Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Врачсем чирпе вӑрҫӑри пек кӗрешеҫҫӗ

Пестрецыри пӗр пӳрт стени ҫине Covid-19-тан вилнӗ "Васкавлӑ пулӑшу"  врачӗн портретне ӳкернӗ

Граффити меслечӗпе Дания Салимован портретне ӳкернӗ. Теветкеллӗх ушкӑнӗнче пулса вӑл коронавирус инфекцийӗн пандемийӗн вӑхӑтӗнче вызовсене ҫӳренӗ, Covid-19-па йывӑр чирлисене Хусана илсе кайнӑ.

Граффити ӳкерттерес пуҫарупа РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ольга Павлова тухнӑ. Ун патне ҫак ыйтупа "Васкавлӑ пулӑшура" ӗҫленӗ хӗрарӑмӑн тӑванӗсем ыйтупа килнӗ пулнӑ.
Пестрецыри граффити Пӗиӗмраҫҫейри "Спасибо врачам" акципе пурнӑҫа кӗртнӗ иккӗмӗш ӳкерчӗк. Кӑҫал ноябрь уйӑхӗнче Хусанти пӗр ҫуртӑн стени ҫине врачсене тав туса ҫакнашкал ӳкерчӗк тунӑ пулнӑ ӗнтӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев