Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Волонтёрсен ӗҫӗ ҫӗнӗрен тапранать

Заявкӑсене тутарстансем хӗрӳ линин 8 (800) 200-34-11 номерӗпе шӑнкӑравласа хӑварма пултараҫҫӗ

 

Тутарстанра ватӑ ҫынсене продуктсем кӳрсе парас "Эпир пӗрле" акци малалла тӑсӑлать. Пӗтӗмраҫҫейри "Медик-волонтёрсем" общество юхӑмӗн Тутарстанри регион уйрӑмӗн ертӳҫи Анна Макарова пӗлтернӗ ку хыпара.
"Заявкӑсене пуринчен те йышӑнма тӑрӑшатпӑр, анчах теветкеллӗх ушкӑнӗнчи ҫынсем – пӗччен пурӑнакан ватӑсем, сусӑррисем, шала кайнӑ чирсенчен аптӑракансем – приоритетра",– тесе палӑртнӑ Анна Макарова.
Волонтёрсем апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе кирлӗ япаласене, эмел хатӗрӗсене леҫеҫҫӗ. Заявкӑсене тутарстансем хӗрӳ линин 8 (800) 200-34-11 номерӗпе шӑнкӑравласа хӑварма пултараҫҫӗ. Виҫӗ кун хушшинче заявка штаба килет. Волонтер-медиксем заявительпе ҫыхӑнаҫҫӗ те мӗн илсе килмеллине тепӗр хут тӗпчесе пӗлеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев