Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виктор Артемьев – талантлă художник, публицист

Пултаруллă ентешӗм, Аксу районӗнчи Федоровский ялӗнче 1958 çулта çуралнă Виктор Артемьев художник халӗ Çӗнӗ Шупашкарта ӗçлесе пурăнать. Пултаруллă çын. ЧР Художниксен союзӗн пайташӗ. Çӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкарти тӗрлӗ куравсене хăйӗн картинисене пӗрмаях тăратать.

Мӗн ӳкерет?
Мӗн ӳкерет-ха Виктор Артемьев? Тăван ял çумӗнчи тавралăхăн илемне, тăвансен, туссен, ял-йышăн портречӗсене...Чăваш Республикинчи, Çӗнӗ Шупашкарти пейзажсене тата ыттине те.
Иртнӗ çулсенче Артемьев Самар облаçӗнчи Шигон районӗнчи чăваш ялӗсенче пултарулăх командировкинче, пленэрта пулнă. Унта вăл тепӗр ентешпе – Пăва районӗнчи Рункă ялӗнче çуралса ӳснӗ çав тери талантлă художникпа Николай Енилинпа пӗрле ӗçленӗ.

Мăнукӗ кукашшӗне хывнă
Виктор Артемьев мăшăрӗпе Галинăпа пӗрле икӗ хӗр çитӗнтернӗ: Алена – визажист, стилист, тумтир дизайнерӗ, Надежда – суту-илӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ. Надеждăн хӗрӗ София пӗрре кукашшӗ арçын портречӗ ӳкерме пуçланине курсан тытнă та ăна тӗрлӗ тӗссемпе сăрланă. Кӗтмен çӗртен  илемлӗ портретах пулса тухнă. Халӗ ку картинăн икӗ автор: мăнукӗ тата  кукашшӗ. София ӳкерме питӗ юратать, тӗрлӗ кружоксене çӳрет. Унăн пушă вăхăчӗ те çук темелле. Талантне аталантарсан кукашшӗ пекех талантлă ӳнерçӗ пуласси пирки иккӗленмелле те мар.

Тантти Витти – очеркист, публицист
Тата Виктор Артемьевăн тепӗр талант пур. Вăл аван çырать. Хăйӗн  хайлавӗсене вăл Тантти Витти текен псевдонимпа усă курса çырать. Кăçал Тантти Виттин çӗнӗ кӗнеки пичетленнӗ, «Чăваш тымарӗ» ятлă вăл. Унта автор Чулман Атăл леш енчи Чистай уесне кӗнӗ, Аксу тăрăхӗнчи  ялсем, паллă йăхсем çинчен çырать. Кӗнекен паха енӗ – тӗне кӗмен чăвашсен ячӗсемпе пуян пулни.

Коронавируса пăхмасăрах
Халь пӗтӗм тӗнчере хăрушă чир – коронавирус – алхасать. Çынсенчен нумайăшӗ хăраса килте лараççӗ, чиртен сыхланаççӗ. Пирӗн ентеш Артемьев кăна нимрен те хăрамасть. Тăрăшса ӗçлет. Унăн Атăл енче, ГЭС çулӗ урлă дача, хуçалăх пур. Унта чăхсем те тытаççӗ вӗсем, мунчи те пур, сăмаварӗнче пӗрмай чей вӗресех ларать... Мăнукӗсене выляма хăй аллипе машинăсем туса хунă кукашшӗ. Ӗçлеме ӳркенмест ентешӗмӗр.

Тимӗр АКТАШ.
Шупашкар хули.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство