Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрен явать вӗрентекен

Тăван чӗлхе учителӗсен конкурсне чăваш вӗрентекенӗсем яланах йышлă килекенччӗ, хальхинче Анат Кама, Çӗпрел, Пăва, Алексеевски, Пӗкӗлме, Çарăмсан районӗсен вӗрентекенӗсем хăйсен ӗçӗнче усă куракан меслетсемпе паллаштарчӗç. Вӗсем хушшинче чăвашсем йышлă пурăнакан Аксу тата Нурлат районӗсенчи педагогсем çукки кăштах тӗлӗнтерчӗ.

Пысăк тавракурăмлă, вăйлă аталаннă вӗренекенсене хатӗрлес тесен тӗнче опычӗпе усă курма хистет паянхи кун. Интернет чикӗсене ирӗлтерсе пынă вăхăтра аталанас килсен килте питӗрӗнсе лараймастăн. Кроссенс, кластер, блум, фишбоун, лернинг эппс, синквейн, йошимото, лэп бук, клоуз-тест тата ытти те. Ку ачасене тăван чӗлхене вӗрентнӗ чухне учительсем усă куракан меслетсемпе ăслайсем. Сингапур, Германи, Америка – камсенчен кăна тӗслӗх илместпӗр иккен эпир вӗренекенсене пуян пӗлӳллӗ тăвас тесе. Çак кунсенче Хусанта тăван чӗлхесене вӗрентекенсен хушшинче педагогика ăсталăхӗн «Туган тел» конкурсӗ иртрӗ.

Аксупа Нурлат ăçта?

Ăна ТР Вӗрентӳпе наука министерстви ирттерет. Кăçал та удмурт, мари, мордва педагогӗсемпе пӗрле чăваш чӗлхи учителӗсем те хутшăнчӗç. Яланхилле йышлă килекенччӗ пирӗннисем, хальхинче Анат Кама, Çӗпрел, Пăва, Алексеевски, Пӗкӗлме, Çарăмсан районӗсен вӗрентекенӗсем хăйсен ӗçӗнче усă куракан меслетсемпе паллаштарчӗç. Вӗсем хушшинче чăвашсем йышлă пурăнакан Аксу тата Нурлат районӗсенчи педагогсем çукки кăштах тӗлӗнтерчӗ. Вӗсене те курас килет çак конкурсра. Ячӗшӗн кăна вӗрентеççӗ тесе ниепле те шутлас килмест.

Энтузиазм

Мӗнпе аван-ха учительсен конкурсӗ? Хăйсем пултарнине кăтартнисӗр пуçне учительсем ыттисен практикисемпе паллашаççӗ, вӗренеççӗ. Çакă чи кирли-тӗр те. 2012 çултах йышăннă пӗтӗмӗшле пӗлӳ парассинчи патшалăхăн федераллă стандарчӗсемпе (ФГОС) кăларнă кӗнекесем марисен, удмуртсен, мордвасен тата чăвашсен халӗ те çук пулнине шута илсен тăван чӗлхе учителӗсене мӗнлерех йывăра килнине ăнланма пулать. Апла пулин те вӗсем пуç усса лармаççӗ. Мӗн кăна шутласа кăлармаççӗ иккен тăван чӗлхерен писме пуçланă ачасене кăсăклантарас тесе.

Универсал

Çак конкурс виçӗ тапхăртан тăрать: уçă урок, мастер-класс, «çавра сӗтел». Филологсем кама кăна çаврăнмаççӗ. Урок интереслӗрех ирттӗр тесен çăм арлама та, кашăк шаккама та, ӳкерчӗк тума та, вӗрен явма та пӗлмелле вӗсен. Тăван чӗлхепе литература урокне çутçанталăк, музыка, обществознани тата ытти предметсемпе çыхăнтарса ирттереççӗ. Вăхăтлăха шкул ачисен вырăнне йышăннă ӗçтешӗсене юрлаттараççӗ те, ташлаттараççӗ те, халăх тумӗн хăйне евӗрлӗхӗсене те ăнлантарса параççӗ. Уçă уроксем кичем иртмерӗç. Хăш чухне ют çӗршывран килнӗ тӗлӗнмелле ятлă меслетсем хамăрăн малтан усă курнă, анчах халӗ манăçа туха пуçланă педагогика ăслайӗсене аса илтерчӗç. Ку чухне чикӗ леш енчи хăш-пӗр малта пыракан пуян патшалăхсем те Совет Союзӗн вӗрентӳ системин никӗсӗнче хăйсенне йӗркелесе яни çинчен асăнни те вырăнлă пулӗ тесе шутлатпăр.

Шыври пулă

Çапах ачасене тӗрлӗрен шухăшлаттаракан ăслайсем, тӗслӗхрен,  «шӗлепке» меслечӗ е пулă шăрпи евӗр тунă анализ схеми тата ытти çӗнӗлӗх кӗртни – шкулсенчен чăнах та конкуренцие чăтаякан çамрăксем тухасса шанăç хăварать. Информаци технологийӗсенче ачасем паян вӗрентекенсенчен нумай малта пыраççӗ. Вӗсенчен кая юлас мар тесен педагогăн хăйӗн те интернетра шыври пулă пек пулмалла. Ак, тӗслӗхрен, Пăва районӗнчи Элшел шкулӗнче ӗçлекен Альбина Зайцева чăваш чӗлхи урокӗсенче LearningApps.org ресурспа усă курать. Çак интерактивлă меслетпе вăл ачасене вăйă формипе ӗçлеттерет. Темиçе çын харăс хăйсен ӗç пайӗсене пурнăçласа пӗр пысăк ӗç тăваççӗ. Тӗслӗхрен, Элшелӗнчен вăрçа кайнă çынсем çинчен медиа-плакат.

Чăлха çулӗ

Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă шкулӗн педагогӗ Зоя Желованова вара ачасене тăван халăх йăлисем патне явăçтарма «асанне арчипе» усă курать. Паян килте нуски çыхса ларакансем сайра пулсан та курма пулать-ха. Нуски мӗнле пулни çинчен тапхăрӗ-тапхăрӗпе каласа, ăнлантарса, кăтартса пачӗ вăл. Вӗренекенсене явăçтарать çăм арлама. Ачасем илтмен сăмах нумай кунта: кӗнчеле, йӗке, çăмха...  Вăхăта чараймастăн, вăл малалла чӗнет. Доскасем те электронлă шкулсенче, учительсен те журнал вырăнне ноутбук. Анчах халăх йăлисене мансан эпир малашне чăваш пулса пурăнайăпăр-ши?

Ӗçлеттерет

Марипе удмурт преподавателӗсен урокӗсене курма та интереслӗччӗ, мăкшăсем те вăйлă хатӗрленсе килнӗ. Мӗнре кăна хавхалану тупмаççӗ иккен хальхи учительсем! Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнин вӗрентекенӗ Светлана Федорова ачасене 9 класс хыççăн чăваш чӗлхипе экзамен тыттарать. Ун урокӗ çав ОГЭ тӗрӗслевне хатӗрлекеннискер пулчӗ. Мана ытларах Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел шкулӗнче нумай çул ӗçлекен Валентина Петрован 6-мӗш класс валли хатӗрленӗ урокӗ килӗшрӗ. Хальхинче чăваш вӗрентекенӗ сусăр çынсем йывăрлăхсене парăнманни çинчен калама çук лайăх урок программи хатӗрленӗ. Шел, 20 минут кăна парăнать урока кăтартма. Унта хутшăнакансен çăвар карса ларма вăхăт пулмарӗ, пурте ӗçлерӗç.

Хатӗрленнӗ

Мастер-класс кăтартни – учителӗн коммуникативлă енӗсене уçса парать. Пуплев пайӗсене вӗрентнӗ чухне пултараять-и вăл ачана интереслентерсе яма? Халӗ вӗт ачасем те учителе паллă лартма пултараççӗ. Мастер-класс – пултарулăх конкурсӗ, унта, паллах, пурте лайăх хатӗрленсе килнӗ. Кунта жюри пайташӗсем те чăтса тăраймарӗç, миниатюрлă вӗрен явма, ӳкерчӗк тума, чечек çеçкисем пуçтарма явăçрӗç. Вӗсемшӗн чи йывăр ӗç – лайăххисен хушшинче лайăхраххине суйласа илесси.

 Йывăрлăхсем

Çӗнӗлле вӗрентессинчи çитменлӗхсене «çавра сӗтелте» сӳтсе явни, пӗрешкел ыйтусене татса пама пӗрле çулсем шырани педагога йывăрлăхсене хирӗç кӗрешес ӗçре пӗччен хăвармасть. Учительсен сӗнӗвӗсем татăклă та ăнланмалла, вӗсене вӗрентекенӗн кăна мар тата анне чӗри витӗр те кăларнă. Хăш-пӗр тезиспа сире те паллаштарас килет.

Т.Леонтьева: «Килте, çемьере калаçсан ача Америкăра пурăнсан та чăвашла вӗренеет».

С.Федорова: «Тутарла воспитани паракан «Сэлэт» лагерьти пек кану лагерӗсем кирлӗ пире».

С.Анисимова: «Эпир ялти мӗн пур мероприятие мари чӗлхипе кăна ирттеретпӗр».

В.Петрова: «Сисетӗп, юлашки çулсенче ача садӗнчен вырăсланнă чăваш ачисем шкула килеççӗ».

А.Зайцева: «Малтан пирӗн районра 14 шкулта чăваш чӗлхине вӗрентетчӗç, халӗ 5-ӗшӗнче кăна». (Автор тата А.Юнусова сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование