Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Путинпа Рустам Минниханов Хусанта çӗнӗ Перинаталь центрӗ уçнă

Хусанта 7-мӗш номерлӗ хула больницинче паян çӗнӗ Перинаталь центрӗ уçăлнă. Ăна уçас церемоние видеоçыхăну урлă Раççей Федерацийӗн Президенчӗ В. В. Путин тата Тутарстан Республикин Раисӗ Р. Н. Минниханов та хутшăннă.

Çӗнӗ Перинаталь центрӗнче ача çуратассинче кăткăслăхсем пур йывăр çын хӗрарăмсене Республика клиника больницинчи Перинаталь центрӗнчи пекех пур енлӗн пулăшӗç. Ку центр Хусанта тата тӗп хула çывăхӗнчи районсенче пурăнакансене йышăнӗ. 


Çӗнӗ Перинаталь центрӗ хулари 7-мӗш больницăн ача çураттармалли çурчӗпе пӗрлешет. Çулталăкне 8 пин ача таран çураттарма шутлаççӗ кунта. Пӗр вăхăтра 120 хӗрарăм выртма пултарать кунта, ача çуратмалли 7 зал ӗçлет. Экстренлă майпа ача çураттарма 4 зал хатӗр. 


Çӗнӗ центрта тин çуралнă ачасен реанимаци уйрăмӗ те пур — вăхăтсăр çуралнă пепкесене пăхмалли инкубатор таранах пур кунта. Нерв системин чирӗсем пур ачасем валли те ятарлă уйрăм ӗçлет. Ача çуратнă хӗрарăмсене психоэмоци диагностики тума, хăйсене туяслăхне аванлатма пулăшакан пӳлӗмсем те пур.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев