑрах тӑватпӑр, эмелсене те пӗлӗшсем сӗннипе йышӑнатпӑр...

ТР Минздравӗн эксперчӗсем ҫак ыйтӑва уҫамлатса пачӗҫ.

–Кӑҫал керкунне эпир пирӗн халӑх йышлӑн хӑй тӗллӗн сипленнине асӑрхарӑмӑр, – терӗ сывлӑх сыхлав министерствин тӗп специалисчӗ Диана Абдулганиева. Ун сӑмахӗсемпе, коронавирусӑн ҫӑмӑл стадийӗнчен сиплемелли 3 меслет пур. Унсӑр пуҫне кашни ҫул категорийӗшӗн хӑйӗн лечени методики. 

"Температура ӳсни сирӗн коронавирус пулнине пӗлтӗрмест, – терӗ Раҫҫей Минздравӗн штатра тӑман специалисчӗ Ирина Кравченко. – Вӑл грипп пулма пултарать. Грипа коронавирус эмелӗсемпе сиплесен организма питӗ йывӑра килме пултарать.

– Коронавируса ертес мар тесен сӑмсапа ҫӑвара тасалӑхра тытмалла.  Маска пӗр хутчен усӑ курмалли пулмалла. Нумай хутчен усӑ курмалли – илемшӗн кӑна. Унпа усӑ курнӑ хыҫҫӑн ӑна пысӑк температурӑпа ҫумалла. 

Ковида сиплемелли препаратсем ытти чирсене сиплемелли эмелсене хирӗҫлемеҫҫӗ. 

ТР Сывлӑх сыхлав министерствин Тӗп пульманологӗн Александр Визелӗн сӑмахӗсемпе, инфекцин малтанхи тапхӑрӗсенче тӑвансем сӗннипе антибиотик йышӑнсан, вирус  ун патне хӑнӑхма пултарать. Ҫавӑнпа та врач палӑртнӑ схемӑпа ҫеҫ йышӑнмалла эмелсене.

Хусанти Вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗн медицина психологӗ Карина Бочкарёва ӑнлантарнӑ тӑрӑх, коронавируспа чирлесе ирттернӗ е чирлеме тытӑннӑ ҫынсем хӑрама тытӑнаҫҫӗ. Пациентсене ку чухне психолог пулӑшӑвӗ питӗ кирлӗ. Ӑна лӑплӑнма ҫывӑх ҫыннисем те пулӑшма пултараҫҫӗ. Вӑл мелитаципе тата тарӑн сыаласа лӑпланма сӗнет.

Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ - хӑвӑрт иртекен ерекен чир. Вӑл вӗлерме пултарать, ҫавӑнпа та ӑна хирӗҫ усӑ куракан медикаментозлӑ чӑрмавсене пӗлсе усӑ курмалла. Ҫакна врачсӑр тума ҫук. 

Ун пек е кун пек сипленме сӗнӗкен ҫынсен пӗлмелле, коронавирус – вилӗмпе хӑратать. Виҫе ҫинче этем пурнӑҫӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев