Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вилеслӗхе чакарма чирлеслӗхе чакарсан тин пулать

Лейла Фазлеева ертсе пыракан Коронавирус инфекцийӗпе кӗрешекен оперативлă штаб журналистсемпе тӗлпулма пӗтӗм йышӗпех килсе çитрӗ. Акă мӗн пӗлтерчӗç чиновниксем.  

Октябрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен Тутарстанра 60-тан иртнӗ ҫынсен, енчен те вӗсем коронавирусран прививка туман е юлашки ҫур ҫулта ковидпа чирлесе ирттермен пулсан, самоизоляцине кайма тивет. Раççей Президенчӗ 65-рен иртнисене кăна килте ларма хушнăччӗ. Пирӗн республикăра лару-тăру кăткăсрах.

Ҫак вӑхӑт хушшинче концертсемпе спектакльсене куар-кодпа анчах кӗртеҫҫӗ, çынсен ытларах килте лармалла пулать. Мӗншӗн тесен асăннă вăхăт хутлăхӗнче 150 метртан пысăкрах лавккасене те куар-кодпа кӗмелле тăваççӗ. Пысӑк суту-илӳ центрӗсене ҫул ҫитмен ачасене ашшӗ-амӑшӗсемсӗр вуççех те кӗртмӗç. Каникулсен вăхăтӗнче шкул çумӗнчи лагерьсем тата пионерлагерьсем çаплипех ӗçлӗç.  
ТР Сывлăх сыхлав министрӗн Марат Садыковăн сăмахӗсемпе вилеслӗхе чакарма чирлеслӗхе чакарсан тин пулать. Ковид-госпитальсенче 17 пин медработник ӗҫлет, ковид-пациентсем валли уйӑрнӑ 7,5 пин койкӑран 9,5 % проценчӗ ҫеҫ пушӑ.
Пӗтӗмӗшле прививка тӑвассипе плана 61,4 % тултарнӑ. Ку кӑтартупа Тутарстан ҫӗршывра 2-мӗш вырӑнта тӑрать.

Усламҫӑсене аренда тӳлевӗ хӗстерет. Услам лаптӑкӗсене патшалӑхран тара илнӗ пулсан, тӳлевсене чакарма пулать, чакараҫҫӗ те. Льготӑллӑ кредитсем пама та шантараҫҫӗ.

Суя куар-кодсемпе йӗрке хуралҫисене 41 ҫын ҫакланнӑ. Уголовнӑй кодексӗн 327 статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, ҫынна 6 уйӑх таранччен хупса хума пултараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев