Сувар

Владимир Егоров: «Халь пахалăх çинчен шутлакан çук»

Кӗскен каласан, культура ӗçченӗсен ретне харампырсемпе кахал-наянсем нумай килсе тулнă.

Шăп çирӗм çул каялла, 1999 çулхи июнӗн 9-мӗшӗнче, Саврăшпуç ялӗ кӗрлесе тăчӗ. Çав кун Культура çуртӗнче Владимир Егоров композиторăн пӗрремӗш авторла концерчӗ пулчӗ. Залра лăк тулли халăхчӗ, ларма вырăн çитменнипе ура çинче тăракансем те йышлăнччӗ. Çӳллӗ шайра йӗркеленӗ концертра Владимир Егоров юррисене тӗрле районсенчен килнӗ артистсем, Савгачевăри шкул ачисемпе вӗрентекенсем тата уйрăм юрăçсемпе ансамбльсем юрларӗç.

Шупашкартан, Хусантан, Тольяттирен, Чистайпа Аксуран та хăнасем килнӗччӗ. Вӗсем композитора ăшă сăмахсем каласа пултарулăхра ăнăçу сунчӗç, хавхалантарчӗç тата парнесем парса чыс турӗç.

Концерта Аркадий Харитонов уçрӗ, ăна малалла ертсе пыма вара мана шанса пачӗ. 2 сехет те 15 минут пынă концерт мӗнле иртсе кайни те сисӗнмерӗ. Программăна Саврăшпуç гимнӗпе – «Вăрман айӗнче,  Саврăшпуçӗнче» юрăпа вӗçлерӗмӗр. Ку юрра артистсемпе пӗрле залри халăх та ура çине тăрса юрларӗ, тăвăллăн алă çупрӗ. Концерт хыççăн вара пуçтарăннă халăх урама чăваш уявӗ тума тухрӗ. Унтан пуçланчӗ вара! Уяв картинче пилӗк купăсçă пӗр харăс уяв юррисене шăрантарчӗç. Тӗрлӗ ӳсӗмри çынсене курма пулчӗ уявра – ватăран пуçласа шкул ачисем таранчченех.

Унтанпа Владимир Егоров сахал мар авторла концертсем, пултарулăх  каçӗсем ирттерчӗ, хăй юррисен кӗнекине, дисксем кăларчӗ. Халӗ те юрă хыççăн юрă çырса пултарулăхне малалла шав аталантарса пырать. Унăн юррисене интернетра тупса итлеме пулать.

Çирӗм çул каяллахи пулăма аса илсе эпӗ композитор-ентешпе курса калаçма шутларăм.

– Çирӗм çул – çирӗм кун мар… Мӗн шутлатăн кун пирки? Çак пулăма аса илсе татах концерт йӗркелес шухăш çук-и?

– Чăнах та, çирӗм кун пек иртсе кайрӗ çак çирӗм çул. Яш чухне пурнăç вӗçӗ-хӗррисӗр туйăнатчӗ. Питӗ йăнăшнă иккен эпӗ. Çав концертăн видеоне пăхса ларатăп та хама юмахри пек туятăп. Нивушлӗ ку чăнах-ши? Халӗ залри куракансенчен нумайăшӗ çук та ӗнтӗ ку тӗнчере. Ав, чи малти ретре ларнă ашшӗн аллинчи кăкăр ачи те пӗр ведомствăра тахçанах бухгалтер пулса ӗçлет. Теприсем асатте-асанне, кукаçей-кукамай пулма ӗлкӗрчӗç. Ун чухнехи çамрăксем халӗ мăн çынсем тата атте-анне пулса çемьесем тытса пыраççӗ, хамăр та пӗр вырăнта тăмастпăр. Кăçал ун чухнехи пек концерт йӗркелеме май пулмарӗ. Кăна вара вăхăт хӗсӗкки çине ярăпăр. Ку чăнах та çапла, никамшăн та вăрттăнлăх мар. Юбилейсем тата та пулӗç-ха.

– Çирӗм çул каяллахи тата хальхи творчество каçӗсем – мӗнпе уйрăлса тăраççӗ вӗсем?

– Пахалăхӗпе, паллах. Условисем те, лару-тăру та урăхла. Творчество каçӗ ирттересси вăл килте менелник тăвасси мар. Кăна ирттерсе курнă çын кăна пӗлме пултарать. Сценарипе программа хатӗрлесси, юрлакансем тупса вӗсене юрăсем валеçесси, ертсе пыракансемпе пӗр шухăшлă пуласси, зал хуçисемпе килӗшсе татăласси, аппаратурăпа чăн-чăн ӗçлекен специалист тупасси, кашни юрă-ташă номерӗпе репетици тăвасси, тус-тăвансене йыхравласси, юлашкинчен пурне те хисеп туса хăна тăвасси – ку питӗ кăткăс ӗç. Чăтăмлăх кирлӗ.

Хальхи вăхăтра çавнашкал мероприятисем ирттерме çăмăллăхсем нумай. Ирӗк вăхăт кăна тупас пулать. Çумра шанчăклă çынсем пулмалла  ялан. Кӗсьере укçа сахалтарах пулсан вара сан ӗçне хака хума пӗлекен,сана  ăнланакан, хисеплекен спонсор пултăр çумăнта. Пӗрремӗш автор концерчӗ ирттерме мана ун чухне «Заря» колхоз председателӗ Владимир Васильевич Максимов, К.Маркс ячӗллӗ колхоз председателӗ Вячеслав Геннадьевич Тимофеев, «Стимул» тулли мар яваплăхлă общество ертӳçи Михаил Васильевич Моисеев тата Аксури район типографийӗ пулăшрӗç. Çак мероприятие Николай Еграшкин оператор ӳкерчӗ, каярахпа видеодиск хатӗрлесе кăларма Алексей Кондратьев пулăшрӗ. Компьютер ӗçӗсене Сергей Илюхин тăрăшса хатӗрлерӗ. Меллӗ самантпа усă курса вӗсене пурне те тепӗр хут чӗререн тав тăватăп.

– Хальхи вăхăтри музыка культурине мӗнле хаклатăн?

Искусство вăл яланах халăхăн пулнă. Юрă-ташă ăна пурăнма пулăшса пынă. Халăх ӗçленӗ кăна мар, искусствăпа та киленнӗ, юрă-ташă пулăшнипе канма та пӗлнӗ, малалла тăрăшса ӗçлеме вăй-хал пухнă темелле. Хальхи вăхăтра пачах урăхла, искусство шоу-бизнеса çаврăнчӗ. Унпа уса курса уйрăм çынсем укçа тума тăрăшаççӗ. Пахалăх çинчен шутлакан çук. Укçаллă çын ниме тăман музыка произведенине те чи çӳллӗ шая çитерме пултарать. Тӗрлӗ меслетсем пур халь, анчах пурне те уçса памăпăр.

Телевизора хускатсан хăш чух алă-ура усăнать, кăмăл пăтранать, йӗрӗнес килет.  Мӗн чухлӗ харампыр унта пырса тулнă, калама сăмах çитмест. Унта ялан пӗр ушкăн çаврăннине пурте пӗлетпӗр. Калăн, çавăн пек пысăк Раççейре урăх вӗсемсӗр пуçне юрлакан-ташлакан çук. Вӗсене пула нумай пултаруллă çын шанчăкне çухатать.

– Уйрăммăн паянхи чăваш эстради çинчен мӗн каланă пулăттăн?

– «Юрăçсем юрăран нумайрах», – тесе питӗ тӗрӗс каланă «Суварта». Цензура çук халь, худканашсем пӗтрӗç тахçанах. Никама никам та хуçа мар. Кашни харпăр «талант» та  «çăлтăр» пулса тăчӗç. Нимле ӗç тума пӗлмен е туса курмансем ку сферăра пултаратпăр тесе шутлаççӗ пулмалла. Музыкăра «м-па, м-па» текен ритмсăр пуçне тата та илемлӗреххисем пуррине пӗлмеççӗ пулас айвансем. «Сан патНЕ çитИмерӗм, каçар», – тесе юрлакансем питӗ йышлă. Кӗвӗçеççӗ тата хăйсем пӗр-пӗрне. Конкурентсем-çке-ха.

Чуна тыткăнлакан чăваш юррисем питӗ сахал. Содержанийӗсенчи тӗп шухăш ялан «пошел-пришел-ушел» тытăмран тăрать. Хăш-пӗр авторсем халăх юррисене урăхлатса «хăйсен» туса юрă кӗвӗлес ӗçре «мачча» патне çитеççӗ, ют халăх юррисене чăвашла куçарса юрласси модăна кӗрсе пырать. Илемлӗ чăваш юррисене вара мӗншӗн вырăсла куçарса юрлас мар? Ăçта кунта патриотизм? Эпир çӗр пин юрăллă çӗршыв ачисем вӗт. Ăçта вăл юрăсем? Никама та кӳрентересшӗн мар эпӗ. Пуçпа тарăнрах шухăшлас пулать тесе çеç каласшăн.

Ял тăрăхӗнче хальхи вăхăтра санăн шухăшупа ку енӗпе ӗç мӗнле пырать?

Ним савăнмалли те çук тесен те юрать. Пур япала та хăй тӗллӗн, хăй юхăмӗпе пырать. Культура сферинче мӗн ӗмӗртен икӗ тӗрлӗ çынсем ӗç вырăнӗ тупма пултарнă. Пӗрисем вăхăтне, сывлăхне шеллемесӗр творчество çитӗнӗвӗсем туса халăхшăн тăрăшса ӗçленӗ, халăх умӗнче ялан хисепре пулнă. Теприсем вара ӗлӗк мӗнле шăйăрнă, халь те çаплах, урлă выртакана тăрăх çавăрмаççӗ темелле. Кӗскен каласан, культура ӗçченӗсен ретне харампырсемпе кахал-наянсем нумай килсе тулнă. Мӗншӗн тесен кунта ӗçлесен те, ӗçлемесен те ӗç укçи пурпӗрех параççӗ. Вырăна çухатас мар тесен  вара диплома укçа парса илме пулать хальхи вăхăтра. Енчен те санра чăнахах та Турă панă пултарулăх пулсан, тар тăкса ятарлă пӗлӳ илмесӗр вӗсене тепӗр çынна пама май çук. Пурпӗрех пӗр-пӗр стена çине пырса перӗнетӗн. Ку проблема ӗлӗкренех пырать ялсенче. Специалистсем халь çук тенипе эпӗ килӗшместӗп. Пур. Чистайпа Аксу та çумрах вырнаçнă. Пуçлăхсен ӗçӗ кăна ку.

Юлашки çулсенче çӗнӗ культура çурчӗсем туса лартрӗç. Вӗсем культура çурчӗсем мар, ман шутпа, вӗсем культура палăкӗсем. Культурăн чăн-чăн ӗçченӗсене хисеп туса, сума суса, асăнса лартнă палăксем. Вӗсен шутне эпӗ Аркадий Харитоновпа Наталья Леонтьевăна, Виталий Купцовпа Анатолий Самсонова,  Федор Семеновпа Архип Иванова тата Василий Майоровпа Сергей Шашина кӗртнӗ пулăттăм. Ку палăксем пирки республикăмăрăн пӗрремӗш çынни те малтанах асăрхаттарчӗ. Ак,  куртăр-и, ун сăмахӗсем те чăна килсе тухрӗç. Ял варринче халь вӗсем иккӗ, теприне вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнăччӗ. Çумлăнах лараççӗ вӗсем. Иккӗшӗн те пӗр функци, мӗншӗн тесен иккӗшпе те кирлӗ чух кăна усă кураççӗ, паллă кунсенче. Унта та халăх пуçтарăнасшăнах мар, вăл писсе пырать пулмалла е пистерсе çитерчӗç-ши?

– Тата çакна пӗлес килет: санăн творчество çулӗ хăçан пуçланса кайнă, пултарулăх хăш ӳсӗмре палăрнă? Çӳлти Турă панă-и çакăн пек ăсталăх е аçупа аннӳ парнеленӗ?

– Пӗчӗклех пултаруллă пулнă теейместӗп, ку мухтанни пулать. Ача чухне туртăм кăна пулнă, илемлӗхпе искусство патне. Творчество çулӗ вара çитӗнсе пынă май юрату хӗлхемӗ «пӗçертсе» илсен пуçланнă. Аттепе анне питӗ илемлӗ юрлатчӗç, вӗренмен пулсан та «фальш» мӗн иккенне тӳрех туйса илетчӗç. Яш чухне атте балалайкăпа ăста каланă. Вӗсен юнӗ халь манра чупать. Пӗлтерӗшӗ çакăнта пулмалла.

– Пурне те ăçтан ӗлкӗретӗн? Çӗнӗ кӗвӗсем çыратăн, юрă кӗвӗлетӗн, хăвăн юррусемпе савăнтаратăн... Творчество пултарулăхне çапла ӳстерсе пыма сана кам е мӗн хавхалантарать?

– Чăн-чăн хавхалантараканни вăл – чунри лару-тăру. Енчен те сан ӗçӳсем кал-кал пырсан, сывлăху аптратмасан, çиме ларсан апат ансан, юлташусем сана хисеп тусан, çумри юратнă мăшăр ăшă куçӗсемпе пăхсан – юрласа ямалли çеç юлать. Ку чухне вара чунра юрату хӗлхемӗсем  ялкăшса тăни те паха.

– Сцена çинче сана никампа та танлаштарма çук. Эсӗ хăвна евӗрлӗ. Çакна пурте кураççӗ. Сцена ăсталăхне ăçта туптарăн?

Шупашкарта вӗреннӗ чухне. Сцена çинче, пурнăçри пекех, хăвна сăпайлă тытнине ним те çитмест. Саланса кайма юрамасть, тăм кунти те пулмалла мар. Лару-тăру тӗрлӗ пулма пултарать- çке. Куракансен хушшинче тӗрлӗ çын пур. Пӗрисем – тăнлисем, искусствăна туйса унпа киленекенсем; теприсем вара ним çук çӗртрен концерт пынă вăхăтрах сцена умне тухса куракан халăх умӗнче хăйсен нӗрсӗр кӗлеткине пăхмасăр ташша яракансем; виççӗмӗшсем сан çине начар витӗм те кӳме пултараççӗ... Вăт çакăн пек куракансене пурне те юрас пулать. Çавăнпа  хăвна сцена çинче тытма чăнахах та ăсталăх кирлӗ.

– Хăвăн малашнехи ӗмӗтӳсемпе паллаштарсамччӗ «Сувар» хаçата вулакансене. Манăн, сăмахран, юратнă «Саншăн» евӗрлӗ тата тепӗр юрă итлес килет…

– Ача-пăчана çуратнипе кăна мар, ура çине те тăратмалла, малалла кун-çул парса çынсене тивӗçлӗ тумалла.  Ку кашни ашшӗ-амăшӗн ӗмӗчӗ. Юрăсем те ачасем пекех...

Реклама

Ирина Крюкова калаçнă.

В.Егоров архивӗнчи сăнӳкерчӗксем

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: