Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Путин Донбассра ятарлă çар операцийӗ пуçланни çинчен пӗлтернӗ

ДНРпа ЛНР ертӳçисем Раççейрен çар пулăшăвӗ ыйтнă хыççăн, маларах алă пуснă килӗшӳсем тăрăх, Раççей хӗçпăшаллă çарсене халăх республикисен территорийӗсене кӗртнӗ.

«Сире халех пăшалăрсене çӗре хума чӗнетӗп», - тесе каланă Владимир Путин ДНРпа ЛНРа хирӗç çапăçакан Украина салтакӗсене. Мӗншӗн тесен «Киевăн преступлă приказӗсене пăхăнма килӗшмен» çар çыннисене вăрçă хирӗнчен пӗр чăрмавсăр тухма ирӗк парӗç.

«Сирӗн аçăрсемпе аслаçăрсем, мăн аслаçăрсем пирӗн пӗрлехи тăван çӗршыва нацистсенчен хӳтӗлесе, паянхи неонацистсем Украинăри влаçа ярса илччӗр тесе çапăçман», - тенӗ Президент ирхи телеэфирта. Вăл палăртнă тăрăх, çар çыннисем хăйсен халăхне присяга панă, «Украинăна çаратса унăн халăхне мăшкăллакан хунтăна мар».

«Сире халех пăшалăрсене пăрахса килӗрсене кайма ыйтатăп», - тенӗ Путин. – Ăнлантартăп: Çак трепование пăхăнакан Украина çарӗн мӗн пур салтакӗсем вăрçă зонинчен пӗр чăрмавсăр тухса çемйисем патне таврăнма пултараççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев