Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВИЛӖМСӖР СĂВĂ ХĂВАТЛĂН ЯНĂРАТЬ

Ака уйăхӗн 25-мӗшӗ – Чăваш чӗлхи кунӗ. Çулсеренех тӗрлӗ мероприятисем ирттерсе палăртатпăр çак пӗлтерӗшлӗ куна

Тăван халăха, тăван чӗлхене халалланă хайлавсем пичетлетпӗр хаçат-журналта. Кăçал ентешӗмӗр, чăваш халăхӗн аслă поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. Тăван чӗлхене юратса нумай сăвă-поэма çырнă ентешӗмӗр, чăваш халăхӗпе чӗлхин сумне тӗнче тăрăх çӗклесе çӳренӗ вăл. Тӗрлӗ халăх сăвăçисен хайлавӗсене чăвашла куçарнă, хăй çырнисем те нумай-нумай чӗлхепе кун çути курнă. Çавăнпа та Чăваш чӗлхи кунӗ умӗн унăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» вилӗмсӗр сăввине хаçатра пичетлес терӗмӗр. 

Сăмах май, ку сăвва кăçал Хусанта февралӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ П.Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă чаплă мероприятире Тутарстанра пурăнакан тӗрлӗ халăх ачисем вуларӗç, вăл тӗлӗнмелле чаплăн, тата та хăватлăн янăрарӗ. Видеоролике ТР Халăхсен ассамблейин сайтӗнче пăхма пулать.

Редакци.

 

 ЭПИР ПУЛНĂ, ПУР, ПУЛАТПĂР!

 

Ӗмӗрсем иртсе пыраççӗ

Ӳстерсе ăс-хал мулне.

Кӗнекеçӗсем шыраççӗ

Чăвашсен кунне-çулне.

Тинкеретпӗр малалла,

Кайрине те халь куратпăр...

Манăн шухăшăмпала –

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

 

Пӗр вăрман пулсан этемлӗх,

Тӗрлӗ йывăç пур унта.

Ярăнса кăна ӳсмелӗх

Вырăн çитӗ вăрманта.

Каснă, вăтăрнă пире,

Кăкласа хăртман та мар-тăр,

Вăрлăх юлнă пурпӗрех:

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Никамран та ютшăнмасăр,

Тан курса пур йăхсене,

Ят хума пултарнă хамăр

Хӗвеле, çăлтăрсене.

Ăс-пуçран та катăк мар,

Чун хавалӗпе те паттăр,

Чӗрепе те шӗл кăвар –

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

 

Пирӗн юрă, пирӗн тӗрӗ,

Пирӗн тӳсӗмлӗ сăмах

Упранса вăл çитсе кӗрӗ

Коммунизм таранах.

Чун çакна шанми пулсан – 

Маншăн шăтăк та ан алтăр.

Шанчăк сӳнмӗ нихăçан:

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

 

«Мӗн чăваш чӗлхи!» – илтетпӗр

Хăш чухне чăвашранах.

Йӗрӗнсе пăхса илетпӗр

Ун йышши каçрашкана.

Кӗççе пит вăл, кӗлмӗç чун,

Куçăнах унран кулатпăр:

Ӳк те çурăл, хып та çун – 

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

 

Çак кунччен упраннă халăх

Мăшкăлланмӗ паянтан;

Хăйшӗн хăй – парне те палăк,

Пуринпе те вăл пӗр тан.

Пӗтӗм пурнăç терчӗпе

Çӗр çыртса тупа тăватпăр:

Шăрăх, сивӗ е йӗпе –

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

 

Лăпкă чух та, вăрçăра та –

Хут çине те чул çине

Çыртăм, халӗ те çыратăп

Халăха ӗненнине.

Савнă халăх манпалан

Шухăшлатăр та калатăр

Уçă, ирӗк кăмăлтан:

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Петӗр ХУСАНКАЙ,

Чăваш халăх поэчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев