Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Виктор Симаков ӗмӗрлӗхех куçне хупнă

Хурлăхлă хыпар çитрӗ Аксу районӗнчен: педагогика ветеранӗ, паллă журналист тата çыравçă, 91 çулти Виктор Егорович Симаков ӗмӗрлӗхех пиртен уйрăлса кайнă.

Виктор Симаков Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче 1933 çулхи августăн 15-мӗшӗнче çуралнă. Кивӗ Мăкшелӗнчи çичӗ çуллăх шкула пӗтернӗ хыççăн 1949 çулта Аксури педучилищӗне вӗренме кӗнӗ. 3-мӗш курсра вӗреннӗ вăхăтра салтака илнӗ ăна. Çартан таврăнсан Хусанти педучилищӗне экстернлă майпа пӗтернӗ. Çамрăк специалиста направленипе Вăтам Азине ӗçлеме янă. Темиçе çул хушши каракалпак шкулӗнче ачасене вырăс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ Виктор Егорович.

Тăван ене таврăнсан библиотекăра ӗçлеме пуçланă Симаков. 1961 çулта вара шкула ӗçе вырнаçать те Хусанти педагогика институтне куçăн мар майпа вӗренме кӗрет. Аксу районӗнчи Тури Паланлă, Кивӗ Ӳсел шкулӗсенче ачасене вырăс чӗлхипе литературине, нимӗç чӗлхине вӗрентет вăл.

1965 çулта Виктор Егорович Чăваш Киремет ялӗнче пурăнакан пултаруллă сăвăçпа, журналистпа Григорий Тямановпа пӗрле Аксу районӗнче чăвашла тухса тăракан «Ял пурнăçӗ» хаçата йӗркелесе яраççӗ. 1968 çулччен çак хаçатăн редакторӗнче тăрăшнă Виктор Симаков. 1968-1969 çулсенче Чăваш Енри Йӗпреç районӗн «Çӗнтерӳшӗн» хаçатӗнче ӗçленӗ.

1969 çулта Хусанти патшалăх педагогика институчӗн историпе филологи факультетне пӗтерсен Çӗнӗ Ӳсел шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ.

1976 çулта Чăваш Енри Шăмăршă районне куçса кайнă, шкулта ачасене историпе обществоведени, вырăс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ӗçленӗ хушăрах Шупашкарта куçăн мар майпа марксизмпа ленинизм университетне пӗтернӗ.

1982 çулта Самара облаçӗнчи Сызрань хулине пурăнма куçнă. Кунта та шкулта ӗçленӗ. 1993 çулта тивӗçлӗ канăва тухнă Виктор Егорович. Анчах та пенсире алă усса ларасси килмен унăн. Тутар чӗлхине аван пӗлекенскере Самара облаçӗнчи тутарсен «Бердэмлек» хаçатне ятарлă корреспондент пулса ӗçе илеççӗ.

Астăватăр-и, Самара облаçӗнче «Самар ен» чăвашла хаçат тухса тăратчӗ? Ăна никӗслекенӗ шăпах Виктор Симаков. Редакцире вăл 1996 – 2006 çулсенче яваплă секретарь пулса ӗçленӗ.

2008 çулта тăван ялне – Аксу районӗнчи Меречене – пурăнма куçнă. Юлашки вăхăтра Вырăс Киремет ялӗнче пурăнатчӗ.

Ырми-канми ӗçленӗшӗн Виктор Егорович нумай хутчен тав хучӗсене, тӗрлӗ наградăсене тивӗçнӗ. Вунă ытла кӗнеке авторӗ вăл. Çавсен шутӗнче «Хальхи пурнăç ыйтнипе» (2007), «Эпӗ санăн аçу» (2008), «Манми ентешӗмсем» (2008), «Тӗрлӗ пулăмсем» (2010), «Пăлхав» (2011), «Тивлет» (2014), «Ентешсен хайлавӗсем» (2016) тата ытти кӗнекисене асăнмалла.

Виктор Егорович кӗнекесем çырнипе пӗрлех пичет кăларăмӗсен редакцийӗсемпе те тачă çыхăну тытатчӗ, чăвашлăхпа çыхăннă статьясем çыратчӗ. Чăвашла вулас темен çынсен шучӗ чакса пыни питӗ пăшăрхантаратчӗ ăна...

Виктор Егорович Симаков вилсе кайнипе унăн çемйипе, тăванӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Унăн çутă сăнарӗ яланах пирӗн асра упранӗ.

«Сувар» хаçат редакцийӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ, «Сунтал» литпӗрлешӳ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев