Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Волонтёрсен балӗсем пухӑнса пыраҫҫӗ

Халӗ эпир влаҫ органӗсен пысӑк тӗревне туятпӑр, доброволецсем авктивлӑрах пула пуҫларӗҫ

Тутарстанра коронавируспа кӗрешес ӗҫе хӑйсен пайне кӗртнӗ "Единая Россия" волонтерӗсен ытларах пайӗ вӑл Хусанти медицина университечӗн тата медицина колледжӗсен студенчӗсем.
Пандеми пуҫланнӑранпа вӗсем вуншар пин ҫынна пулӑшнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Пӗтӗмраҫҫейри "Волонтёрсем-медиксем" общество юхӑмӗн Тутарстанри ертӳçи Анна Макарова пӗлтернӗ.
"Волонтёрсем поликлиника ҫумӗнче температура виҫнӗ ҫӗрте, колл-центрсенче пулӑшаҫҫӗ тата йышӑнупа диагностика уйрӑмӗсенче.
Хӑш таран вӗреннине кура волонтерсем е кӗҫӗн медперсонала пулӑшаҫҫӗ, е врачсене", – тесе пӗлтернӗ Макарова.
Ун сӑмахӗсемпе, доброволецсен пӗр пайӗ теветкеллӗх ушкӑнӗнче ҫынсене продуктсемпе эмелсем леҫсе парать. 
"Ҫак ӗҫе студентсем хӑйсен ирӗкӗпе кӗрӗшеҫҫӗ. Вӗсене ординатурӑна кӗме хушма балл парӑнать,– тесе палӑртнӑ Макарова. – Халӗ эпир влаҫ органӗсен пысӑк тӗревне туятпӑр, доброволецсем авктивлӑрах пула пуҫларӗҫ. Пулӑшакансен списокӗ пысӑк, эпир кашни пулӑшӑва тав тӑватпӑр".
Декабрӗн 14-мӗшӗнче" Единая Россия" площадкинче партин пӗрремӗш социаллӑ онлайн-форум иртнӗ. Унӑн ӗҫне РФ Президенчӗ Владимир Путин тата "Единая Россиян" волонтер центрӗсен активисчӗсем хутшӑннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев