Сувар

"Вилӗмсӗр полк" Хусанта Карл Маркс урамӗнчен Пуҫласа Пин Ҫуллӑх площадьне ҫитиччен пырӗ

"Вилӗмсӗр полк" Хусанта майӑн 9-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ форматпа иртӗ. Хутшӑнакансен пухӑвӗ 13:00 сехетре Карл Маркспа Толстой урамӗсем пӗр-пӗрин урлӑ каҫса кайнӑ вырăнта пулать. Акци 15:00 сехетре пуçланать, - пӗлтереҫҫӗ организаторсем.

"Колонна Карл Маркс, Лобачевский урамӗсем тӑрӑх, "Хура кӳлӗ" парк ҫумӗпе тата Кремль урамӗпе иртсе каять. Акци Пин Ҫуллӑх площадьре, концерт иртнӗ çӗртре, вӗҫленет", - тенӗ пӗлтерӳре.

Кая юлакансем «Вилӗмсӗр полка» Нужин тата Астрономи урамӗсенче ятарлă точкасенчен хутшăнма пултарӗç.

Реклама

"10:00 сехетрен пуҫласа 16:00 сехетччен «Вилӗмсӗр полк» маршрутӗпе транспорт çӳреймӗ, çавăнпа та хăвăрăн маршрутăра маларах планлама ыйтатпăр", - тесе ҫирӗплетеҫҫӗ организаторсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: