Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Иванов сасăлава хутшăнма тӗслӗх кăтартать

Чăваш наци лидерӗсенчен пӗри сасăланă чухне журналистсене хăй шухăшне пӗлтернӗ

1993 çулхи Конституци кивелнӗ, çавăнпа та хальхи, улшăнса пыракан тӗнчере Раççей çыннисене социаллă пурнăç енӗпе хӳтӗлекен, çӗршыва халăхсем хушшинчи аренăра тӗрев паракан, патшалăхăн тӗнелне – тӗрлӗрен халăхсен чӗлхисемпе культурисене – упраттаракан улшăнусем кирлӗ. Çак шухăша Конституцири улшăнусене тӗрев парса сасăланă чухне ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Ӗçтăвком председателӗ Владимир Иванов каланă.   

«Ман шутпа, Конституци пирӗн пурнăçа лайăхлатма, халăхсен хушшинчи çӗршыв вырăнне çирӗплетме майсем туса парать. Ачасене, ватăсене хӳтӗлени, тивӗçлӗ медицина пулăшăвне илни – питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çӗнетнӗ Конституци пире чӗлхене упрама, халăх культурине, несӗлсен йăлисене аталантарма ирӗк пани мана кăмăла каять. Раççей малалла аталантăр тесен эпир çак тӗнеле упраса хăвармалла», – палăртнă Иванов.

Чăваш наципе культура автономийӗн пуçлăхӗсенчен пӗри Хусан патшалăх энергетика университечӗн общежитийӗсенчен пӗринче вырнаçнă участокра сасăланă. Кӗнӗ çӗрте унăн температурине виçнӗ, пӗр хут усă курмалли перчеткесемпе маска тата ручка панă.

Паспортне кăтартнă тата сасăлав бланкне илнӗ хыççăн Владимир Иванов кабинкăна кӗнӗ. Унтан тухсан вăл сасăлав бланкне урнăна янă.
Владимир Викторович палăртнă тăрăх, сасăлакансене коронавирусран хӳтӗлес тесе нумай тунă: «Никам та чир ертес хăрушлăх çук, 100 процентлă гаранти пама пулать».

Аса илтертпӗр, Раççей Конституцийӗн тӳрлетӗвӗсем пирки йӗркеленӗ сасăлав июлӗн 1-мӗшӗнчи 20.00 сехетчен тăсăлать. Паянхи куна Тутарстанри суйлакансенчен çури сасăлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев