Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Левуков Чӑваш Республикин медальне тӑван районӗнче илчӗ

Эпир те "Сувар" хаҫатӑн штатра тӑман корреспондентне ҫак пысӑк наградӑна илнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр

  

"Саманасем пӑтраннӑ кутсӑр-пуҫсӑр, Вутра ситрелнӗ пурнӑҫ шерепи.
Пырса ҫитес тӗлне курмасӑр уҫҫӑн
Пире ертсе ҫӳрерӗ Шелепи.
Ӑҫта тӑван, ӑҫта хурах-тӑшман –
Чӑваш поэчӗ хамӑр пек... курман."
Ҫак сӑмахсене Анатолий Малышев хӑйӗн "Чӑваш поэчӗ ем патне янӑ уҫӑ ҫыру" сӑввинче вулама пулать.
Чӑнах та, ҫӑмӑл пулман Николай Иванович Полоруссов-Шелепине пурнӑҫӗнче. Куҫӗсен курман пулсан та, вӑл чӑвашсемшӗн, халӑх литературишӗн питӗ нумай тӑрӑшнӑ.
Саманасем паян та пӑтранаҫҫӗ. Аслӑ поэтӑмӑра сума-суса унӑн 140-ҫуллӑхне паллӑ тунӑ кун Аксу районӗнчи Беловкӑра тепӗр паллӑ поэта та чысларӗҫ. Кивӗ Тимушкелӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Тольяттире пурӑнакан Владимир Левукова ЧР Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе, "Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫул" медаль парса чысларӗҫ. Ҫак миссине Чӑваш Республикин профессионаллӑ ҫыравҫисен союзӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пурнӑҫларӗ. Владимир Левуков чӑннипе те ҫак хисепе тивӗҫ. Вӑл нумай кӗнеке авторӗ, сӑвӑҫ тата общество деятелӗ. Самар облаҫӗнче чӑвашлӑха аталантарма пулӑшать.
Эпир те "Сувар" хаҫатӑн штатра тӑман корреспондентне ҫак пысӑк наградӑна илнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев