Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Путин ҫамрӑксене кӑмӑллӑ контентпа тивӗҫтерме сӗннӗ

Патшалӑх телевиленипе радиона, хаҫат-журналсене контрольлеме пултарать пулсан, интернетри хыпар хатӗрӗсене, е уйрӑм ҫынсем ҫырнисене тимлеме ӑна ҫӑмӑлах мар

"Урам пирки калас пулсан, паллах, хальхилле каласан, ҫамрӑк ҫынсене кӑмӑллӑ контентпа тивӗҫтермелле. Ҫамрӑксем пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ пулччӑр тесен, вӗсене аталанма майсем туса памалла",– тесе палӑртнӑ РФ Президенчӗ.

Путин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку чухне сӑмах "урам" пирки кӑна мар, проблемӑсен сарлака спектрӗ пирки пырать. Ҫавӑнпа та вӑл Сеть ӗҫне йӗркене кӗртмелли пирки каланӑ.

"Интернетра чикӗсем лартасси пирки пирӗн нумай дискуссисем пулчӗҫ, анчах та интернет пирӗн пурнӑҫӑн мӗн пур сферине кӗчӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӑл юридици законӗсене ҫеҫ мар, обществон мораль законӗсене те пӑхӑнмалла. Унсӑрӑн ҫак общество шалтан ҫӗрет",– тесе шутлать патшалӑх пуҫлӑхӗ. 

Патшалӑх телевиленипе радиона, хаҫат-журналсене контрольлеме пултарать пулсан, интернетри хыпар хатӗрӗсене, е уйрӑм ҫынсем ҫырнисене тимлеме ӑна ҫӑмӑлах мар. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев