Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Путин нумай ачаллă çемьесем пирки указ кăларнă

Раççейре нумай ачаллӑ çемьесен пӗрлехи статусне çирӗплетнӗ. Указ право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленнӗ.

Указ нумай ачаллӑ çемьесен пӗрлехи статусне федераци шайӗнче çирӗплетет. Унсăр пуçне документра çемьесене парăнакан пулӑшу мерисене те палӑртнӑ.

Указпа килӗшӳллӗн, виçӗ тата ытларах ача çитӗнтерекен çемье — нумай ачаллӑ çемье шутланать. Çемьене социаллă пулӑшӑва аслӑ ачи 18 çулчен е 23 çул тултариччен (ача вӗрентӳ учрежденийӗнче куçӑн майпа малалла вĕренсен) параççӗ.

Хальччен регионсем нумай ачалӑх критерийӗсене хăйсен тĕллĕн палӑртнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья многодетная семья