Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентӳ хыпарӗсем

Вӗрентекенсен çӗнӗ çултан ӗç укçи ӳсет

2022 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанри вӗрентекенсен ӗç укçи ӳсет. Ку бюджет сферинче ӗçлекенсене пырса тивет. Çакăн пирки декабрӗн 7-мӗшӗнче ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин социаллă сетьсенчи тӳрӗ линире калаçнă чух пӗлтернӗ. «Вӗрентекенсен ӗç укçине çӗнӗ çултан ӳстерме йышăну турăмăр. Вăл пурне те пырса тивет: кӗçӗн воспитательсене те, поварсене те, техника персоналне те, шкул директорӗсемпе завучсене те. Оклад вăтамран 2,5 пинрен пуçласа 5,5 пин тенкӗ таран ӳсӗ. Ун хыççăн вара хавхалантаракан тӳлевсемпе компенсацисен калăпăшӗ те ӳсӗ», – тенӗ министр.
Ильсур Гараевич вӗрентекенсене хушма тӳлевсем пани çамрăксене вӗрентӳ системине ӗçлеме килме илӗртессе шанать. Çитес çул çавăн пекех класс ертӳçисен тӳлевӗ те сыхланса юлать: класс ертсе пынăшăн 550 тенкӗ тата кашни ачашăн 80 тенкӗ. Вӗрентӳпе наука министерствин информацийӗпе килӗшӳллӗн, Тутарстанра халӗ вырăс чӗлхи, математика, физика, хими тата биологи учителӗсем çитмеççӗ.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.

 

Эрнере 5 е 6 кун вӗренессине шкул ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле татса парать


Социаллă сетьсенчи тӳрӗ линире калаçнă чух ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин рес­публикăри шкулсем эрнере пилӗк кун вӗренмелли режим çине куçса пыни çинчен каланă. Хусанта, Анат Камăра, Элметре, яллă районсенче пилӗк кунлă режимпа вӗренекен  шкулсем пур. Анчах та, министр шучӗпе, пӗтӗм шкул та çапла тумалла тени тӗрӗс мар. «Вӗрентӳ çинчен» законпа килӗшӳллӗн, пилӗк кунлă вӗренӳ режимӗ çине куçасси пирки шкул ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле йышăну тăвать. «Кашни шкул, кашни муниципалитет хăй тӗллӗн йышăну тăвать. Çав вăхăтра вӗренӳ планне туллин пурнăçламалла. Урăхла каласан, мӗнпур предмет упранса юлмалла: ачасем вырăс чӗлхине те, тăван чӗлхесене те, математикăна та, ытти предметсене те туллин вӗренмелле. Ку вара çăмăлах мар», – тесе палăртнă министр.
Канмалли кунсенче ӗçе çӳрекен ашшӗ-амăшӗ ачисене шăматкун та вӗрентесшӗн. Ултă кунлăх вӗренӳ нагрузки пилӗк куна пӳлӗнессе чылайăшӗ ăнланать.
«Нагрузка пысăк чухне ачасем ывăнаççӗ. Эпир тӗпчевсем ирттертӗмӗр ӗнтӗ. Çавăнпа та, атьăр ку ыйтура васкар мар. Пирӗн хамăрăн ачасен сыв­лăхӗ çинчен шухăшласа йышăну тумалла», – тесе пӗтӗмлетнӗ вӗрентӳпе наука министрӗ.
Ку вӗренӳ çулӗнче пилӗк кун вӗренмелли режим çине Хусанти 25 шкулти пуçламăш классенче, Анат Камăри 35, Элметри 7, Алексеевски районӗнчи 23 шкулта куçнă.
Константин МАЛЫШЕВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев