Вилнӗ пулмалла пирӗн çырулăх ăна палăк лартма шутлаççӗ пулсан

Çӗршывăн мухтавлă ывăлӗ-хӗрӗсене вилнӗ хыççăн тăван çӗршывӗнче палăк лартасси ӗлӗкрен пырать. Пирӗн кăна мар ун пек йăла, пӗтӗм тӗнчийӗпе
Сăмах парăр!
Пирӗн çырулăх – пӗлӳсӗрлӗх пӗвине татса халăха çутта кăларчӗ. Мухтавлă ӗçӗсем – томӗ-томӗпе çырăннă. Шухăша каятăп та, тăван çырулăхăмăрăн лару-тăрăвӗ хальхи вăхăтра еплерех пулнине шута илсен, чăн та, чăваш саспаллийӗсене палăк лартасси çеç юлчӗ.
Компьютера кӗртеймерӗмӗр. Унта пулма Майкрасофта питӗ нумай укçа тӳлемелле терӗç. Сайтсенче мӗнле чăвашла çырнине курсан макăрас килет. Компьютерсенче усă курма халӗ те официаллă клавиатура çук. Мăшкăл.
Эпир çырулăха хамăрпа пӗрле çӗнӗ ӗмӗре илсе кӗреймерӗмӗр. Мӗншӗн тӗрлӗрен лицензиллӗ мар программăсене шырамалла ăна компьютера лартас тесен? Мӗншӗн телефонра чăвашла çырма кирлӗ пек, меллӗ клавиатура çук? Акăлчан раскладки урлă е тата ытти меслетпе çырмалла? Приложенипе те ссылкăсемпе ӗçлени – мелсӗр. Мӗншӗн чăваш патшалăхӗ кун пирки шухăшламасть? Ма шутласа кăларнă чăваш алфавитне 150 çул каялла?
Вилнӗ пулмалла пирӗн çырулăх ăна палăк лартма шутлаççӗ пулсан. Апла-тăк, тӗрӗс лартаççӗ, çуралнă çӗрӗнче. Вăхăт çитнӗ ахăр. Пурпӗр чунра аван мар...
Геннадий Сидияр
Анат Кама.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
21 мая 2022 - 07:30ÇӖПРЕЛНЕ ÇӖНӖ ИНВЕСТОР КИЛЕТ Çӗпрелсем пирки каласан, юлашки 20 çулта районта вӗсен куçӗ умӗнче темиçе агрофирма улшăнчӗ. Нумайăшӗнчен халӗ йӗр те юлман. Вăрăм ӗмӗрлисен шутне «Ак Барс-Дрожжаное» агрофирмăна илмелле, хăй вăл «Ак Барс» холдинг компанине кӗрет. 2011 çултанпа хуçаланчӗ вăл Çӗпрел çӗрӗсемпе. Апла-и, капла-и, анчах кашни хуçа вăхăтӗнче те ӗçӗ пӗрешкел – ана-хирсене сухаласа акмалла, тухăç пуçтармалла, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетмелле. Чи кирли ку ӗçре – кăтартусене ӳстерсе пырасси, ял хуçалăх ӗçченӗсен пурнăçне лайăхлатасси. Урăхла каласан, агрофирмăра ӗçлекенсен шалăвне тивӗçлӗ шая çитересси. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче çӗнӗ агрохолдинг – «Чистополье» – килесси паллă пулчӗ.1100
-
20 мая 2022 - 15:09Светлана Асамат çӗнӗ кӗнекинче ача-пăча тӗнчине юратса сăнарланă Хӗлле е çуркунне, çулла е кӗркунне – çутçанталăк çулталăкăн кирек хăш вăхăтӗнче те хăйне евӗр хитре. Анчах çак илеме сăнама пӗлекен çеç кураять. Чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат хăйӗн çӗнӗ сăвă пуххинче çамрăк вулакана шăпах тавралăх асамлăхне асăрхама хистет.10200
-
20 мая 2022 - 14:09Николай Угаслов ертсе пыракан «Тус» строительство компанийӗ 30 çул çынсем валли çуртсем тăвать Çапла Николай Федорович хăйӗн яшлăхри ӗмӗтне туллин пурнăçлать. Ун чухнех вăл амăшне çирӗппӗн, мăн арçын пек: «Туса лартăп шурă çурт сан валли», – тесе сăмах панă. Халӗ вара Николай Федорович ертсе пыракан компани тăрăшнипе Шупашкар çӗнӗ çуртсемпе мăнаçлăн курăнса ларать. 30 çул хушшинче чылай наградăпа хисеплӗ ят илме пултарнă компани.11501
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!5700
-
20 мая 2022 - 10:52Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА 45 çул тултарнă ятпаХаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар хулинчи 14-мӗш лицейра наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлекен Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА (Федотова) майăн 19-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!6600
-
20 мая 2022 - 10:50Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпаАксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!6400
-
18 мая 2022 - 09:23Рустам Минниханов «Каравон» уява ирттерес датӑна ҫирӗплетнӗ Республика Президенчӗн указӗ тӑрӑх, кӑҫал вырӑс халӑхӗн "Каравон" уявӗ Тутарстанра майӑн 28-мӗшӗнче иртет.27101
-
18 мая 2022 - 09:09Представители АО «Транснефть – Прикамье» провели профориентационные мероприятия в г.Ижевске Специалисты АО «Транснефть – Прикамье» провели серию мероприятий по привлечению перспективных кадров из числа студентов Ижевского промышленно-экономического колледжа и Ижевского индустриального техникума им. Е.Ф. Драгунова.22100
-
18 мая 2022 - 08:04Ҫутӗҫ министерстви шкулсенче юлашки шӑнкӑравсене онлайн тума сӗнмест Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви шкулсене юлашки шӑнкӑравсемпе выпускнойсене малтанхи пек линейкӑсем туса ирттерме сӗнет. Ҫакӑн ҫинчен ведомствон ертӳҫи Сергей Кравцов пӗлтернӗ21700
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика