Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Волостновсем: савнă çынпа юнашар ӳплере те çăтмахри пекех

1974 çулхине салтакран Виктор таврăнать. Ăмсанмалли качча тӳрех клуб заведующине лартаççӗ. – Надюша Çӗнӗ çул чăрăшне капăрлататчӗ. Эпӗ пытăм та: «Качча каймарăн-и-ха?» – тесе ыйтрăм. Вăл вара тенкел çинчен сиксе анчӗ те: «Çук, сана кӗтрӗм», – терӗ ахăлтатса. Пӗр класра вӗреннӗ хӗре нумай каччă кăмăллатчӗ, çавăнпа вăл çапла хуравласса пӗрре те кӗтменччӗ, – кăмăла уçать  Виктор Пантелеевич. – Авалхи йăлапа, Çӗнӗ çул праçникӗсем иртнӗ хыççăнах хамăн Надюшана вăрласа каяс терӗм. Енчен те хӗр каччă килӗнче юлма хирӗç пулсан, ашшӗ-амăшӗ патне тӳрех таврăнма пултарать, енчен те каччи килӗшет-тӗк, тепӗр кунах хӗр килне хăтана яраççӗ. Савнийӗм манпах юлчӗ. Çав тери савăннипе пӗтӗм тӗнчене парнелес килчӗ, анчах ун чухлӗ пуянлăхăм çукчӗ.

«Савнипе ӳплере те çăтмах», –  теççӗ халăхра. Пирӗн статьян геройӗсем улăм витӗ айӗнче те шутсăр телейлӗ пулнă. Сăмахăмăр Тури Матак ялӗнчи Волостновсем çинчен.

Витьăпа Надя Кивӗ Матакри шкулта пӗрле вӗреннӗ, райцентра хăçан çуран, хăçан йӗлтӗрпе, хăçан велосипедпа вӗçтернӗ. Ял çулӗ çинчи типçырма хӗрринчи катăркас патне чарăнса çырлине çинӗ те шкулта мӗн пулса иртни пирки калаçа-калаçа килелле утнă.
10 класс пӗтернӗ хыççăн Витьăна салтака илсе кайнă, Надьăна совхоз направленипе Иваново хулине бухгалера вӗренме янă. Сăмах май, ял хуçалăх техникумӗнче вӗреннӗшӗн те, пурăннăшăн та совхоз тӳленӗ, çапла пулнă ун чух йăли.

Мамăк тирлӗ çуха

Вӗренсе пӗтерсе дипломлă пулнă специалист гаражра учетчикра, хуçалăхăн тӗп бухгалтерийӗн бухгалтерӗнче ӗçлет.
– Кашни кун ирхине 5-ре района сводка параттăм. Пӗр минута та кая юлма юрамастчӗ. Пӗррехинче чутах юлаттăм. Чистайри аш-какай заводне выльăх леçекен машинăпа ЦУМа хӗллехи тум туянма тесе ларса кайрăм. Тем тума-тăр выльăха йышăнмарӗç. Мӗн тумалла? Кантура вăхăтра мӗнле çитмелле? Кузоври вăкăрсене çӗрлене хула урамне антарма ыйтрăм.  Хальхи пекех астăватăп, Виктор Потапов водитель ал айӗнчи хатӗрсенчен карта пекки туса выльăхсене хупрӗ те тепӗр шофера сыхлама хушса хăварчӗ. Хăй вара мана çиçӗмле хăвăртлăхпа яла илсе кайрӗ. «Алькеевский» откормсовхозăн директорӗ Василий Яковлевич Мошков вăкăрсене пушатас шухăша ырларӗ пулсан та, хам вырăна кама-тăр хăварма ыйтманнинчен тӗлӗннӗччӗ. Хам ӗмӗрти пӗрремӗш чаплă пальтона эпӗ çапла туяннăччӗ. Шашкă тирлӗ хăмăр пальто шутсăр илемлӗччӗ, – кулса аса илет Надежда Николаевна.

Ыйтăвӗ мӗнле – хуравӗ çапла

1974 çулхине салтакран Виктор таврăнать. Ăмсанмалли качча тӳрех клуб заведующине лартаççӗ.
– Надюша Çӗнӗ çул чăрăшне капăрлататчӗ. Эпӗ пытăм та: «Качча каймарăн-и-ха?» – тесе ыйтрăм. Вăл вара тенкел çинчен сиксе анчӗ те: «Çук, сана кӗтрӗм», – терӗ ахăлтатса. Пӗр класра вӗреннӗ хӗре нумай каччă кăмăллатчӗ, çавăнпа вăл çапла хуравласса пӗрре те кӗтменччӗ, – кăмăла уçать  Виктор Пантелеевич. – Авалхи йăлапа, Çӗнӗ çул праçникӗсем иртнӗ хыççăнах хамăн Надюшана вăрласа каяс терӗм. Енчен те хӗр каччă килӗнче юлма хирӗç пулсан, ашшӗ-амăшӗ патне тӳрех таврăнма пултарать, енчен те каччи килӗшет-тӗк, тепӗр кунах хӗр килне хăтана яраççӗ. Савнийӗм манпах юлчӗ. Çав тери савăннипе пӗтӗм тӗнчене парнелес килчӗ, анчах ун чухлӗ пуянлăхăм çукчӗ.
Виктор 12-ре чухнех ашшӗ ракпа чирлесе вилнӗ иккен унăн. 4-ăн тăлăха юлнă, кӗçӗн йăмăкӗ ашшӗ вилнӗ хыççăн пӗр уйăхран çуралнă. Амăшӗн, Клавдия Васильевнăн, тепре качча каяс шухăшӗ те пулман.

Савнипе ӳплере те çăтмах

Çамрăк мăшăра совхоз çурт парать. Улăмпа кăна витнӗрен виçӗ пӗрчӗ ӳкнӗ çумăра та янă.
– Йӗпенес мар тесе кравате вӗçӗмсӗр пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтесе куçараттăмăр. Пурпӗр вăхăтлăх йывăрлăх пек кăна туйăнатчӗ, мӗншӗн тесен çав тери телейлӗччӗ эпир, – тăсăлать малалла асаилӗвӗ мăшăрăн.
Аслă хӗрӗ Наталья улăм витнӗ çуртрах Конституци кунӗ çуралать. Тăванӗсем, ял çыннисем, хуçалăх пулăшнипе çав çулхинех çулла çӗнӗ пӳрт лартма тытăнать. Виктор кунӗн-çӗрӗн вăрман йăвантарса пӳртлӗх пӗрене кăларать. Шăкăл-шăкăл калаçса, пӗр-пӗрин тӗревӗ пулса 45 çул çак çуртра пурăнать мăшăр. Пӗрремӗш ывăлӗ Александр çӗнӗ пӳртре çуралать.
 – Эпӗ хамăн виçӗ ачана та праçникре çуратнă. Ывăлăма Сашăна январӗн 1-мӗшӗнче, Алешăна майăн 9-мӗшӗнче. Астăватăп-ха, эпӗ ача çуратма аптрасан 13-ри хӗрӗм тухтăр патне чупрӗ. Ăна курнă янра саслă Лена аппа тӳрех: «Паня Витин ача çуралнă!» – тесе кăшкăрнă, – çав савăнăçлă саманта тепӗр хут тӳссе ирттернӗн сăнӗ çуталчӗ Надежда Николаевнăн.

Кулленхи ӗç

Кил хуçи совхозра нумай çул бензовоз водителӗнче, трактористра ӗçлет. Мăшăрӗ сӗннипе Теччӗри совхоз-техникума куçăмсăр майпа вӗренме кӗрет. Агроном дипломне алла илсен малтан учетчика, унтан мӗн пенсие тухичченех бригадирта ӗçлет.
Надежда Николаевна 20 çул ӗнтӗ Кивӗ Матак ял хутлăхӗн секретарӗнче тăрăшать. Çак вăхăтра 4 ертӳçӗ улшăннă, 2004 –2005 çулсенче хăйӗн те ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче ӗçлеме тивнӗ.
 – Унчченхи пуçлăх Сергей Искаков кайрӗ те, çӗннине лартмарӗç. Çавăнпа ун тивӗçӗсене те хамăнах пурнăçласа пыма тиврӗ. Района газ кӗнӗ вăхăтра йывăр ӗçе кӳлӗнес текенсем пулмарӗç. Эпӗ ӗçленӗ вăхăтра Тури Матакра фельдшерпа акушер пунктне, Чăваш Шапка, Кивӗ Матак клубӗсене, икӗ шкул котельнăйне газ ятăмăр. Кашни ларура тенӗ пекех ял хутлăхӗн секретарӗ 5 объекта «кăвак çулăм» кӗртейнӗ тесе мухтатчӗç. Ертӳçӗ должноçӗнче юлма ыйтрӗç, – иртнине аса илет Надежда Николаевна. Мăшăрӗ мӗнпур ӗçре тӗрев парать ăна.
Секретарь ӗçӗ мӗнли пирки каламăп, вӗсен ӗçӗ куç умӗнче. Анчах ӗмӗрӗпех тăрăшса ӗçленӗшӗн Надежда Николаевна 2012 çулта «Вырăнти хăйтытăмлăх управленине аталантарнăшăн» медале тивӗçни пирки асăнмасăр хăварма юрамасть. Награди вăл мӗнле ӗçленине кăтартать.

Юратнă ӗç

Волостновсен чун киленӗвӗ – сад пахчи. Эпир пынă чухне те Виктор Пантелеймонович пахчара хăяр пуçтаратчӗ. Йӗри-тавра мӗн чухлӗ улма-çырла тӗмӗ ӳсет вӗсен! Энциклопедисӗр ячӗсене пӗлме те çук. Сарă хăмла çырли, жасмин, хура хăмла çырли... Помидорӗсем кăна 10 сорт ытла.
1975 çулта пӗрлешсе çемье çавăрнă мăшăр йывăрлăхсене пăхмасăр паянхи кунччен юратăва упраса çулран çул çирӗпленсе кăна пырать. Волостновсем паян çамрăксемшӗн тӗслӗх, çирӗп çемьен вăрттăнлăхӗ – чăтăмлăхра, пӗр-пӗрне хисепленинче, ӗçе юратнинче, хуть мӗнле лару-тăрура та пӗр-пӗрин терӗвӗ пулнинче.
– Çемье çинче тӗнче тытăнса тăрать, – теме  юратаççӗ чăвашсем.
«Викторпа Надежда Волостновсем пеккисем çинче», – тесе хушса хунă пулăттăм эпӗ ку сăмахсем çумне.

 

Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
Элкел районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья юбилей алькеевский район