Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владислав Николаевăн çак кӗнекин ал çырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсӗнче çӗнтернӗ

Пурнăçра кӗтменлӗхсем тăтăшах сиксе тухаççӗ, пӗрне парăнтаратăн çеç, ак кур – тепри кӗтсе те тăрать иккен. Анчах та пӗтӗм тӗнчене çавăрса илнӗ усал чир – коронавирус – тӳрех парăнма, çӗр пичӗ çинчен кайма шутламасть пулас: сарăлса та сарăлса пырать вăл. Чир ытлашши ан иртӗхтӗр тесе 2020 çулта ахаль çынсен пурнăçне чылай çӗнӗлӗхсем кӗртрӗç: пурне те, шкул ачисене те, аслисене те дистанци мелӗпе вӗренме, ӗçлеме хăнăхтарчӗç, маскăпа тата перчеткепе çӳремелли йӗркене йышăнчӗç, пӗр-пӗринчен метр çурă аякра тăмалла турӗç...

Коронавирус чирӗ халиччен пуçа килмен чылай ыйту çуратрӗ, пурнăçламан ӗçе тума вӗрентрӗ. Çак тапхăрта мӗн çинчен пуç ватаççӗ-ши çамрăксем? Мӗн пăшăрхантарать-ши вӗсене? Кун çинчен Владислав Николаевăн нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă çӗнӗ кӗнеки каласа парать. Ячӗ те еплерех – «Кăшăлвирус». Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Дмитрий Литаврин. Кӗнеке ал çырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2020 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышăннă постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Повеçри тӗп сăнарсем – вуннăмӗш класран вӗренсе тухнă çамрăксем. Йӗркесене çирӗплетнӗ хыççăн вӗсем халь килӗсенче лараççӗ, социаллă тетелсем урлă пӗр-пӗринпе хутшăнаççӗ. Пурнăç кăлтăкӗсем вӗсен пуçӗнче тӗрлӗ ыйту çуратаççӗ: коронавируса пула çитес вун пӗрмӗшсемшӗн патшалăх экзаменӗсем епле иртӗç-ши, паянхи çамрăксен ялта пурăнас килет-и, çемьере пӗччен ача ӳсни лайăх-и е япăх-и, лайăх пурăнас тесен ӗç укçи мӗн чухлӗ пулмалла, роботсем, тӗрлӗ ăслă программăсем аталаннă вăхăтра ăçта ӗçе вырнаçма пулать тата ытти те. «Контактри» хӗрӳ калаçу хыççăн Женя Ильина тӗп сăнар хăйӗн шухăшӗсене пӗр тӗвве пухса кун кӗнеки çырса пырать.
«Ялта пурăнма пултарăттăм-ши эпӗ? Ку ыйту тавра нихăçан та шухăшламан. Яла çулла асаннен юратнă мăнукӗ пек ăна пулăшма кайма аван, уçăлса çӳреме тата çырла пуçтарма кăмăллă, паллах, анчах сăмах ун çинчен мар. Пурнăçăн пӗтӗм енне курас, астивсе пăхас тесе, экспериментшăн, эпӗ ялта пурăнса пăхма хирӗç мар-ха». Е тата: «Мӗн çырмаллине те пӗлместӗп... Тен, ку, чăнах та, арçын ачасен теми, эпӗ çар теминчен аяккарах тăратăп... Йăлтах ăнланса пӗтерейместӗп...», «Карантина пула пӗр-пӗринпе тӗл пулса калаçни çитмест пире, Интернетра, скайппа пулсан та, пупленине вара çумăн тăрса сăмахланипе танлаштараймăн...»
Паллах, кӗнекере юрату теми те пысăк вырăн йышăнать. Пӗрле вӗренекен Кольăпа Лизăн «Вайберти» уйрăм калаçăвӗ хайлава çепӗçлӗх кӗртет, çамрăксен пӗрле пулас ӗмӗчӗ пурнăçланас шанчăка çуратать.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев