Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владыка хӑй йӗри-тавра пурне те пуҫтаракан ҫынччӗ

Мускав тата Пӗтӗм Руҫ патриархӗн йышӑнӑвӗпе Феофан митрополита Хусанти Турӑ амӑш мӑнастырӗн территорийӗнче пытараҫҫӗ

 

Тутарстанӑн Патшалăх Канашҫи Минтимер Шаймиев Хусан тата Тутарстан митрополичӗпе Феофанпа сывпуллашма килнӗ. Вӑл владыка пӗтӗм пурнӑҫне службӑна халалланине, тӗнчери нумай ҫӗршывра килӗшӳ пултӑр тесе тӑрӑшнине палӑртнӑ.
"Паян эпир Феофан владыкӑпа сывпуллашатпӑр. Вӑл пӗтӗм пурнӑҫа халалланӑ ӗҫре мӗнле тӑрӑшмаллин тӗслӗхӗ пулса тӑчӗ. Вӑл, Иерусалимра та. Америка кӑнтӑрӗнчи ҫӗршввсенче те, Камчаткӑра та, Уралта та службӑра тӑнӑ. Килӗшӳ ҫирӗплетмелли вырӑнсене пур ҫӗре те вӑл килсе ҫитнӗ",– аса илнӗ Шаймиев.
Тутарстансен асӗнче Феофан митрополит пӗрлӗхшӗн, ырлӑхшӑн, тӑнӑҫлӑхшӑн ӗҫленӗ священнослужитель пек юлать. Анчах вӑл хӑйне чиркӳ ҫынни пек кӑна мар, пултаруллӑ дипломат пек те кӑтартрӗ. Сӑмах тата ӗненӳ вӑйӗпе вӑл тӗрлӗ конфессисен представителӗсен хушшинче хисепе тивӗҫнӗ тесе палӑртнӑ ТР Патшалӑх Канашҫи.
"Вӑл сӑмахпа тата ӗненӳ хӑвачӗпе пирӗн ҫине пурне те, конфессисене пӑхмасӑрах, витӗм кӳме пултаратчӗ. Ун тавра пирӗн республикӑн муфтийӗ тата ытти религи конфессийӗсен представителӗсем чӑмӑртанчӗҫ. Тавтапуҫ ӑна аслӑ ӗҫшӗн", – пӗтӗмлетнӗ Шаймиев.
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче 74-па пыракан Феофан владыка коронавирусран вилсе кайнӑ. Мускав тата Пӗтӗм Руҫ патриархӗн йышӑнӑвӗпе Феофан митрополита Хусанти Турӑ амӑш мӑнастырӗн территорийӗнче пытараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев