Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виталий Адюков такмаксем юрлама чарӑнасшӑн

"Хӑш-пӗр юрра пилӗк черкке хыҫҫӑн кӑна лайӑх тетӗн... "

 Эпир паллӑ юрӑҫпа Шупашкарти гранд-базар хапхи умӗнче тӗлпултӑмӑр. Артист ӗнӗрлесе смартфонӗнчи диктофонне мӗн-тӗр ҫыртаратчӗ. Ахӑртнех ҫӗнӗ хит пуль-ха!

– Хӑҫан кашни юрӑра чӑваш такмакӗсене юрлама чарӑнатӑр? – вырӑнтан карьера сикрӗмӗр.
– Ку йӑларан хам та хӑпасшӑн-ха. Ӑнланап юраманнине. Йӑлӑхтарнине те  сисеп. Куплетсене хамӑн сӑмахсемпе тултара пуҫларӑм, анчах вӗсем такмаксене ҫитеймеҫҫӗ. Халӑхран лайӑхрах ҫыраймастӑн, – хуравлать Адюков.
– 80-мӗш ҫулхи тӗнчери пӗтӗм хита чӑвашлатрӑр пулмалла?
– Ӗнтӗ 90-мӗшрисене тахҫанах куҫнӑ, – кулать аптрама пӗлмен чӑваш.
– Сирӗн лирикӑллӑ юррӑрсем питӗ илемлӗ пулса тухатчӗҫ, халь сахалтарах илтетпӗр ҫӗннисене.
– Ҫӗнни нумай вӑхӑта илет. Тата пӗлместӗн, каять-и вӑл юрӑ е ҫук. Хӑшне пилӗк черкке хыҫҫӑн кӑна лайӑх тетӗн. Сиксе ташламалли кӗвӗллӗ юррӑн хит пулса тӑмашкӑн шанӑҫӗ ытларах.
– "Московский сиктерет" юрӑ ҫапла чапа тусассине кӗтнӗ-и Эсир?
– Пачах та ҫук, ӑнсӑртран пулчӗ вӑл. Марков аранжировщик ӑна васкаса "тяп-ляп" туса пачӗ. Малтан килӗшмерӗ вӑл мана. Анчах тахҫантанпах асӑрхатӑп, халӑха ансат кӗвӗллӗ юрӑсем ҫывӑхрах. Ав, "Эпӗ мар" юрра кӑна илӗр. Ӑна янӑрама судсем те чараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл халӑх юррине ҫаврӑнчӗ.
–Халӗ мӗн ҫыртаратӑр?
– Халӗ эпӗ "Мӗншӗн саврӑм-ши?" юррӑн джазла вариантне ҫыртарма хатӗрленетӗп. Аранжировкине мана 20 ҫул каялла пӗр юлташ сӗннӗччӗ. Ун чухне пӑрахӑҫларӑм. Халь –  канхфит" пек туйӑнать. Вӑхӑчӗ ҫитмен пулмалла ун чух. Ремикс питӗ ӑнӑҫлӑ килсе тухмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев