Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виталий Станьял: «Сăмах вара нацие çăласси пирки пырать»

Интеллигентсен аскăнчăк ушкăнӗ тăрăшнипе халăх ăс-хакăлӗн чи пӗлтерӗшлӗ пайне – наци шкулне – тăван культурăн а тата сăмахлăха вӗрентес ыйтура регрессин чи юлашки йӗрӗ патне илсе çитернӗ. Чăваш чӗлхеçисем, чӗлхепе литература учителӗсем, çыравçăсем те – пӗтӗмӗшле илсен яваплăхсăр апатире.

Пуçлăхрисем Чăваш Республикин Культура министерствин «Чăваш чӗлхине упрасси, вӗренесси, аталантарасси» çум программăна сӳтсе явнă хыççăн «Чăваш халăх сайтӗнче» Николай Плотниковăн чун ыратăвне вуларăм. Çак документа эпӗ Вӗрентӳ министерствин чăваш чӗлхине упрас, вӗренес, аталантарас патшалăх программипе танлаштартăм, улăштарнă Конституцине пăхкаласа илтӗм, РФ тата ЧР законӗсене аса илтӗм, Концепцисене тата тăван чӗлхесене упрассипе çыхăннă мероприятисене, Пӗтӗмраççейри форумсене, гуманитари институчӗн, Чăваш наци конгресӗн чăвашла конференцийӗсене куç умне кăлартăм та, республика правительстви чăваш чӗлхине хӗссе кăларас çул çине çирӗп тăнипе, кăмăлсăрланма кăна мар, хуйхăрма та пуçларăм.

Ăнлантарса пама ыйтнисем питӗ нумай пухăнчӗç. Эпӗ ăнланмастăп, чӗлхене вӗренсе аталантарас тӗп ыйтусене мӗншӗн Культура министерствин «Туризмпа культурăна аталантарасси» программине кӗртнӗ?

Ман умра Ваттисен канашӗн В.В.Путин ячӗпе çырнă çырăвӗ çине ЧР Культура министерстви хуравланă хут выртать. Вăл çак учрежденин ӗçченӗсем чӗлхе ыйтăвӗсенче вăйсăр пулнине, тата ăна упрассин проблемине пач ăнланманнине кăтартрӗ. Министерствăн çӗнӗ йышӗ хăйӗн ӗç пахалăхне хăвăрт ӳстерсен кăна?..

Асăннă проектра патшалăх программине пурнăçа кӗртекенсен шутӗнче (яваплă пурнăçлакан ЧР Вӗрентӳпе çамрăксен политикин министерстви) Информаци политикин министерстви, Гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ, Республикăри вӗрентӳ институчӗ, Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, Професси çыравçисен союзӗ, Кӗнеке издательстви, Чăваш наци конгресӗ. Унта Культура министерствине соисполнительсен шутне кӗртнӗ. Анчах сасартăк лава сӗтӗрме шăпах ăна кӳлеççӗ. Логика мӗнле кунта?

Ман шутпа, Вӗрентӳ министерствин тата ăна пăхăнса тăракан подразделенисен, çавăн пекех университетсен, писательсен союзӗсен, Конгресăн, издательствăсен, тӗплӗрен хыпар хатӗрӗсен чăваш чӗлхипе культурине упрассипе çыхăннă мероприятисен планӗсем пур (пулмалла) тесе шутлатăп.

Çавра сӗтелте (çак çивӗч темăпа ăна ячӗшӗн кăна йӗркелемен пулсан, вăл «йӗплӗ сӗтел» пулса тăрать) Культура министсерствин 2021-2025 çулсенче пурнăçа кӗртмелли çум программине сӳтсе явнă. Тӗллевӗсем, задачисем, индикаторӗсем, çулсерен финансласси тата 2025 çул тӗлне кӗтӗнекен результат пире, сахалтан та чӗрӗк ӗмӗр паллă ӗнтӗ. Çав задачӗсемех, çавах «создание условий, содействие сохранинию...», телевиденипе радира чăваш передачисен çав проценчӗсемех. Çак пысăк процентсем – пӗтӗмӗшле вăхăт калăпăшне илсен – кача пӳрнен чӗрни!

Çӗнӗ «Пӗрлӗх» фонда кӗртнисӗр пуçне тата çӗнӗ сӗнӳсен графисенче 00 паллăсемсӗр пуçне программăпа çум программăна хатӗрлекен-куçарса çыракансен хавхалануллă ӗçне асăрхамарăм. Çак программăсен тӗллевӗ – пушă пакăлтату тормозӗсем çине пуса-пуса чӗлхе тата наци проблемине нуль палли патне антарса лартасси пек туйăнчӗ мана.  

Сăмах вара нацие çăласси пирки, унăн малашне мӗнле пурăнасси пирки пырать. Интеллигентсен аскăнчăк ушкăнӗ тăрăшнипе халăх ăс-хакăлӗн чи пӗлтерӗшлӗ пайне – наци шкулне – тăван культурăн а тата сăмахлăха вӗрентес ыйтура регрессин чи юлашки йӗрӗ патне илсе çитернӗ. Чăваш чӗлхеçисем, чӗлхепе литература учителӗсем, çыравçăсем те – пӗтӗмӗшле илсен яваплăхсăр апатире.

Олег Николаев ертсе пыракан çӗнӗ чăваш правительстви, кирлӗ министерствăсем тата Республикăн Патшалăх Канашӗ чăнах та халăхпа «ПӖРЛЕ!» пуласса шанас килет, вӗсем РФ Констатуцине пурнăçласа лару-тăрăва сисӗнмелле улшăну кӗрттессе кӗтетӗп. Сентябрьти суйлавсем хыççăн Чăваш Респубики инçетрен кӳрсе янă кӗпӗрнаттăрлă пӗр-пӗр Вятка кӗпернинче вăранса ан кайтăр.

 Виталий Станьял,

Чăваш шурсухалӗсен Тӗп Канашӗн председателӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев