Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Путин ДНРпа ЛНР никама пăхăнманлăхне йышăннă

Мускав Кремлӗнчен пӗлтерӗшлӗ хыпарсем çиçӗм пек вӗçеççӗ.

Малтан Путин Макронпа Штольца хăй тӗллӗн уйрăлса тухнă Донецкпа Луганск халăх республикисен никама пăхăнманлăхне йышăнма хатӗрленни çинчен пӗлтернӗ

Франци президенчӗпе Германи канцлерӗ лару-тăру çакнашкал аталаннипе кăмăлсăр юлнине пӗлтернӗ. Çав вăхăтрах çыхăнусене малалла тăсма хатӗррине те палăртса хăварнă.

Унччен малтан Раççей Президенчӗ çӗршывăн Хăрушсăрлăх канашӗн черетсӗр ларăвне ирттернӗ. Канашлура хăй тӗллӗн уйрăлса тухнă Донецк тата Луганск халăх республикисен никама пăхăнманлăхне йышăнассине сӳтсе явнă, Хăрушсăрлăх канашӗн мӗн пур пайташӗ ДНРпа ЛНРăн никама пăхăнманлăхне йышăнас шухăша ырланă.

Нарăс уйăхӗн 21-мӗшӗнче ДНР пуçлăхӗ Денис Пушилин тата ЛНР ертӳçи Леонид Пасечник Владимир Путинран республикăсен никама пăхăнманлăхне йышăнма ыйтнă.

Çав кунах Владимир Путин Донецк тата Луганск халăх республикисен никама пăхăнманлăхне йышăнни çинчен калакан указсем çине алă пуснă.  Украинăри пуçлăхсене вăрçа çийӗнчех чарма кирли çинчен асăрхаттарнă. Унсăрăн мӗн пур яваплăха вӗсен хăйсен çине илме тивет, мӗншӗн тесен Раççейпе çӗнӗ республикăсем пӗр-пӗрне пулăшасси çинчен килӗшӳ çирӗплетнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев