Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вирус ытларах ӗҫ ушкӑнӗсенче мар, кил-йыш хушшинче сарӑлать

Ҫак кӑтартупа тӑван-пӗтенрен ертекенсем ӗҫ коллективӗсенчен 4 хут иртсе кайнӑ. Ку канмаллисенче тӑвансем патне каймасӑр, вӗсене телефонпа ҫыхӑнса саламламаллине пӗлтерет

Республикӑри Роспотребнадзор ертӳçин ҫумӗ Любовь Авдонина ӗнтӗ 2-мӗш ҫул Тутарстанри санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен "Татмедиари" пресс-конференцисенче каласа парать. Ноябрӗн 5-мӗшӗнче унпа пӗрле журналистсен ыйтӑвӗсене  ТР Тӗп эпидемиолог-иммунологӗ Дмитрий Лопушов хуравларӗ. Чиновниксем яланхи пекех тӳрккес статистикӑпа паллаштарчӗҫ.
Иртнӗ талӑкра коронавируспа чирлисен шучӗ тата 206 ҫынна хушӑннӑ. Ҫак кӑтарту сентябрӗн варринчен ӳссе пырать. Пандеми пуҫланнӑранпа Тутарстанра 31720 ҫын ковидпа чирленӗ.
Теветкеллӗх ушкӑнне ҫаплипех 60 ҫултан иртнисем кӗреҫҫӗ. Вӑл ҫул категорийӗнчи ҫынсенчен паянхи куна
40% кӑна прививка тутарнӑ.
Аэропортсенче ют ҫӗршывсенсен таврӑнакансене ҫаплипех тӗрӗслеҫҫӗ. Анчах унта коронавируспа "ҫакланакансене" тупса палӑртман.
Республикӑра коронавируса пула ӗнтӗ пин ытла ҫын вилнӗ
Тутарстанра 1 миллион та 652 пин ҫын пӗрремӗш компонентпа вакцинаци тунӑ.
Республикӑра 179 вакцинаци пункчӗ ӗҫлет, вӗсенчен иккӗшӗ талӑкӗпех. Вакцина ҫителӗклӗ. Кунне 20 пин ытла ҫын коронавирусран укол тутарать.
Коронавирус алхаснипе пӗрле грипп та вӑрана пуҫланӑ. Ноябрьпе декабрь уйӑхӗсем шӑпах унӑн сезонӗ.
Медиксем коронавируспа грипп прививкисене пӗр вӑхӑтра тума юрани ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев