Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВӖРЕННИ САЯ КАЙМАН

«Тырă пулсан выльăх-чӗрлӗх тытма май пур», – тет Михаил Мискин фермер

Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Михаил Мискин ялти вăтам шкула пӗтерсен Теччӗри совхоз-техникума кайса кӗнӗ. Унтан вăл 1995 çулта хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнă, «фермер хуçалăхне йӗркелекен»  специальноçа алла илнӗ. Вăл вăхăтра ку çӗнӗ сулăм пулнă-ха. Яла таврăнса виçӗ çул «Ильмово» колхозра экономистра тăрăшнă, Çӗнӗ Йӗлмел тата Çӗнӗ Чукал ялӗсене çӗнӗрен пӗрлештерсе Бауман ячӗллӗ колхоз туса хурсан вара çулталăк хушши учетчик пулнă. Çапла çамрăк специалист ял хуçалăхӗнче пӗрремӗш утăмсем тунă.

 2001 çулта вара вăл харпăр ӗç пуçлать, ИП (индивидуальный предприниматель) пек хисепленсе тăрса машинăпа тӗрлӗ япала турттарать. Каярах Т-70 тракторпа ялти çынсен анкартийӗсене сухаласа çӳреме пуçлать. 2008 çулта ашшӗпе канашланă хыççăн çывăх çыннисен колхозри çӗр пайӗсене илсе хăй ӗçе кӗртме шут тытать. Малтанлăха пурӗ 11 гектар пуçтарăнать. Тата икӗ çултан  «Мискин Николай Михайлович» ятпа хресчен (фермер) хуçалăхне регистрацилет, комбайн туя­нать, тырă тата çӗрулми акса илме тытăнать. Тырри выльăхсем валли каять, çӗрулми сутма та юлать. 2014 çулта вара çӗр лаптăкне 98 гектара çитерет – ял  çыннисем çамрăк фермера хăйсен пайӗсене сӗнеççӗ. Паян çӗр лаптăкӗсем ял хирӗнче виçӗ вырăнта вырнаçнă.
Çӗр ӗçлеме айккинчен никама та тара тытман. Михаи­лăн пӗрремӗш пулăшаканӗ – Петр шăллӗ, çаплах çуркунне акма тата кӗркунне пуç­тарма пӗртăванӗсем, вӗсен мăшăрӗсем пулăшаççӗ. Çапла вара ку япалана çемье ӗçӗ теме те пулать. Паян лаптăкăн виççӗмӗш пайне курăк акаççӗ, мӗншӗн тесен пурте килте выльăх чылай тытаççӗ. Пӗрремӗш хут çулнине сутса яраççӗ, иккӗмӗш хучӗ – хăйсем валли. Ялта урпа та выльăхсем валли питӗ кирлӗ, вăл та сутлăха юлать. Мӗншӗн тесен техникăна юсаса тăма, çунтармалли-сӗрмелли материалсем туянма укçи те кирлӗ вӗт-ха.
– Ӗçлесен усси пур ӗнтӗ, укçа парса илни мар, йăлтах хăвăн. Тырри пулсан выльăх-чӗрлӗх тытма май пур. Ялта унсăрăн мӗнле ӗнтӗ? Виçӗ ӗне, ултă вăкăр пирӗн. Ытти выльăхсем те пур. Паллах, тухăç çанталăкран та килет, çу е çумăрлă, е типӗ пулма пултарать. Çавăнпа кăштах малашне валли те хатӗрлесе хуратпăр, тырра тепӗр çулччен пӗрчӗ юлмиччен пӗтерместпӗр. Ял хуçалăх ӗçӗсене мӗнле ирттермелли пирки ялан кӗнеке тавраш вулатпăр, интернетра та пăхса илетпӗр. Паллах, атте те нумай сӗнӳ парать, вӗрентет. Хамăр та çулран-çул опыт пухса пыратпăр ӗнтӗ, – тет Михаил Николаевич.
Ашшӗ вара, Николай Михайлович, ӗмӗрне çӗрпе аппаланса ирттернӗ. Çамрăклах ял хуçалăх профессине алла илнӗ, колхозра нумай çул тӗп агроном пулнă, районти ял хуçалăх управленийӗн­че тӗп агроном вырăнне те йышăннă. Вăл Тутарстан Респуб­ликин тава тивӗçлӗ агрономӗ. Ялти «Ильмово» колхоза та ертсе пынă пӗр вăхăт.
Ыр кăмăллăх çинчен те манса кайман Мискинсен çемйи, вӗсем Çут лапӗ текен вырăнта, çăлкуçсем тухнă çӗрте, пилӗк çул каялла ял çыннисем пулăшнипе сăваплă Матрона ячӗпе часавай лартрӗç, халăх валли ырă ӗç турӗç. Унччен ялта часавай çукчӗ-ха. Ун валли Мускаври Пукрав мăнастирӗн игуменийӗ Феофания (Николай Михайловичпа пӗртăванӗн – Дмитрин – хӗрӗ) турăшсем парса янă. Халь ку вырăна ял халăхӗ таса шыв илме çӳрет, çынсем тӗн уявӗсенче те, ахаль вăхăтра та купельте шыва кӗреççӗ. Ытти ялтан та килкелеççӗ кунта.
Михаил Николаевич шкула та пӗрре мар техникăпа тивӗçтерсе пулăшнă, тракторӗпе вӗсен çӗрулми анине сухаласа та, акса та, кăларса та панă. Машинипе те тӗрлӗ япала турттарнă.
Михаил Николаевичăн мă­шă­рӗ Наталия Викторовна виçӗ çул ӗнтӗ ялти вăтам шкулта хуçалăх заведующийӗн тивӗçӗсене туса пырать. Çемьере икӗ ача ӳстернӗ. Николай Ульяновскри техника университетне пӗтернӗ, пӗлтӗр декабрьте салтакран килнӗ, Мускав çывăхӗнчи Преображени полкӗнче хӗсметре тăнă. Халӗ инженер-конструкторта тăрăшать. Кристина вара пӗлтӗр шкултан вӗренсе тухнă.
Ӳркенмен фермер Михаил Мискин ял çыннисене нумай пулăшать. Унăн çамрăкла вӗренни сая кайман, хăй валли те ӗçлет, ял халăхне те пысăк усă парать.

Николай ЛАРИОНОВ.
Çӗпрел районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Молодцы